31 октября 2012 г.
Юратнă аннеçĕм, Нина Николаевна Егорова, Ямпах ялĕнче 1932 çулта чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче кун çути курнă. Çав çулсенче Ямпах ялĕнче "Первое Мая" колхоз йĕркелесе янă пулнă. Кукаçи, Николай Александрович бригадир та, тракторист та пулса ĕçленĕ. Кукамай, Агафия Кирилловна, тĕрлĕ ĕçре вăй хунă.
Анне Улаксар ялĕнчи шкултан тăватă класс вĕренсе тухнă хыççăн колхозра сурăх пăхма пуçланă. Каярах ăна доярка пулма шаннă, вăл 15-шер ĕне сунă. Вăрçă хыççăн çамрăк хĕре тантăшĕсемпе пĕрле Буинскине, Йĕпреçе, Киряна йывăç касса хатĕрлеме янă.
"Çуллахи вăхăтра мăн çул (асфальт) сарма Кăшнаруй, Йĕрех çырми ялĕсенчен лашапа хăйăр, чул тултараттăмăр. Çамрăк пулнă çав, вăй тапса тăратчĕ, тем пекех ывăнсан та вăййа тухма вăхăт тупаттăмăр. Купăс кĕввипе юрласа ташлаттăмăр", – аса илет анне.
Кÿршĕ ял каччи Александр Егоров тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ çамрăк хĕре тÿрех куç хывнă. 1955 çулта Егоровсем çемье чăмăртанă. Вĕсем хăтлă кил-çурт çавăрнă, виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
1967 çулта кирпĕч цехĕ ĕçлеме пуçлать. Аттепе анне мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен кирпĕч цехĕнче тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Тата çав вăхăтрах совхозра ал вăйĕ çитменнипе заводра ĕçлекенсене хăмла çитĕнтерсе пама кассем уйăрса паратчĕç. Анне 65 сотый хăмла çинче ĕçлетчĕ, эпир те, ачисем, яланах пулăшма çÿреттĕмĕр. Кăшман йăранĕсем те уйăрса паратчĕç тата. Килте выльăх-чĕрлĕх те чылай тытнă, пахча çимĕç те туса илнĕ (çывăхра çăл пулманнипе шыв йăтма питĕ аякка çÿреттĕмĕр). Мĕнле ĕлкĕрнĕ, мĕнле чăтăмлăх çитнĕ аннен; Ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хал тапса тăнă-ха унăн; Анне хăçан çывăрать-ши тесе шутлаттăм вара ача чухне. Каçхине çăм арлатчĕ, чăлха алсиш çыхатчĕ, çĕвĕ машинин сассипе çывăрса каяттăмăрччĕ (кашни ачине хăех кĕпе-йĕм çĕлесе тăхăнтаратчĕ).
Ирхине эпир тăнă çĕре вĕри апат хатĕрлетчĕ. Шкултан вĕренсе килнĕ тĕле кăмакара вĕри яшка тата шаркку пăсланса ларатчĕ, сĕтел çинче – килте пĕçернĕ ăшă çăкăр.
Атте 1994 çулта пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Мăшăрсăр тăрса юлни аннен сывлăхне самаях хавшатрĕ. Хальхи вăхăтра анне кĕçĕн ывăлĕн çемйипе тĕп килте пурăнать.
Çак кунсенче хисеплĕ тыл ĕçченĕ Нина Николаевна 80 çул тултарать. Эпир – ывăлĕсемпе хĕрĕсем, кĕрĕвĕ-кинĕсем, çывăх тăванĕсем, вун пĕр мăнукĕ тата тăватă кĕçĕн мăнукĕ ăна юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Сывлăху çирĕп пултăр, тăван кил ăшшине упраса пурăнма нихăçан сÿнми ăш пиллĕхпе пархатарлăх сунатпăр. Эсĕ пуррипе эпир телейлĕ.
Р.ГРИГОРЬЕВА,
Улаксар клуб администраторĕ.