14 ноября 2012 г.
Иртнĕ кĕçнерни кун пирĕн района "Чăваш Ен" патшалăх телерадиокомпанин тата Наци телевиденийĕн журналисчĕсен ушкăнĕ Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин ĕçченĕсемпе пĕрле килчĕç. Вĕсем Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕнчи Березовка ялĕнчи пирвайхи медицина пулăшăвĕ парас енĕпе кил-çурт хуçалăхĕн уполномоченнăйĕ мĕнле ĕçлени çинчен сюжет ÿкерчĕç.
Çак ялăн Вăрман урамĕнче Н.Федорова пурăнать. Халĕ вăл ачапа ларать. Унăн ик ывăл: 4 çулти Ярослав тата икке кайнă Андрей. Надежда – профессипе электрошутлав машинин операторĕ. Упăшки чукун çул çинче ĕçлет. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Надежда Вячеславовна районти медĕçченсем ыйтнипе ентешĕсене пулăшма кăмăл тунă. Медицина пулăшăвĕ парас енĕпе унăн опыт пур. Суранĕ йывăр е чирĕ пит шала кайнă пулсан васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадине чĕнсе илет.
Министерствăн ял çыннисене медицина парас енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Н.Григорьева каланă тăрăх, республикăра çакăн евĕрлĕ кил-çурт хуçалăхĕсем 107. Вĕсене 100 çынтан кая мар пурăнакан ялсенче йĕркелеççĕ. Тĕллевĕ – ял çыннин сывлăхне сыхласси тата пурнăçне çăлса хăварасси. Çакна пурнăçлама вĕсене мобильлĕ çыхăнупа, медицина хатĕрĕсемпе, эмелсемпе тивĕçтереççĕ. Журналистсене районăн тĕп врачĕ Р.Федорова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов, Ăвăспÿрт Кипеч фельдшерĕ О.Филиппова интервью пачĕç.
А.ТЯМИНА.