АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ун ячĕпе турнир ирттернĕ

02 ноября 2012 г.

Г. Смирнов – спортсменсем хушшинче паллă ят. Геннадий Никифорович Канаш хулипе районĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе СССР спорт мастерĕ пулса тăнисенчен чи пирвайхи. Хулапа районта кĕрешÿ спортне аталантарассинчи пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн, физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ячĕсене панă. Унăн ятне асра тытса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăн уçă ăмăртăвне тата турнир ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕнче пулнă.

Турнира савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре паллă спортсменсем, Г.Н.Смирновпа пĕрле ĕçленисем, тусĕсем, воспитанникĕсем хутшăннă. Вĕсен хушшинче – Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев, 4 хутчен тĕнче чемпионĕ, Олимп вăййисен призерĕ С.Корнилаев, Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ И.Григорьев, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕ В.Краснов, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ В.Трофимов, Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕн директорĕ Ю.Ярусов, Мускаври чăваш офицерĕсен юлташлăхĕн членĕсем В.Ильинпа В.Андреев тата ыттисем.

Ăмăртăва хутшăнакансемпе, хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, министр çумĕ А.Яковлев, хăнасем саламланă, ăнăçу суннă.

Чăваш Енĕн 16 хулипе районĕнчен, Мускавран килнĕ 150 яхăн спортсмен 3 кавир çинче кĕрешнĕ. Хăйсен виçин ушкăнĕсенче çĕнтернисем хушшинче канашсем те пур. Каччăсем хушшинче Канашран иккĕн, вĕсем – С.Константиновпа А.Григорьев. Мала тухнă хĕрсем вуннăн, вĕсенчен виççĕшĕ – пирĕн районтан: А.Чернова, М.Иванова тата Н.Парпалес.

Çĕнтерÿçĕсене телевизор, микрохумлă кăмакасем парнеленĕ. Çавăн пекех вĕсене тата призерсене медальсемпе тата дипломсемпе наградăланă, футболкăсем парнеленĕ, çĕнтерÿçĕсем хатĕрленĕ тренерсене кубоксем панă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика