АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиккасси больници 110 çулта

14 ноября 2012 г.

19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче – 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Чăваш Ен экономики тата культури юлса пынăран, йывăр пурнăç условийĕсене тата халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси питĕ япăххине пула вилекенсен йышĕ питех те пысăк пулнă. Чăваш çĕрĕнче мĕнпурĕ те вун тăхăр пĕчĕк больница кăна чирлисене йышăннă. Вĕсенче 22 тухтăр, 53 фельдшер тата 21 акушерка ĕçленĕ.

1873 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче Çĕрпÿ уесĕнчи Шăхасан ялĕнче 20 вырăнлăх, 1902 çулхи август уйăхĕнче Сиккассинче 16 вырăнлăх больницăсем уçнă. Архиври даннăйсем тăрăх, Çĕрпÿ уесĕнчи Шăхасанта 1900 çулта Н.К.Адрианов врач (1868-1931) ĕçленĕ. Вăл пуçарнипе земство больницинче поликлиника тата куçа сиплемелли 10 вырăнлă пункт уçнă.

1902 çулта Сиккассинче В.Г.Масловский врач ĕçлеме пуçланă, каярах ăна Н.Н.Гольман, тепĕр икĕ çултан В.П.Топорков тухтăрсем улăштарнă. Ун хыççăн И.Р.Нейман, В.Н.Травкин врачсем пулнă. 1913 çулта вĕсен вырăнне К.Г.Васильева хĕрарăм врач килнĕ. Пĕрремĕш фельдшер

В.И. Орлов пулнă.

Вăл вăхăтра тухтăрсем чечче (шатра), халер, чахотка, трахом чирĕсемпе çине тăрса кĕрешнĕ. Сăмахран, Н.К.Адрианов, Шлюмович, Гольмстен (ячĕ-шывĕ паллă мар), К.А.Сухова земство тухтăрĕсем тата ыттисем те ку тĕлĕшпе нумай тимленĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче ял халăхне трахом чирĕнчен мĕнле сипленине эпĕ те астăватăп. И.К.Кириллов куç тухтăрĕ, А.С.Воробьева медицина ĕçченĕ тата

А.Н.Старостина врач халăхпа питĕ тачă çыхăнса ĕçленĕ. Ун чухне пĕр врач, икĕ фельдшер, сакăр медсестра тата пĕр акушерка пулнă. Больницăра 30 çын выртса сипленме пултарнă.

Вăрçăчченех больницăра И.В.Воробьевпа унăн арăмĕ Т.С.Воробьева ĕçленĕ. Иван Васильевич вăрçăра çар хирургĕ, Татьяна Сергеевна вара Сиккассинчи больницăн тĕп врачĕ пулнă. Вĕсем 15 ялти халăхăн сывлăхне пăхса тăнă. Вăрçă хыççăн Воробьевсен çемйи Канаша куçса кайнă, иккĕшĕ те Канаш хулин больницинче чирлисене сыватнă. Вĕсен ачисем те медицина ĕçченĕсем, Мускавра пурăннă.

1954 çулта Сиккасси больницинче 15 койка вырăнлăх инфекци уйрăмĕ уçнă. Инфекци чирĕсемпе чирлисене уйрăм врач сипленĕ.

Ялта сывлăх сыхлавне аталантарас тĕллевпе

Г.Е.Елисеев тухтăр питĕ нумай вăй хунă. 1956 çулта больницăна рентгенпа пĕрле электростанци илсе килнĕ. Яла тинех электричество çитнĕ. Ку вăхăтсене те лайăх астăватăп.

1956-1958 çулсенче пирĕн больницăн тĕп врачĕ пулса А.Н.Волков ĕçлерĕ. З.Н.Волковăн тÿпи те пысăк. Вăл амбулатори çуртне тĕпрен юсаттарчĕ, сиплев çурчĕсене хутса ăшăтмалли система тутарттарчĕ тата ытти те. Зинон Никандровича сывлăх сыхлавĕнче

тÿрĕ кăмăлпа нумай

çул ĕçленĕшĕн "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ врач" ят панă, "Хисеп Палли" орденпа наградăланă. Вăл – медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Сиккасси ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ.

В.М.Никитин та ырă сăмаха кăна тивĕç. Вăл çине тăнипе тата ертсе пынипе больницăн çĕнĕ корпусĕ ÿссе ларчĕ. Пĕррехинче тĕп врач ялти культура çуртне пычĕ те çĕнĕ больницăн проектне тума пулăшма ыйтрĕ. Ку ыйтăва уçăмлатас тĕлĕшпе малтан культура çуртне тунă опыта тишкертĕмĕр. Кĕске вăхăтрах проектпа смета докуменчĕсем хатĕрлеме укçа-тенкĕ те тупрăмăр. Çакăнпа хавхаланнă врач документсене пĕр кун хушши тишкерчĕ. Ĕç вырăнтан тапранчĕ.

1990 çулта больницăн çĕнĕ çуртне туса пĕтерчĕç. Вăл капмар та çутă, хăтлă, пÿлĕмĕсем пысăк. Виталий Михайлович – Сиккасси ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ.

2005 çулта Сиккассинчи участок больницин бази çинче пĕтĕмĕшле практика пулăшăвĕ паракан врач офисне уçрĕç. Тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн больница çĕнелсе илемленчĕ. Паян ялти тĕп врач – М.П.Горшкова. Маргарита Петровна мĕн çамрăкран кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Пархатарлă ĕçне малалла тăсать. Ял-йыш, таврари ялсенчен сипленме çÿрекенсем хисеплеççĕ ăна. Тăрăшуллă ĕçчене пĕр хут кăна мар ял тата район депутатне суйланă. Маргарита Петровна – Сиккасси ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ. Сиккассинчи васкавлă пулăшу ĕçченĕсем те, А.В.Павловăпа Л.Н.Соловьева, халăхăн сывлăхне упраса хăварассишĕн пысăк ĕç тăваççĕ.

Туслă коллектив чăмăртаннă Сиккассинчи пĕ-тĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче. Ăста специалистсем чирлисене сыватассишĕн, сыввисене чир-чĕртен сыхлассишĕн чунĕсене парса ĕçлеççĕ. Г.Н.Максимовăпа (1978 çултанпа) Т.М.Кузнецова медсестрасем, Е.И.Соколова процедура медсестри (1977 çултанпа), В.А.Цапина физиокабинет медсестри (1984 çултанпа), Л.Н.Шпакова шăл тухтăрĕ, Г.А.Григорьева акушерка, Т.Н.Изенгеева медсестра-лаборант, Н.Н.Петрова пĕтĕмĕшле практика медсестри, В.Н.Кулакова шăл кабинечĕн медсестри нумайранпа ĕçлесе пуян опыт пухнă. Пациентсем вĕсемпе яланах кăмăллă.

Пурăнать-ха ялти сиплев учрежденийĕ, кăçал вăл уçăлнăранпа 110 çул çитрĕ. Йывăр пулсан та малашлăха ырă шанăçпа пăхать.

Н.БАБАНОВ,

РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика