16 ноября 2012 г.
Ытлари кун ДОСААФăн Канашри автошкулĕнче призывниксен кунне ирттерчĕç. Акт залĕ Канаш хулинчен, Канаш тата Тăвай районĕсенчен килнĕ яшсемпе тулчĕ. Вĕсен хушшинче салтак ятне илтме ĕмĕтленекен хĕрсем те пур.
Савăнăçлă мероприятие республикăри çар комиссариачĕн Канашри уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов уçрĕ.
– Çывăхра çар чаçĕ çук. Паллах, салтаксем мĕнле пурăнни, вĕсен служби епле иртни салтак çулне çитмен çамрăкшăн питĕ интереслĕ, казарма мĕн иккенне ху куçупа курни кăна мĕне тăрать. Автошкулта çар валли водительсем хатĕрлеççĕ. Апла пулсан ăна çарăн пĕчĕк пайĕ теме те пулать. Çакна тĕпе хурса Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен ретне тăракансен çулне çитсе пыракан çамрăксен кунне кунта ирттерес терĕмĕр. Уяв ячĕпе сире, çамрăк тусăмсем! – терĕ Юрий Витальевич.
Çавăн пекех вăл кирек мĕнле арçыннăн та асĕнчен тухман салтак пурнăçне, çар училищинче вĕреннĕ вăхăтри интереслĕ самантсене аса илчĕ, офицер пакунĕсем çаксан хăйне мĕнле мăнаçлă туйни çинчен каласа пани залра ларакан каччăсен чунне хăпартлантарчĕ, куçĕсенче ырă та ачаш ăмсану шевли ялкăштарчĕ.
Малалла сăмах автошкул пуçлăхĕ В.Анисимов илчĕ. Валерий Витальевич та пурнăçĕн çар тумлĕ тапхăрне аса илчĕ. Вăл çар службине сывлăш çар десанчĕн чаçĕнче ирттернĕ, командирăн техника енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă.
– Чăвашран килнĕ çамрăксем салтак тивĕçне чыслăн пурнăçлатчĕç, вĕсене итленишĕн, шанса панă машинăна юсавлă та тирпейлĕ тытнишĕн хисеплетчĕç. Вĕсем яланах лайăххисен шутĕнче тăнă. Эсир вĕсен ырă тĕслĕхне, ĕçне малалла тăсасса шансах тăратпăр, тăван ен, атте-анне ятне чысра тытасса ĕненетпĕр, – терĕ вăл.
Автошкулта республикăри 7 район тата Канаш хулин çамрăкĕсем вĕренеççĕ. Çул çитсен вĕсем çар водителĕсен йышне кĕрĕç.
Раççей Федерацийĕн следстви комитечĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн Канаш хулипе, Канаш, Тăвай тата Йĕпреç районĕсемпе ĕçлекен следстви уйрăмĕн ертÿçи А.Журин çар тивĕçĕнчен пăрăнакансене мĕнле явап тыттарнине ăнлантарса пачĕ. Çурхи призыв вăхăтĕнче 7 уголовлă ĕç пуçарнă. Преступленин шуçлак çулĕ çине тăракансенчен ытларахăшĕ çар комиссариачĕн çар службине чĕнсе янă хут çинчен пĕлмĕш пулма пăхаççĕ, медицина анализĕ пама е тĕрĕслевĕ витĕр тухма пымаççĕ, республикăри çар комиссариачĕн пуçтарăну пунктĕнчен хăйсем тĕллĕн тухса каяççĕ. Салтака каяссинчен тарса çÿрекенсене 200 пин тенкĕ таран штраф параççĕ е икĕ çул таран ирĕклĕхсĕр хăвараççĕ.
– Çар тивĕçне чыслăн, саккуна çирĕп пăхăнса пурнăçласса шанатăп. Ăнăçу пултăр сире! – вĕçлерĕ сăмахне Алексей Анатольевич.
Çар комиссариачĕн Канашри уйрăмĕн призывниксемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ А.Чашкин пулас салтаксем патне килнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ. Вĕсем – Афганистанра интернационалист тивĕçне пурнăçланă М.Бахмудов (вăл Курган хулинче пурăнать) тата Афганистан вăрçин ветеранĕсен союзĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн правленийĕн председателĕ Г.Николаев. Муталим Муталимовичпа Герман Петрович сăрт-туллă çĕршывра ирттернĕ йывăр та хăрушă вăхăта аса илчĕç, çамрăксене вăй-хала спортпа пиçĕхтерме, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме яланах хатĕр пулма ыйтрĕç. Итлесе ларакансем вĕсен халалне йышăнса, килĕшнине пĕлтерсе хыттăн алă çупрĕç.
Сцена çине Канашри финанспа экономика колледжĕн студенчĕсем Н.Шороховăпа Е.Горовая тухрĕç. Надьăпа Лена уяв концерчĕн программине уçрĕç. О.Николаевăпа Л.Алексеев, Н.Шорохова халăхра анлă сарăлнă, Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене халалланă юрăсене шăрантарчĕç, хĕрсен ушкăнĕ кăмăла çĕклекен ташă ташларĕ.
Çара кайма хатĕрленекенсем валли экскурси йĕркелерĕç. С.Князь преподаватель тата производство вĕрентĕвĕн мастерĕ В.Николаев вĕренÿ кабинечĕсемпе паллаштарчĕç. Автошкул историйĕн музейĕнче пурне те интереслĕ пулчĕ. Кашни экспонат кăсăклантарчĕ çамрăксене. Çар валли специалистсем хатĕрлессинче тунă çитĕнÿсемшĕн панă ялавсемпе вымпелсем умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕнес текенсем те пулчĕç.
Призывниксен кунĕ автошкул курсанчĕсем çар машинисене çÿретес ăсталăха кăтартнипе тата çар практикин спорт ăмăртăвĕсемпе вĕçленчĕ. Салтак ачисем автомата салатса пуçтарчĕç, вĕренÿ гранати ывăтрĕç, турник çинче вăйĕсене кăтартрĕç, вĕрен туртрĕç, чăрмавсен тăрăхĕ витĕр тухрĕç. Мала тухнă командăсене наградăсем пачĕç.
В.АЧЧА.