АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕннĕ çынна улăштараймастăн

14 ноября 2012 г.

Хĕр тусăмсенчен пуринчен те маларах Инна качча тухрĕ. Вăл шкулта та, институтра та "5" паллăсемпе кăна вĕренетчĕ. Чиперкке, çав вăхăтрах спортсменка та. Мăшăрĕ Олег унран вунă çул аслăччĕ. Услап, лÿппер арçын.

Олег пĕр организацире хуралçăра ĕçлетчĕ. Шалăвĕ те пысăк мар. Арăмне килти ĕçсене тума та пулăшмастчĕ. Унпа пĕр чĕлхе тупма та йывăрччĕ. Сăмахран, хăнасем килес умĕн арăмне пулăшас вырăнне килĕнчен тухса каятчĕ. Пухăннисем тутлă апата çисе янă тĕлелле кăна таврăнатчĕ. Унтан: "Кил хуçине кĕтсе илмесĕрех мĕншĕн йăлт çисе янă", – тесе мăкăртатма пикенетчĕ.

Пĕр курсра вĕренекенсем Иннăна: "Мĕншĕн уйрăлмастăн, сана йăлăхтармасть-им вăл; Эсĕ хитре хĕр, лайăхраххине тупăн", – тетчĕç. Çамрăк хĕрарăм вĕсен сăмахне чĕре патне илместчĕ, шÿтлекелесе ирттерсе яратчĕ. Каярах: "Эпĕ пĕр кĕнекере вуланă тăрăх, упăшкана кирлĕ пек хăвăн воспитани памалла. Çитменлĕх кашнинех пур, вĕсене асăрханманçи кăна пулмалла", – теме пуçларĕ.

Институт пĕтернĕ хыççăн эпĕ Иннăна 3-4 çул курманччĕ. Обойсем йăтнăскерпе лавккара курнăçрăм. Вăл çийĕнчех çĕнĕ хваттерне курма илсе кайрĕ, юсав ĕçĕсем пуçлани пирки каларĕ. Олегпа вĕсем аванах пурăнаççĕ-мĕн, хваттере тирпейлесе çитерсен ача çуратасси пирки шухăшлĕç. Хăй вăл шкулта мар, пĕр фирмăра вăй хурать. Олег вара – малтанхи ĕçĕнчех. Пушă вăхăтра пулла, сунара çÿрет. Упăшкана воспитани парас ĕçре те çитĕнÿ тунă имĕш Инна. Олег паян, канмалли кун, кăритурта обой çыпăçтарать... Анчах эпир пырса кĕнĕ чухне вĕсен хваттерĕнче йĕркесĕрлĕхпе тирпейсĕрлĕх хуçаланатчĕ. Кухньăра – пĕр купа таса мар савăт-сапа. Кăритурта нимĕнле обой та çыпăçтарманччĕ. Олег вара ним пулман пекех диван çинче выртатчĕ.

– Эпĕ питĕ ывăнтăм! Пĕлетĕр-и, 76 шăна вĕлертĕм! – терĕ вăл пире асăрхасан.

Инна йăл кулчĕ те: "Çапла çав, кăçал шăна питĕ нумай. Чÿрече айĕнче пирĕн пасар пур, çавăнтан вĕçсе кĕреççĕ", – терĕ те Инна ним пулман пекех савăт-сапа çума пикенчĕ.

Тепĕр икĕ çултан тусăм Çĕнĕ çула пĕрле кĕтсе илме чĕнчĕ. Эпĕ вăл начарланнине, ватăлнине асăрхарăм. Укçа-тенкĕ енчен те лару-тăру çăмăл мар. Машина илме тесе пухнă укçана мăшăрĕ çухатнă. Хваттершĕн илнĕ кредита тÿлесе татма Иннăн тепĕр ĕçе вырнаçма тивнĕ. Шăп тертлĕ çав вăхăтра çамрăк хĕрарăмăн çие юлнă. Анчах вăл хырăм пăрахнă.

Çĕнĕ çул каçĕнче Олег ÿсĕрĕличченех ĕçрĕ те сĕтеле çапса: "Ку килте эпĕ хуçа, йăлтах эпĕ татса паратăп", – тесе кăшкăрашма пикенчĕ.

Кун хыççăн 5 çул иртрĕ. Пĕрре, хулара уçăлса çÿренĕ вăхăтра, ман ума çĕнĕ "Жигули" чарăнчĕ. Иннăна тÿрех палласа та илеймерĕм. Хитреленнĕ. Лайăхрах тинкертĕм та йывăр çын пулнине ăнланса илтĕм. "Эпир ывăл кĕтетпĕр. Хĕрĕм Настенька икĕ çулта ĕнтĕ. Эпĕ кандидат диссертацине те хÿтĕлерĕм", – хĕпĕртесе пĕлтерчĕ тусăм.

Инна Олег кахал, ĕçкĕç, тÿрккес арçын пулнине вăхăтра ăнланса илнĕ. Унран çийĕнчех уйрăлнă. Телей нумай кĕттермен. Игорьпа паллашнă вăл. Çур çултан çырăннă вĕсем. "Хĕрарăма юратакан, шеллекен, хĕрхенекен, пулăшакан арçынсем те пур. Ĕçменнисем, ĕçлекеннисем, сăпайлисем... Анчах эпир вĕсене асăрхамастпăр. Кахалсемпе ĕçкĕçсене воспитани парас тесе усăсăр тертленетпĕр. Çитĕннĕ çынна ниепле те улăштараймастăн. Амăшĕн сĕчĕпе ăс кĕменнине качаканнипе кĕртеймĕн", – пĕтĕмлетрĕ телейлĕ хĕр тусăм.

Е.ЯКОВЛЕВА.

Канаш хули.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика