07 ноября 2012 г.
Хресчен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман, çав хушăрах вăл чи хисепли шутланать. Апла калама сăлтавĕ шутсăр пысăк: мĕншĕн тесен патшалăхăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ çеç мар, общество, кашни çемье, этем мĕнешкел туясси тÿрремĕнех унтан килет. Чÿк уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче районта Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă турĕç.
Уяв Вырăскас Пикших ялĕнчи культура çуртĕнче иртрĕ. Унта ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, агропромышленность сферин хастарĕсем пухăнчĕç. Савăнăçлă пуху пуçланас умĕн вĕсем хуçалăхсен пурнăçне сăнлакан фотостендсемпе, ял хуçалăх продукчĕсен ярмăрккипе, "Кĕр парни" куравпа паллашрĕç. Ачасем шкул пахчинче ÿстернĕ çимĕçсенчен, чечексенчен куçа илĕртекен кĕлеткесем ăсталанă, вĕсен умĕпе чарăнса тăмасăр иртме çук. Райпо йĕркеленĕ буфетра ирхи апат тăвас кăмăллисем пулчĕç. Шупашкарти "Акконд" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн пылак продукчĕсене кăмăлласа туянчĕç.
"Ĕçе савсан этем телейлĕ" уяв Катекри фольклор пултарулăх çурчĕ çумĕнчи "Шевле" ансамбль "Кĕр сăри" ятпа хатĕрленĕ музыкăпа хореографи композицийĕпе пуçланчĕ. Ял артисчĕсем чăваш халăхĕн гимне "Алран кайми аки-сухи" юрра мăнаçлăн юрлама пуçласан, зал ура çине тăрса вĕсене пулăшма васкарĕ. Чуна хускатакан, нумайччен асра юлмалли тапхăр. Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче пĕрремĕш класра вĕренекенсем çĕр ĕçченĕ, çăкăр çинчен хывнă сăвăсем каларĕç, юрă шăрантарчĕç. Пĕчĕкскерсем сцена çине район пуçлăхне И.Иванова тата райадминистраци пуçлăхне В.Софронова йыхравларĕç, вĕсене çăкăр-тăвар астивме ыйтрĕç.
Район пуçлăхĕ И.Иванов уяв ячĕпе саламласа савăнăçлă пуху пуçланнине пĕлтерчĕ, сăмах район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова пачĕ.
Владислав Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, районти предприятисен 78 проценчĕ ĕççине тупăшлă вĕçленĕ. Уйрăмах хресчен (фермер) хуçалăхĕсен çитĕнĕвĕ пысăклансах пырать, кăçал вĕсем çĕр улми, пахча çимĕç тухăçлă туса илнĕ.
– Пурне те çирĕп сывлăх, ытлă-çитлĕ пурнăç, телей сунатăп. Ĕç сире савăнтартăр, кăмăлăра тивĕçтертĕр, пурнăçăрта çĕнĕ майсем уçăлса, çемье ăшшипе хăтлăхĕ ĕçре пулăшса пыччăр. Сире тата çемйĕрсене ырлăх сунатăп, – вĕçлерĕ райадминистраци пуçлăхĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров ял хуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетсе доклад туса пачĕ. Доклада пирĕн хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче пичетлетпĕр.
Сцена çине хăнасем пĕрин хыççăн тепри хăпарса районти агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсене саламларĕç. Вĕсем – Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану тата ял хуçалăх министрĕсен çумĕсем Л.Рульковăпа Э.Александров, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, В.Иванов депутатăн пулăшуçи, Канашри "Акконд-хлеб" заводăн директорĕ Н.Иванов, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников, "Раççей ял хуçалăх центрĕн" Чăваш Республикипе ĕçлекен патшалăх учрежденийĕн директорĕн çумĕ А.Титова, Раççей Перекет тата ял хуçалăх банкĕсен Канашри уйрăмĕсен управляющийĕсем М.Ямалиевпа Т.Волков, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кибеч, Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова, Канаш хулипе районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн пуçлăхĕ Н.Маркелова, "Агротехкомплект" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн суту пайĕн пуçлăхĕ А.Журкин тата ыттисем саламларĕç. Паллах, вĕсем хăнана пушă алăпа килмен. Хăйсемпе пĕрле Канаш ен хастарĕсем валли грамотăсем, дипломсем, тав çырăвĕсем, парнесем илсе килнĕ.
Агропромышленность комплексĕн сферинче нумай çул ĕçленĕшĕн Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн пĕрремĕш уй-хир бригадин кладовщикне В.Васильева, "Агрофирма "Ямашевская" тулли мар яваплă пĕрлĕхри механизаторсен бригадирне П.Константинова, "Канаш" пĕрлĕхĕн водительне А.Максимова тата "Цивиль" пĕрлĕхĕн ĕнесене машинăпа сăвакан операторне В.Степановăна Чăваш Республикин Ях хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç. Район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнисем – "Хучель" пĕрлĕхĕн склад заведующийĕ Н.Александрова, Киров ячĕллĕ кооперативăн сĕт-çу фермин заведующийĕ И.Алексеева, "Раççей ял хуçалăх центрĕ" патшалăх учрежденийĕн Канашри филиалĕн лаборант техникĕ Н.Алексеева, "Путь Ленина" кооперативăн выльăх пăхаканĕ Н.Антонов, Шуркассинчи ветеринари участокĕн ветфельдшерĕ Т.Антонова, элеватор директорĕ А.Богданов, чăх-чĕп фабрикин зоотехник бригадирĕ Н.Бурмистрова тата тĕп бухгалтерĕ Г.Захарова, "Агат" тата "Цивиль" пĕрлĕхсен водителĕсем А.Васильевпа Ю.Васильев, "Çĕр улмине мухтав" агрофирмăн тĕрлĕ ĕç тăваканĕ О.Волкова, "Канаш" пĕрлĕх директорĕ М.Гулиев, Тăрăнти ветеринари участокĕн ветфельдшерĕ Л.Егорова, Киров ячĕллĕ кооператив водителĕ В.Иванов, "Агрофирма "Ямашевская" пĕрлĕхĕн механикĕ Ю.Константинов, "Канаш" пĕрлĕхĕн склад заведующийĕ Е.Петрова, Канашри ветеринари лабораторийĕн лаборанчĕ Т.Резчикова.
Районăн кăçалхи 9 уйăхри финанспа хуçалăх пĕтĕмлетĕвĕсене çирĕплетрĕç. Ял хуçалăх организацийĕсем хушшинче малти вырăна Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ тата В.Никонов хресчен (фермер) хуçалăхĕ тухнă. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçма чи лайăх хатĕрлекенни – "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕх. Тăхăр уйăхра кашни ĕнерен 5 пине яхăн сĕт суса илекеннисем – "Канаш" пĕрлĕх тата Киров ячĕллĕ кооператив дояркисем Л.Васильевăпа Л.Евграфова. Çĕнтерÿçĕсене дипломсем тата парнесем парса хавхалантарчĕç.
Çĕр ĕçченĕн уявĕ концертпа вĕçленчĕ. Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" тата Сиккассинчи "Асам" ансамбльсем, А.Мурзуков юрăç, О.Аристархова ташăçă пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Ачча ял тăрăхĕн артисчĕсем О.Егорова, Л. Александрова тата Н.Платонова кулăшла сценка кăтартса лайăх кăмăл парнелерĕç.
В.АЧЧА.