АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç

09 ноября 2012 г.

Районти хĕрарăмсен канашĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Президиумра – Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ О.Зайцева, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, районти ветерансен канашĕн председателĕ М.Данилова, районти тата хулари хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсем В.Михайловăпа М.Данилова.

Форума килнисене районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль илемлĕ юрăсемпе, О.Аристархова хаваслă ташăпа саламларĕç.

В.Михайлова хĕрарăмсен канашĕн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Отчетлă тапхăрта 10 лару ирттернĕ, вуншар мероприяти, конкурс йĕркеленĕ. Доклад тăрăх район администрацийĕн пуçăхĕ В.Софронов, Кăшнаруй, Энтрияль, Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсем Е.Шакова, Е.Лазарева, Л.Орлова, ветерансен районти канашĕн председателĕ М.Данилова тухса калаçрĕç.

О.Зайцева тата В.Софронов хастар та маттур хĕрарăмсене "Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ" обществăлла организацин Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.

Конференци районти хĕрарăмсен канашĕн составне 28 çынна суйларĕ, канаш председателĕ пулма – ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕн директорне О.Микушинăна. Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта республикăри хĕрарăмсен 16-мĕш съезчĕ иртет. Пирĕн районтан унта 8 делегат пулĕ.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика