АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл – Сиккассинчен

02 ноября 2012 г.

1981 çулта Сиккасси ял ĕçтăвкомĕ хушнипе эпĕ Хусана тухса кайрăм: А.М. Каршев ентеше "Юман" колхоз (халĕ "Урюм" хуçалăх) йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнĕ ятпа юбилей грамоти тата сувенир пама. Ун чухне эпĕ ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕн çумĕ пулса ĕçлеттĕм.

Александр Михайлович Хусанта нумай вăхăт ĕçлесе пурăннă. Вĕсем Тутар АССРĕн Электрификаци министерствин çуртĕнче пурăннă. Каярах хула варринче виçĕ пÿлĕмлĕ пысăк хваттер илнĕ. Эпĕ Каршевсем пурăнакан çурта шыраса тупрăм. Вĕсем мăшăрĕпе Дария Николаевнăпа мана, хăйсен ентешне, питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Çавăн чухне Александр Марковича пуçласа куртăм. Эпĕ ăна çÿллĕ, сарлака хул-çурăмлă кĕрнеклĕ арçын пуль тесе шутланă, вăл вара вăтам пÿ-силлĕ, уçă кăмăллă çын пулчĕ.

Ял Совет ĕçтăвкомĕ тата колхоз правленийĕ ячĕпе ăшă сăмахсем каласа саламларăм, грамота тата сувенир патăм. Вĕсем иккĕшĕ те хавасланса кайрĕç. Ялти вăрçăпа ĕç ветеранĕсене пĕлни мана савăнтарчĕ. Çĕрĕпе çывăрмарăмăр çав каç. Çамрăк чухнехине аса илтĕмĕр, ял мĕнле аталанса пыни, унти улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем çинчен ыйтса пĕлчĕç. Александр Марковичпа Дария Николаевна тахçан-тахçанхине лайăх астуни тĕлĕнтерчĕ мана. Ун чухне вĕсем иккĕшĕ те 80 çултаччĕ. Пурин çинчен те каласа кăтартма тăрăшрăм: Вăрăм шывĕ çинче вырнаçнă Сиккасси çыннисем, вĕсем мĕнле çитĕнÿсем туни, ял сарăлса ÿссе пыни çинчен. Тăван чăваш чĕлхипе чун каниччен калаçрăмăр.

А.Каршевăн арăмĕ Дария Николаевна – Сиккассинче çуралса ÿснĕ чăваш хĕрĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче вăл Сиккассинче учитель пулса ĕçленĕ, ял хорне йĕркеленĕ.

Обществăпа çар деятелĕн А.Каршевăн сăпайлă, ырă сăнарне паян та час-часах аса илетĕп. Тутарстан Республикин историпе политика докуменчĕсен Патшалăх архивĕн директорне В.Хамидуллинăна пуян материал ярса панăшăн чунтан тав тăватăп. Унти хăш-пĕр йĕркесемпе вулакана та паллаштарас килет.

Хусан хулин Баумански ВКП(б) райкомĕн архив фондĕнче Александр Маркович Каршев çинчен калакан çакăн пек хут упранать:

"Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесĕн Сиккасси салинче 1901 çулта пуян хресчен çемйинче çуралнă. 1933 çулта Мускаври электротехника институтĕнчен вĕренсе тухнă, электрик инженер специальноçне алла илнĕ. 1948 çулта Сызрань хулинчи марксизм-ленинизмăн Каçхи университечĕн истори факультетне пĕтернĕ.

Хăйĕн ĕç-хĕлне А.Каршев 16 çулта пуçланă. 1917 çулхи март уйăхĕнче ăна Сиккасси ял комитечĕн секретарьне суйланă, октябрьте Волкомпрод Хусан хулине продработниксен курсне вĕренме янă.

1918 çулхи июньте вĕренсе пĕтерсен А.Каршев хăй ирĕкĕпе çарпа апат-çимĕç отрядне, унтан большевиксен партине кĕнĕ. 1919 çулта Хусан кĕпĕрнин РКП(б) комитечĕ кавалери курсĕсене янă. Вĕреннĕ вăхăтра вăл политкомиссар çумĕ пулнă. Пĕтĕм Раççейри коммунистсен съездне хутшăннă чăваш çынни. 1920 çулхи апрель уйăхĕнче ăна Хĕвел анăç фрончĕн виççĕмĕш утлă корпусăн кавалери полкĕн командирĕн пулăшуçине çирĕплетнĕ".

Н.БАБАНОВ,

РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика