16 ноября 2012 г.
Раççейре ку таранччен пулман çум курăк сахал чечеклĕ ценхрус (ценхрус малоцветковый) текенскер сарăлса пынине çирĕплетеççĕ специалистсем. Вăл пирĕн çĕршыва Украинăран строительство материалĕсемпе – вак чулпа тата шыв хĕрринчи шак чулпа – лекме пултарнă тесе палăртаççĕ, мĕншĕн тесен асăннă тăрăхра ценхрус аванах аталаннă.
Европăна тата Азие, Индие, çавăн пекех Раççей Федерацине те Америкăран "килсе кĕнĕ" тесе те шухăшлаççĕ.
Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн аслă инспекторĕ Ольга Егорова каланă тăрăх, ку çум курăк Чăваш Республикине çакланас хăрушлăх та пур. Паянхи кун тĕлне ценхруса Ростов, Волгоград, Белгород облаçĕсенче, Краснодар тата Ставрополь крайĕсенче палласа илнĕ. Çак регионсенчен вара пирĕн тăрăха вăрлăхсăр пуçне ытти продукци те килет.
Ценхрус пĕр çул ÿсекен курăк. Вăл тĕшшипе сарăлать. Тĕшши çĕрте 5 çул таранах упранма пултарать. Пур çĕрте те вăй илет - хăть сад-пахчара, хăть çул хĕрринче, çырмасенче, кÿлĕ е ытти шывлă вырăнта. Çак çум курăк тĕлĕнмелле чăтăмлă, шăрăх та типĕ çанталăка парăнмасть кăна мар, пушшех вăйлă аталанса каять.
Культурăллă ÿсен-тăрансенчен тутлăхлă япаласене тата шыва "туртса илнĕ" май вĕсене хавшатать. Çапла майпа пахча çимĕç тухăçлăхĕ чакать.
Уй-хирте алхасаканскере çулçи çемçине кура выльăх малтанах юратса çиет тесен те юрать. Анчах та кайран, йĕпписем тухсан, ĕне-вăкăр çăварне сиенлетет. Хытă йĕпписене пула типĕтсен те çиме, сарса пама юрăхсăр. Çак курăк лекнĕ утă купине усă курма та шиклĕ. Сурăх çăмĕнчен тасатма питĕ хĕн.
Çыншăн та хăрушă вăл. Йĕпписем чĕрнĕ вырăнсем пÿрленсе тăраççĕ.
Йĕплĕ пучаххисем выльăха, çынна, машина ураписене çыпăçса тепĕр вырăна сарăлаççĕ. Пиçсе çитнĕ пучахĕсем çилпе инçете çитеççĕ, шывра та путмаççĕ. Çурхи шывпа урăх çĕре куçаççĕ.
Паллах, ценхрус ĕрчесрен профилактика ĕçĕсем ирттерни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Тупса палăртсан вара тÿрех управлени специалисчĕсемпе çыхăнсан аван, вăхăтра кирлĕ мерăсем йышăнса ăна пĕрлехи вăйпа пĕтерме пулатех. Пусă çаврăнăшне кĕртмен лаптăксене те куçран вĕçертмелле мар. Шăпах хуçасăр çĕрсем çум курăка алхасса кайма ирĕк параççĕ те.
Н.ВАСИЛЬЕВА.