АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюро йĕркеленнĕренпе 10 çул çитрĕ

14 ноября 2012 г.

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче "Канаш районĕн техника инвентаризацийĕн бюровĕ" муниципаллă предприяти хăйĕн 10 çулне паллă тăвать. Ăна йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ – Виталий Валерьевич Иванов. Çак тапхăрта бюро 15144 кил-çурта, пурăнман çуртсемпе хуралтăсене инвентаризациленĕ. Районти сывлăх сыхлавĕн, культура, коммуналлă хуçалăх системисене кĕрекен учрежденисене инвентаризацилесси пĕтĕмпех вĕçленнĕ.

Техника инвентаризацийĕн бюровĕн (БТИ) ĕçĕ – район территорийĕнче вырнаçнă куçман пурлăх ăçта вырнаçни, вăл техника тĕлĕшĕнчен мĕнле пулни çинчен информаци пухмалли, ĕçлесе хатĕрлемелли, упрамалли кăткăс система. Пирĕн патра упранакан хăш-пĕр информаци, пĕр ÿстермесĕр каласан, истори тĕлĕшĕнчен тĕлĕнмелле паха, хаклă пуянлăх шутланать. Чертежсемпе плансенче – пирĕн ялсен историйĕ.

Районти БТИ хăйĕн пулăшăвĕсемпе Канаш енри 108 яла тивĕçтерет. Объектсене техника тĕлĕшĕнчен хак пама заказ паракансем – пирĕн районăн çыннисем.

Пирĕн тĕп ĕç – кил-çурта унăн калăпăш-лаптăкăшне, ăна мĕнле материалтан тунине кура инвентаризацилесси, объектсене шута илесси, куçман пурлăха хак парасси, çынсене сĕнÿ-канашпа пулăшасси, çĕр участокĕсене кадастр учетне тăратма вĕсен чиккисене палăртасси, çĕр лаптăкĕсем çинче капиталлă строительство объекчĕсем пуррипе-çуккине тишкересси.

Ăста специалистсенчен чăмăртаннă коллектив тата хальхи вăхăтри оборудовани тĕрлĕ йышши йывăр категориллĕ çуртсемпе сооруженисен инвентаризаци заказĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама май параççĕ. Хальхи вăхăтра эпир çуртсемпе хуралтăсене инвентаризациленĕ чухне "GPS", "ГЛОНАСС" спутник навигацийĕн системипе усă куратпăр. Вĕсем геодезипе картографи тĕлĕшĕнчен тĕрĕс палăртма май параççĕ. Уйрăмах çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртнă чухне лайăх.

"Куçман пурлăха патшалăх кадастрне илесси" саккунпа килĕшÿллĕн 2011 çултанпа çĕр участокĕсемпе çыхăннă кадастр ĕç-хĕлне квалификаци экзаменĕ тытса ятарлă аттестат илнĕ кадастр инженерĕсем кăна пурнăçлама пултараççĕ. 2013 çултан вара çак специалистсем кил-çуртсен техника инвентаризацине тума пуçлаççĕ, çапла майпа геодезистпа БТИ техникĕн ĕçĕсене те хăйсемех пурнăçлаççĕ. "Канаш районĕн техника инвентаризацийĕн бюровĕ" муниципаллă предприяти ку ĕçе тума хатĕррисенчен пĕр-ремĕш пулнă. Хальхи вăхăтра пирĕн коллективра 4 специалист квалификациллĕ кадастр инженерĕн ăсталăхне алла илнĕ.

Районти БТИ йĕркеленнĕренпе 10 çул çитнĕ ятпа унăн ертÿçине Виталий Иванова, бюро ĕçченĕсене чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

Районти БТИ ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика