АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа канашласан ăнăçу пулатех

09 ноября 2012 г.

Район администрацийĕн пайсемпе службăсен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен уйăх пуçламăшĕнчи черетлĕ анлă канашлăвĕ иртрĕ. Ăна райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ.

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов çĕрпе çыхăннă ыйтусем тата унпа тĕрĕс усă курма хистекен ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Ун сăмахĕнче çак шухăш палăрчĕ: кашни çĕр лаптăкĕн хуçи пулмалла. Ăна е камăн та пулин пурлăхĕ туса хумалла, е унпа муниципалитет усă курĕ. Çĕр пушă ан вырттăр. Ку енĕпе чылай ĕç тунă, тумалли те нумай-ха. Валерий Петрович конкретлă мĕн тунипе паллаштарчĕ.

Çамрăк çемьесем валли районта 76 çĕр лаптăкĕ хатĕрленĕ. Хальлĕхе вĕсенчен 13-ĕшĕн кăна хуçисем тупăннă. Вĕсене çийĕнчех коллективлă пай пурлăхĕсен шутне кĕртнĕ. Пурăнмалли уйрăм çурт лартма çĕр участокĕ пилĕк çула уйăрса параççĕ. Çак вăхăтра ăна тума пуçăнмалла. В.Павлов çак енĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене активлăрах ĕçлеме ыйтрĕ.

Районăн централизациленĕ бухгалтерин ертÿçин çумĕ А.Петрова налук пухасси мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ. Ку енĕпе Ачча, Вăтапуç, Кăшнаруй, Уçырма, Хучел тата Шăхасан ял тăрăхĕсем лайăх ĕçленине палăртрĕ. Атнаш, Пайкилт, Энтрияль, Вăтакас Кипеч, Сиккасси тата Чакаç ял тăрăхĕсем пирки çапла калама çук-ха.

Район больницин уролог врачĕ Е.Павлов урологи службин 9 уйăхри ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Вăл итлесе ларакансене паха сĕнÿ пачĕ: ăш-чикре чир пирки чулланса ларакан вырăнсем ан пулччăр тесен кунне 1,5-2 литр шĕвек ĕçмелле, тĕтĕмленĕ аш-пăш, пулă, тăварлă çимĕç, апата техĕм кĕртекен тата апат тути-шăршине уçăлтаракан япаласене сахалрах çиме тăрăшмалла. Антибиотиксемпе питех усă курмалла мар. Гиподинамия, шăнса пăсăлни урологи чирĕсемпе чирлеттерес хăрушлăх пур.

Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлев районта оперативлă лару-тăру мĕнле пулнине пĕлтерчĕ. Юпа уйăхĕнче 31 преступлени тунă, 23-ĕшне уçса панă. Хĕнени 7 тĕслĕх, вăрлани 14, пушар 2, 13 автоинкек, 2 преступлени экономикăпа çыхăннă.

Ямаш, Энтрияль, Шелттем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Харитонов, А.Михайлов, В.Николаев суйлавçăсен наказĕсене мĕнле пурнăçлани, ялсен территорийĕсене тирпей-илем кÿрессипе, çÿп-çапа турттарса тухассипе, учрежденисене хĕле хатĕрлессипе, налук пухассипе çыхăннă ĕçсем мĕнле пулса пыни, профилактика канашĕн ĕçне мĕнле йĕркелени çинчен тухса калаçрĕç.

"Çивĕч ыйту сахал мар пирĕн, нумайăшне халăхпа татса памалла. Ял çыннисемпе хутшăнăр, вĕсемпе час-часах тĕл пулса канашлăр", – терĕ райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов анлă ларăва пĕтĕмлетсе.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика