АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ун пуянлăхĕ – тăван халăх

02 ноября 2012 г.

"Канашсем" ентешлĕхĕн кăçалхи уявне пирĕн мухтавлă та чаплă ентешĕмĕр, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, поэт-юрăç, педагог, драматург, философ тата психолог, ентешлĕх ертÿçи, халăх академикĕ Анатолий Кибеч çуралнăранпа 75 çул çитнине халалларĕç.

Чыслав Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче савăнăçлă, килти пек лăпкă лару-тăрура иртрĕ. Анатолий Ильича хисеп тума республикăн, районăн паллă çыннисем килчĕç. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш хутсенче буфетсем ĕçлерĕç.

Вун пĕр сехет иртсен курав залĕ çынсемпе тула пуçларĕ. Уявăн тĕп пайĕ пуçланиччен вĕсем юратнă çыравçăн сăввисене итлерĕç, унăн юбилейне ятарласа хатĕрленĕ "Ман пуянлăх – тăван халăх" фильма пăхрĕç. Шăп та вун иккĕре Канаш районĕн Гимнĕ янăраса кайрĕ. Пурçăн чаршав майĕпен уçăлчĕ. Культура училищин студенчĕсем Кипеч сăввисенчен хайланă юрăсен сюитине шăрантарчĕç. Сцена çине "Республика" хаçатăн тĕп редакторĕ Лидия Филиппова тата чăвашсен паллă артисчĕ тата режиссерĕ Вячеслав Оринов тухрĕç. Вĕсем ăшă салам сăмахĕсем каласа юбилей каçĕ пуçланнине пĕлтерчĕç, уяв хуçине халăх умне тухма йыхравларĕç. Анатолий Ильич "Çуралнине астумастăп" сăввине чуна тивмелле хавхаланса вуласа пачĕ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ, оперăпа балет театрĕн солисчĕ Валентина Смирнова юрланă "Тăван ялăм" юрă Анатолий Ильич çуралнă ялне, Чулкăмакана, мĕнлерех юратнине систерсе кашнин чĕрине шăппăн, вăрттăн сăрхăнса кĕчĕ.

Канашран тухнă, республикăн пысăк вырăнĕсенче ĕçлекенсем – Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, тĕрлĕ министерство ĕçченĕсем, влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем, патшалăх учрежденийĕсен ĕçлевçисем, ăсчахсемпе искусство çыннисем, Мускаври чăваш офицерĕсен юлташлăхĕн членĕсем Вячеслав Ильин полковникпа Владимир Андреев подполковник, республикăри районсен ентешлĕхĕсен ертÿçисем Анатолий Ильич ячĕпе нумай ăшă сăмах каларĕç. Уйрăмах уншăн Канаш районĕн пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Н.Золотова, Чулкăмакари тата амăшĕ, Васса Павловна, çуралнă Энтриялĕнчи тăванĕсем саламлани темрен те хаклă пулчĕ. Толя кукка, Толя пичче тесе ырă сунни Анатолий Ильича сарă хĕвел шевли евĕр çупăрларĕ. Ырă йăлапа пĕри те пушă алăпа килмен – парнесемпе, чечек çыххисемпе...

Паллах, уява юрă-кĕвĕ илемлетрĕ. "Янташ" тата "Ентешсем" ансамбльсем, культура училищинче вĕренекенсен ушкăнĕ, Чăваш патшалăх оперăпа балет юрăçи Константин Ефремов, Чăваш халăх артисчĕсем Тамара Гурьевăпа Зоя Лисицына, эстрада юрăçи Елена Османова, Юрий Григорьевпа Юрий Кудаков композиторсем хăйсен пултарулăхĕпе иксĕлми савăнăç кÿчĕç. Тăхтав вăхăтĕнче культура керменĕн фойинче Анатолий Ильича хисеплесе килнисене Канаш районĕн артисчĕсем тунсăхлама памарĕç, хаваслă юрă-ташăпа кăмăлĕсене çĕк-лерĕç, ташлаттарчĕç.

Уяв программин ик-кĕмĕш пайĕ Анатолий Кибеч çырнă "Ехрем хуçа" пьеса тăрăх ÿкернĕ фильмпа пуçланчĕ. Паллă çыравçăн пултарулăхне халалланă викторина ирттерчĕç. Тĕрĕс хурав панисене Анатолий Ильич хăй асăнмалăх парнесем пачĕ.

Анатолий Кибеч хăйне хисеп туса килнисене пуç тайса тав турĕ, малашне те вăй çитнĕ таран тăван халăхшăн ĕçлеме сăмах пачĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика