АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă

16 ноября 2012 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов "Пинер", "Родник", "ВолАнд" тулли мар яваплă пĕрлĕхсене, "Родина" ял хуçалăх производство кооперативне ерртсе пыракан Ю.Сергеевпа, С.Трофимовпа, В.Осиповпа тата В.Сидоровпа тĕл пулнă, çак хуçалăхсем кăçалхи 9 уйăхра мĕнле ĕçленин кăтартăвĕсене сÿтсе явнă.

Тĕл пулура район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров, тĕп эксперт специалисчĕ С.Васильев, районти вăрлăх инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Денисов, Патшалăх техсăнав инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Петров, Патшалăх ветеринари сăнавĕн Канаш районĕпе ĕçлекен аслă инспекторĕ Г.Степанов, ветеринари станцийĕн тĕп врачĕн çумĕ Н.Андреева, В.Степанов агрохимик сăмах каланă, çÿлерех асăннă хуçалăхсенчи çитменлĕхсене кăтартса панă.

Çак хуçалăхсенче вăрлăха элит вăрлăхпа улăштармалла. Вĕсенче 2013 çулта тырă акмалли çĕр лаптăкĕсен структурине хатĕрлемен. "Пинер" пĕрлĕх ертÿçине Ю.Сергеева бухгалтери дисциплинине ÿстерме хушса хăварнă. Тунă ĕçсен пĕтĕмлетĕвне халĕ те республикăн Ял хуçалăх министерствине тăратман. Чĕннĕ хуçалăхсен ертÿçисене çитменлĕхсене пĕтерме мерăсем йышăнма хушнă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика