31 октября 2012 г.
Шăп та лăп 50 çул каялла Анат Сурăм ялĕнче пурăнакан Николай Васильевичпа Зоя Николаевна Васильевсен çемйинче хĕр пĕрчи çуралать. Ăна илемлĕ те çепĕç ят – Ирина хураççĕ. 1971 çулта Ирина Анат Сурăм ялĕнчи пуçламăш шкула пĕрремĕш класа каять. Виçĕ класс хыççăн Кăшнаруйĕнчи вăтам шкула çити хывнă пĕлÿ сукмакне такăрлатма пуçлать.
Васильевсен килĕнче Иринăсăр пуçне тата виçĕ ача пулнă. Çавăнпа та килте кашнин валлиех ĕç тупăннă, Туслă ачапча ашшĕ-амăшĕ мĕн хушнине туххăмрах пурнăçланă, урамри тантăшĕсемпе пĕрле выляма-канма та вăхăт тупнă. Çуллахи каникул кунĕсене Ирина Васильева колхозăн уй-хирĕнче ирттернĕ: купăста шăварма çÿренĕ, утă пуçтарнă, тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕрте ĕçленĕ. Шкул ачисене кăштах кăна укçа, вĕренÿ çулĕ пуçлансан колхоз пĕчĕк парне пани калама çук пысăк савăнăç кÿнĕ. Унсăр пуçне çамрăк кĕлетке ĕçре пиçĕхнĕ.
Шкулта та тăрăшса вĕреннĕ хĕрача. Тĕрлĕрен кружока çÿренĕ, ал ĕç тума юратнă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл сакăр класс вĕренсе пĕтерсен пĕр шутласа тăмасăрах Канашри 17-мĕш професси училищине кайса кĕнĕ. Çĕвĕç пулас туртăм ытла та пысăк пулнă унăн. Чăнах та, çак профессин вăрттăнлăхĕсене пĕлни кулленхи пурнăçра мĕн тери пысăк пулăшу кÿрет, хитре кĕпе-тума килтех çĕлесе тăхăнма пулать-çке. Алла диплом илсен Ирина Канашри "Пилеш" фабрикăра чылай çул çĕвĕçре ĕçленĕ.
Предприятире улшăнусем пулса иртнĕ хыççăн Ирина Николаевна "Правда" хуçалăха таврăннă, нумай вăхăт сысна пăхакан пулса вăй хунă. Самана улшăнса пынăçемĕн ялта та пысăк улшăнусем пулса иртрĕç, хуçалăх арканчĕ, выльăх-чĕрлĕх юлмарĕ. 2002 çултанпа И.Спиридонова Кăшнаруй ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшать.
1983 çулта Анат Сурăм хĕрĕ Йĕрĕхçырми каччипе Сергей Спиридоновпа çемье çавăрнă. Виçĕ ачана – икĕ хĕрпе пĕр ывăла çутă кун пилленĕ.
Кулленхи ĕçре тăрмашса çур ĕмĕр хăш самантра хыçа юлнине те сиссе юлаймарĕ вашават хĕрарăм. Мăшăрĕпе пĕр çăвартан пурăнма пуçлани те 30 çул çитет-çке тепĕр çул. Хĕрĕсем халĕ, ав, хăйсем те çемьеллĕ, юратнă ашшĕпе амăшне чи хисеплĕ ятсене тивĕçтернĕ. Иринăпа Сергей – кукамайпа кукаçи. Куç тулли икĕ мăнукĕ савăнăç, телей кÿреççĕ. Малашне те çакăн пек пултăр Спиридоновсен килĕнче.
О.КОЗЛОВА.