АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Операцие пĕтĕмлетнĕ

09 ноября 2012 г.

Ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен районта "Условник" операцин тăваттăмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Мероприятин планĕпе килĕшÿллĕн районти полици ĕçченĕсем уголовлă пурнăçлав инспекцийĕн сотрудникĕсемпе пĕрле районăн шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан çул çитмен çамрăксене вĕсем пурăнакан тата вĕренекен вырăнсене тухса тĕрĕслерĕç. Условно майпа айăпланнисем пирĕн районта икĕ çамрăк. Вĕсем çын пурлăхне вăрласа тата çаратса айăпа кĕнĕ.

Ачасем малашне саккуна хирĕçле ĕçсем тăвассинчен асăрхаттарса çамрăксемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе калаçусем ирттернĕ, суд йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ кун йĕркине мĕнле пăхăнса пурăннине тишкернĕ. Операци вăхăтĕнче условно майпа айăпланисем йĕркелĕхе тепĕр хут пăснă тĕслĕхсем пулман.

Л.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика