АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çине тăрсан ĕç пулать

09 ноября 2012 г.

(РАЙОН АДМИНИСТРАЦИЙĔ ЯЛ ХУÇАЛĂХ ĔÇЧЕНĔСЕН УЯВĔНЧЕ ТУНĂ ДОКЛАДРАН)

Ял хуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетнĕ чухне çакна палăртса хăварни вырăнлă: ĕççи питĕ йывăррăн иртрĕ, çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарса кĕртес тесе сахал мар вăй хума тиврĕ, палăртнине пурнăçласси ĕçе мĕнле йĕркеленинчен тата ертÿçĕсемпе специалистсен пултарулăхĕнчен нумай килчĕ.

Иртнĕ çул кĕрхи тырă 5236 гектар акса хăварнă, юр час ирĕлсе пĕтменнипе кĕрхи калчасем сарăхса 2587 гектар кăна (49 процент) сыхланса юлнă. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 11574, çĕр улми 2948, пахча çимĕç 221 гектар йышăннă. Выльăх апачлĕх культурăсене 7182 гектар çинче ÿстернĕ.

Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тĕш тырă пĕтĕмпе 20,5 пин, çĕр улми 9,7 пин, пахча çимĕç 239 тонна туса илнĕ. Юлашки çулсенче хуçалăхсене ертсе пыракансем пахалăхлă вăрлăх акса хăварасси çине пысăк тимлĕх уйăрма тытăннине палăртма кăмăллă. Килес çулхи тухăç валли 1-4 репродукцие лартнă вăрлăх хывнă. Ку енĕпе уйрăмах "Канаш", "АСК–Канаш", "Агрофирма "Канмаш", "Агрофирма "Ямашевская" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ, Э.Шамуков хресчен (фермер) хуçалăхĕ лайăх ĕçлеççĕ: вăхăтра тасатса тирпейлеççĕ, кĕрхи тата çурхи акасене элитлă тата репродукциллĕ вăрлăхпа ирттереççĕ.

Гектарăн тухăçĕ И.Лукиянов хресчен (фермер) хуçалăхĕн 24,4, "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн (ертÿçи М.Гулиев) тата Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн (ертÿçи Н.Андреев) 24,3, В.Никонов фермăрăн 24,2, "АСК" Канаш" пĕрлĕхĕн (ертÿçи Е.Терентьев) 21 центнер. Е.Терентьев фермер çĕр улми гектартан 300 центнер туса илнĕ.

Районти ял хуçалăх организацийĕсене тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсене уй-хир ĕçĕсене тума кĕске сроклă кредитпа 28,5 миллион тенкĕ уйăрса панă.

Çанталăкĕ кăçал питех савăнтармарĕ. Кĕрхи культурăсем хĕл ыйхинчен хавшаса вăранчĕç. Гектартан 10 центнер кăна тухрĕç. Юлашки çулсенче ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пĕтĕмлетÿ патне илсе çитересси машинăпа трактор паркĕсенче еплерех лару-тăру пулнинчен килнине кăтартса пачĕ. Техника кирлĕ чухлĕ пулманни агротехника комплексне вăхăтра пурнăçлама кансĕрлени куç кĕрет. 2012 çулта 37 миллион та 507 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туяннă: 13 трактор, 5 комбайн, выльăх апачлĕх культурăсене пухса кĕртмелли 1 комбайн, çакмалли тата кăкармалли хатĕрсем. Инвестици кредичĕпе тата хăйсен укçи-тенкипе техника паркĕсене Э.Шамуков хресчен (фермер) хуçалăхĕ 14,3 миллион тенкĕлĕх, "Агрофирма "Ямашевская" тулли мар яваплă пĕрлĕх 6,2 миллионлăх пуянлатнă. Çавăн пекех "Агрофирма "Канмаш", "Цивиль", "Хучель", "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, "Путь Ленина" ял хуçалăх кооперативĕ хăватлă агрегатсем туяннă. Районта техника туянассин калăпăшĕ 1,8 хут ÿснĕ пулин те, техника çителĕксĕрри çав-çавах сисĕнсе тăрать.

Тăпра пулăхлăхне пуянлатас, минераллă удобренисемпе усă курассин эффективлăхне пысăклатас тата ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерес тĕллевпе тăпрана агрохими енчен тĕпчес, йÿçек çĕрсене извеçлес, хирсене кали удобренийĕ тăкас тĕлĕшпе нумай ĕç тунă. Пĕтĕмпе 558 гектар йÿçек тăпраллă уйсене известь сапнă, çак енĕпе 2,3 миллион тенкĕ тăкакланă. Тăпрана 2587 тонна известь хывса хăварнă. Тăпра структурине лайăхлатас енĕпе "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх, Киров ячĕллĕ, "Родина" ял хуçалăх кооперативĕсем курăмлă ĕçленине палăртса хăвармалла. Районти хуçалăхсем 15963 гектар çинче агрохимтĕпчевĕсем 883 пин тенкĕлĕх тунă.

Халăхра ял ылтăн алăсенчен тата вĕри чĕресенчен тытăнса тăрать, теççĕ. Производствăра лайăх кăтартусем тунă ĕçченсене палăртса хăварни питех те вырăнлă. "Хучель" тата "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен комбайнерĕсем Н.Григорьевпа О.Кузьмин 1400-шер тонна тĕш тырă çапса илнĕ. "Цивиль" пĕрлĕх механизаторĕ А.Порфирьев 1300 тонна сенажлăх курăк вырса илнĕ. В.Иванов ("Победит" пĕрлĕх), Г.Иванов ("Цивиль") тата О.Артизанов (Киров ячĕллĕ ЯХПК) трактористсем 2000 эталон гектар, Киров ячĕллĕ кооператив водителĕ В.Иванов 179 пин тонна километр чухлĕ ĕç тунă.

В.Никонов,И.Лукиянов, Э.Шамуков ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕсем начар мар кăтартусем тăваççĕ. Çулсерен вĕсем пысăк лаптăксенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтереççĕ. Тухăçĕ те аван, тупăшĕ те пур.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ырă тĕслĕх сахал мар. Хăш-пĕр хастарсене ятранах асăнар-ха. Л.Евграфова, Н.Алексеева, И.Козлова Киров ячĕллĕ кооперативра, А.Ильина, Л.Иванова, Л.Васильева "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхре сĕт сăваççĕ. Вĕсене шанса панă ĕнесенчен кашниех 9 уйăхра 5 пин ытла килограмм сĕт антарнă. В.Федоров Киров ячĕллĕ, Д.Иванова "Канаш" хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсене пă-хаççĕ. Самăртма хупнă выльăхсем талăкра вăтамран 750-шар грамм ÿт хушса пынă. Чăх-чĕп фабрикин ĕçченĕсем З.Гордеевăпа А.Капустин тăхăр уйăхра кашни чăхран 270 çăмарта илнĕ.

Чăвашстат даннăйĕсем тăрăх районти пĕтĕм категорийĕсен хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсем 15480 пуç, е урăхла каласан, иртнĕ çулхи шайпа танлаштарсан 102,5 процент шутланать. Çав шутра ĕнесен хисепĕ – 7617 пуç.

Хуçалăхсен пĕтĕм категорийĕсенче 2982 тонна аш-какай хатĕрленĕ, çакă – иртнĕ çулхи çак тапхăртин 87,6 проценчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен кăтартăвĕ – 352 тонна, ку – пĕлтĕрхин 68,1 проценчĕ. Ĕне продукчĕ 22450 тонна ăсатнă. Кашни 100 гектар çĕр пуçне сĕт суса илессипе Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ малта – 942 центнер. "Канаш" пĕрлĕхĕн – 442, "Восход" хуçалăхăн 414 центнер. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕнесен продуктивлăхĕ ÿссе пырать. Кăçалхи 9 уйăхра районта кашни ĕнерен 3498 килограмм сĕт суса илнĕ, ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 24 процент нумайрах. Малтисен ретĕнче çак хуçалăхсем – "Канаш" (4132 килограмм), Киров ячĕллĕ ЯХПК (3814), "Цивиль" (3496). Мăйракаллă, ăратлă шултра выльăхсен ял хуçалăх предприятийĕсенче танлаштаруллă йывăрăшĕ 12 процент шутланать, çав шутра ĕнесен – 17 процент. 100 ĕне пуçне – 64 пăру.

