АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Программа 2015 çулччен пырĕ

29 марта 2013 г.

2009 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче "Чăваш Республикинчи çĕнĕ урамсене (çын пурăнакан вырăнсене) васкаса электрификацилесси çинчен" Указ кăларнă. Çутăсăр тертленекен çемьесем ăна савăнса йышăнчĕç. Унтанпа виçĕ çул ытла иртрĕ. Документ мĕнле пурнăçланать-ха; Республикăн Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин энерги перекетлевĕпе топливо-энергетика комплексĕн пайĕн пуçлăхĕ Ростислав Игнатьев хуравлать.

– Ку енĕпе кашни районтах ĕçлеççĕ, – терĕ Ростислав Семенович. – Шел те, Канаш, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар районĕсенче çирĕплетнĕ графикран юлса пыраççĕ. Урамсене çутă кĕртме шаннă подрядçăсем çирĕплетнĕ патшалăх килĕшĕвĕсене туллин пурнăçламаççĕ. Çапах та 223 объектран 138-шĕнче строительство вĕçленнĕ. 2010-2012 çулсенче подрядçăсем 216 млн тенкĕпе усă курнă.

– Килĕшÿре палăртнă тивĕçе пурнăçламаннисене ĕçе малалла тăсма хушатăр-и;

– Министерство республикăн Арбитраж судĕнчен вĕсем тĕлĕшпе ĕç пуçарма – патшалăх килĕшĕвĕсене татма, хыснаран уйăрнă тата ĕçлемесĕрех усă курнă укçана тавăрма – ыйтрĕ.

Министерствăн патшалăх стройнадзорĕн специалисчĕсем электрификаци мĕнлерех пынине районсене çитсе тĕрĕслеççĕ. Ĕç пахалăхне хакланă хыççăн хута яракан объект техника регламенчĕн йĕркине тивĕçтернине çирĕплетекен документ хатĕрлеççĕ. Вăл е ку районти строительсен умне чăрмав сиксе тухсан вырăна çитсе канашлу ирттеретпĕр.

– Вĕсене кăçал миçе тенкĕ уйăрĕç;

– Республикăн бюджет саккунĕпе килĕ-шÿллĕн – 25 млн тенкĕ. Халĕ подрядçăсем ăна ĕçе кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Чăваш Ен Президенчĕ 2011 çулта нумай ачаллă çемьесене пулăшасси çинчен Указ кăларнă хыççăн муниципалитетсем вĕсем çурт-йĕр çавăракан урамсене те электрификацилес ыйтăва кăларса тăратрĕç. Çавăнпа программа картине нумай ачаллă çемьесене те кĕртрĕмĕр – ĕç хушăнчĕ. Тĕллеве туллин пурнăçлама вăхăт малтан палăртнинчен ытларах кирлĕ. Строительство 2015 çулчченех тăсăлĕ.

Ю.МИХАЙЛОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика