16 ноября 2012 г.
Районти ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе канашлу семинар ирттернĕ. Тăрăхсен официаллă сайчĕсене хыпарсем вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусем пирки райадминистрацин йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ А.Тямина тата информатизаци секторĕн заведующийĕ Р.Губаев тухса калаçнă, залран панă ыйтусене хуравланă, хыпарсене лартнă чухне орфографи правилисене пăхăнма, текстсене тимлĕ вулама ыйтнă.
Ĕç кĕнекисене тĕрĕс çырса пырассипе çыхăннă ыйтусем çинче пай пуçлăхĕ Т.Владимирова тĕплĕн чарăнса тăнă. Культура учрежденийĕсен çĕнĕ бюджетне йĕркелемелли мероприятисем çинчен социаллă аталану, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕсен сектор заведующийĕсем Л.Арсентьевăпа В.Чернов ăнлантарса панă. Юридици службин секторĕн заведующийĕ М.Васильева право йĕркисене пăсассинчен асăрхаттармалли ĕçсен хучĕсене мĕнле туса пырасси çинчен сăмах илнĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.