Кашни çулах уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн районта техникăна хĕл каçарма мĕнле хатĕрленине тĕрĕслеççĕ. Ку енĕпе темиçе çул ĕнтĕ Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ (ертÿçи Н.Андреев, тĕп инженерĕ В.Милюков) пĕрремĕш вырăн йышăнать. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – "Цивиль" тата "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем.

Агропромышленность комплексне аталантармалли приоритетлă наци проектĕнче пĕчĕк формăллă хуçалăхсене аталанма хавхалантарса тăрасси тĕп вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Кăçал çăмăллатнă майпа 965 кредит 224,6 миллион тенкĕлĕх панă. 2006-2012 çулсенче хушма хуçалăха аталантаракан 5127 çын кредитпа усă курнă: 897 миллион тенкĕлĕх. Çакă районти кашни 3-мĕш çемье кредит уссине туйнине пĕлтерет.

Кăçал ял хуçалăхне 40 миллион тенкĕ капитал хывнă. Тĕпрен илсен вĕсемпе ял хуçалăх техники туяннă. Шел пулин те, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине капитал сахал хывнă. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ кăна Шăхасанти сĕт-çу фермине "Delaval" фирмăра туса кăларнă 2 миллион тенкĕ тăракан сĕт проводне вырнаçтарнă.

Лайăх ĕçлеме лайăх ĕç укçи хавхалантарать, ĕç кăтартăвĕсене пысăклатса пыма пулăшать. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче 626 çын тăрăшать, уйăхри вăтам ĕç укçи – 8841 тенкĕ. Ĕçшĕн тÿлесе 33,2 миллион тенкĕ пĕтернĕ. Чи пысăк ĕç укçи Киров ячĕллĕ кооперативра – 11 пин тенке яхăн. Чăх-чĕп фабрикинче тата "АСК "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхре ĕçлекенсем вăтамран 10 пин тенкĕ илеççĕ.

Виçĕ кварталта ял хуçалăхне аталантарма уйăрнă патшалăх пулăшăвĕ 52,9 миллион тенке ларнă. Ку суммăран 36,1 миллионне федераци бюджетĕнчен, 16,6 миллионне республика бюджетĕнчен куçарнă. Çак укçа-тенке кредитсен процент ставкисене çăмăллатма, элитлă вăрлăх, ăратлă выльăх, минераллă удобрени, химизаци хатĕрĕсем туянма, ял хуçалăх культурисен тухăçне страхлама, ялăн социаллă пурнăçне аталантарма, тăпра пулăхлăхне пуянлатма, пысăк продуктивлă выльăхсене тытса тăма, фермер ĕçне пуçăнакансене грант пама, сĕт туса илме тата реализацилеме янă.

Иккĕмĕш çул ĕнтĕ Раççей правительстви уй-хир ĕçĕсене ирттерме йÿнетнĕ хакпа дизель топливи уйăрать. Кăçал 1031 тонна илнĕ: палăртнин 97 проценчĕ. Пĕтĕмпе 8,5 миллион тенкĕ перекетленĕ. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ, "Агрофирма "Ямашевская", "Канаш", "Агрофирма "Канмаш", "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем топливо илме уйăрнă лимитпа пĕтĕмпех усă курнă.

Районта тăрăшуллă ĕç коллективĕсем хушăнсах пыни ял хуçалăх ĕçченĕсен умне тухса тăнă кăткăс задачăсене пурнăçлама май пулнине уççăн кăтартать. Паллах, кунта дисциплина, пуçарулăх, çине тăни, çитĕнÿ тума эффективлă майсем тупма пултарасси çав тери кирлĕ. Çапах та чи кирли вара – шаннă ĕçшĕн яваплă пуласси.

В.АЧЧА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика