09 ноября 2012 г.
Совет Союзĕн Геройĕ А.П.Петров ячĕллĕ Ачча вăтам шкулĕнче шкул ачисен спартакиади шучĕпе пневматикăлла винтовкăран персе районта мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Ăна çак ялта çуралса ÿснĕ, Дагестанра служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне пуçне хунă, вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Р.Н.Желудкин подполковник ятне асра тытса ирттернĕ, Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче ун ячĕпе асăну хăми уçнă.
Паттăр ентеше асăнса çакăн пек ăмăрту иккĕмĕш хут иртнĕ. Унта районти шкулсен тата Вăрнар районĕн командисем хутшăннă. Спорт мероприятине уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, ветерансен "Боевое братство" организацийĕн республикăри уйрăмĕн членĕсем П.Просуков тата А.Шорников, Вăрнар районĕнчи воин-пограничниксен "Щит Родины" обществăлла организацийĕн председателĕн çумĕ Ю.Никифоров, Канашри 10-мĕш номерлĕ вăтам шкул директорĕ Н.Кокорев, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Аввакумов, шкул директорĕ Я.Трофимов хутшăннă, сăмах каланă, Александра тата Николай Желудкинсене çакăн пек паттăр ывăл ÿстернĕшĕн тав тунă. Пĕр минут шăп тăнă хыççăн çар тумне тăхăннă хĕрсем Асăну хăми умне чечексем хунă.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе наградăланă, парнесем парса хавхалантарнă.
А. ВИТАЛЬЕВ.