АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ешкилтрен Улаксара çити

16 ноября 2012 г.

Ирех тăрса килти ĕçсене пуçтарса йĕркелесен çил-тăман-и, хĕртсе хĕвел пăхать-и е çумăр çăвать, утать, утать хĕрарăм кашни кун виçшер километр Ешкилт ялĕнчен Улаксара çитиччен. Ку вăл Валя тухтăр ĕçе васкать, Улаксарти медпунктра ĕçлеме пуçлани 20 çул çитрĕ унăн. Тухтăрпа çывăхарах паллашар-ха апла.

Каçал районĕнчи Твенеш ялĕнче 1957 çулта чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ксенофонтовсен çемйинче çуралнă вăл. Ашшĕ, Иван Егорович, – ăста платник, амăшĕ, Мария Егоровна, колхозра вăй хунă. Вĕсем виçĕ ывăлĕпе икĕ хĕрне туслă çемьере çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Валя Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкулта вĕреннĕ. Ÿсерехпе çуллахи вăхăтра тантăшĕсемпе колхозра ĕçлеме те ÿркенмен. Амăшĕ йывăр чирленĕ хыççăн хĕрачан медицина ĕçченĕ пулас ĕмĕт çуралнă.

Ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе 1975 çулта хĕр-упраç Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Виçĕ çултан алла диплом илсен шăпа Валентина Ивановнăна Шуркассинчи акушер пунктне ĕçлеме илсе çитернĕ. Медпункт çав тери кивĕ, кăмака хутсан та ăшă тытăнса тăман унта. Мал ĕмĕтлĕ хĕр 1980 çулта çанă тавăрсах çĕнĕ медпункт тăвас тесе ĕçе пикеннĕ. Чăваш Республикинчи депутат патне çырупа тухнă. Çăмăл пулман çĕнĕ çурта хута яма, çавах та 1981 çулхи кĕркунне çĕнĕ медпунктра ял халăхне йышăнма пуçланă. Пултаруллă хĕре çав çулсенче ял совет депутатне суйланă. Хастар ĕçленине кура Шуркассинчи ача сачĕн ертÿçи 1988 çулта Валентина Ивановнăна хăй патне пĕчĕккисен сывлăхне сыхлама чĕнсе илнĕ.

Пурнăç кустăрми шав малалла çаврăнать. Пурна-киле садик хупăнать, 1992 çултанпа В.Иванова Улаксарти медпунктра ĕçлеме тытăнать. Улаксар, Аслăял, Ямпах ялĕсенчи кашни çемьепе паллашать, камăн мĕн ыратнине пилĕк пÿрне пекех пĕлсе тăрать, кирлĕ пулăшу парать. Ырă кăмăлĕшĕн, чирлĕ çынпа тимлĕ пулнăшăн хисеплеççĕ ăна ялта.

Ĕçчен те хĕрÿ чĕреллĕ сиплевçĕн 34 çулхи пархатарлă ĕçне грамотăсемпе тата тав хучĕсемпе пĕрре кăна мар палăртнă. Валентина Ивановнăн ĕç вырăнĕнче яланах тирпей-илем хуçаланать. Тĕрлĕ тĕслĕ плакатсем "пирĕнпе паллашăр" тенĕн хăйсем патне туртаççĕ. Çÿлĕксем çинче рефератсем, журналсем... Кашни япала хăй вырăнĕнче.

"Сормовский" совхозра тракторист-механизатор пулса ĕçлекен яштака пÿллĕ каччă Александр Алексеевич Валентина кăмăлне хăй майлă çавăрма пултарнă. 1980 çулта çемье чăмăртарĕç вĕсем, хăтлă кил-çурт çавăрчĕç. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.

Юратупа чăмăртаннă çемьере икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнчĕç. Икĕ хĕрĕ тăван килтен çунат сарса вĕçсе тухса кайрĕç, вĕсем хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Аслă хĕрĕ, Елена, амăшĕ суйласа илнĕ çулĕпех утрĕ, вăл 2001 çулта медицина училищинчен вĕренсе тухрĕ. Вĕсем мăшăрĕпе икĕ хĕр (Владăпа Саша) çитĕнтереççĕ.

Кĕçĕн хĕрĕ, Людмила, 2009 çулта Шупашкарти педагогика университетĕнчен вĕренсе тухса аслă пĕлÿ илчĕ, шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшать. Хальхи вăхăтра вăл Костя ятлă пĕчĕк ывăлĕпе ларать.

Вăталăххи, Алеша, ăста строитель, хальлĕхе авланман-ха.

Çак кунсенче Валентина Ивановнăн юбилей çывхарать. Эпир пурте: тус-юлташĕ, ĕçтешĕсем, çывăх тăванĕсем хисеплĕ сиплевçе юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Утас çулу такăр, ĕмĕрÿ вăрăм пултăр, ĕмĕтÿсем çитсе пыччăр. Тулăх пурнăç, çирĕп сывлăх, пысăк телей сунатпăр.

Р.ГРИГОРЬЕВА,

Улаксар клубĕн администраторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика