АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналистикăра та, спортра та ĕлкĕрет

02 ноября 2012 г.

Екатеринбургра армспорт енĕпе Пĕтĕм Раççейри "Урал Кубокĕ" турнир иртнĕ. Унта 100 ытла спортсмен хутшăннă. Сумлă ăмăртура пирĕн республикăн чысне Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕренекен Олеся Игнатьева хÿтĕленĕ.

Олеся – армлифтинг енĕпе Чăваш Ен рекордсменки, Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисен тата Раççей студенчĕсен спорт пĕрлешĕвĕн чемпионачĕн çĕнтерÿçи. Унăн тренерĕ – Алексей Атласкин. О.Игнатьева армлифтинг енĕпе кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Армспортра Свердловск облаçĕн тата Челябинск хулин спортсменĕсемпе вăй виçсе виççĕмĕш пулнă.

Олеся – Шуркасси хĕрĕ, ялти вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. 6-мĕш класран пуçласа мĕн шкултан вĕренсе тухичченех "Канаш ен" хаçатпа тачă çыхăну тытрĕ. Сăвă, калав, юмах хайлама ăста. Анлă тавра курăмлă, тем çинчен те çырма юратакан хĕрача. Фото ĕçĕпе те кăсăкланать. Çул çÿреме, сăнама хапăл. Халĕ, ав, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне пултарулăхне спортра та туптать.

Канаш ен çамрăкĕсен çитĕнĕвĕсемпе эпир те мăнаçланатпăр, савăнатпăр. Малашне те ăнăçу пултăр.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика