07 ноября 2012 г.
МИХсенче Мускав хулин пуçлăхĕ Сергей Собянин мэр суйлавне срокчен, 2014 çулта, ирттерме хатĕрленет текен хыпар пичетленнĕ. Тĕп хула мэрийĕ çак информацие хирĕçленĕ. Суйлава урăх вăхăта куçарнă тесе сарнă сас-хурана Александр Горбенко вице-мэр "журналистсем шухăшласа кăларни" тенĕ. Маларах "Ведомости" суйлава хатĕрленме пуçлани çинен çырнă.
Пĕтĕм коллективпа ФСКна çÿретпĕр
Район администрацийĕ Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексне тăтăшах тухса çÿреме майсем туса парать. Унта хамăр районта пурăнакансем тата хăнасем бассейнра шыва кĕрсе киленме, спорт тата тренажер залĕсенче сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ.
Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Канашри центр директорĕ Л.Васильева учрежденире çĕнĕлĕх кĕртме йышăннă. Халĕ эпир, унта тăрăшакансем, Шăхасанти ФСКна тăтăшах çÿретпĕр, хамăр сывлăха çирĕплететпĕр.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланма пулăшни куç кĕретех.
Хамăр инф.