АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçалхисене пĕтĕмлетрĕç, килес çулхисене палăртрĕç

31 октября 2012 г.

Район администрацийĕнче хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе канашлу семинар ирттернĕ. Унта кăçалхи уй-хир ĕçĕсен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене сÿтсе явнă. Кун йĕркинчи ыйтусемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров тата агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ В.Долгов тухса калаçнă.

Районта ял хуçалăх продукчĕсем туса илессинче фермер хуçалăхĕсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсем 6,7 пин тонна хатĕрленĕ, ку вăл – район йышăннă планăн 39,5 проценчĕ. Уйрăмах Э.Шамуков, А.Кондратьев, В.Никонов, И.Лукиянов тата И.Протасов фермерсен тухăçĕсем начар мар: гектартан вăтамран 18,5 центнертан пуçласа 24,7 центнер таран. Çĕр улми 5,5 пин тонна (10,6 процент), пахча çимĕç 320 тонна çитĕнтернĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем те туса илеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 2 тонна аш-какай хатĕрленĕ, 272 тонна сĕт суса илнĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 196 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, вĕсенчен 87-шĕ – ĕнесем.

Паянхи кун тĕлне районта хуçалăха ертсе пыракан пĕчĕк йĕркеленÿсен ретĕнче – хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 74, потребительсен ял хуçалăх кооперативĕсем 9 шутланаççĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх производствинче граждансен 17449 хушма хуçалăхĕ ĕçлет. Вĕсен çĕр лаптăкĕсем пĕтĕмĕшле – 15 пин гектар.

Ял хуçалăх организацийĕсем тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем умĕнчи хальхи тĕп задача – çурхи пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхне хатĕрлесси. Канашлура чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕччен вăрлăха "Россельхозцентр" патшалăх учрежденин Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмне тĕрĕслеве тăратма, раштавăн 15-мĕшĕччен акмалли вăрлăха тивĕçлĕ кондицие лартма йышăнчĕç.

Хатĕрленĕ продукцие сутассипе çыхăннă проблемăсене те сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика