26 октября 2012 г.
Егоров (хушаматне улăштарнă) çулпа васкамасăр утса пынă. Малта сумка йăтнă хĕрарăма курсан куçĕсем хăйма шăршине туйнă кушак аçинни пек йăлтăртатса илнĕ. Пуçĕнче унăн усал шухăш амаланнă. Абрамова (хушаматне улăштарнă) хăйĕн çурчĕ патне çитсен Егоров пĕррех малалла сиксе ÿкнĕ те хĕрарăмăн сулахай аллинчи сумкине туртса илнĕ. Унта хаклă япаласем пулман: Абрамован паспорчĕ, ун ячĕпе çырнă икĕ перекет кĕнеки, хăйĕн тата мăнукĕн страховани полисĕ, çăмăллăх паракан ĕнентерÿ хучĕ, хапха тата пÿрт уççийĕсем, 150 тенкĕ те 90 пус тăракан икĕ дезодорант, 500 тенкĕ укçа выртнă. Сумки качки куçран çухалнă. Егоров Абрамовăна 740 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Вăхăчĕ уйăха яхăн иртсен Егоров картлашка тăрăх кăштăртатса хăпаракан Сидорина кинемей аллинчи сумкăна хăй патнелле туртнă. Преступлени тунă вырăнтан хăвăрт çухалнă. Улах вырăна çитсен сумкăра мĕн пуррине тĕрĕсленĕ. Унта – пĕр батон, пĕр кĕленче коньяк, çур буханка хура çăкăр, 300 грамм канфет, 1 упаковка эмел, 5 упаковка активированнăй уголь, 800 тенкĕ укçа.
Машинăсем çăвакан çурта кĕрсе тухмасăр каяс темен çакскер. Шала вăл чÿрече кантăкне ватса кĕнĕ. Унтан 1500 тенкĕ тăракан икĕ тимĕр хĕскĕч, икĕ кассетăллă магнитофон илсе тухнă.
Лавкка урамĕнче çулĕпе самаях ватă Даниловăна (хушаматне улăштарнă) асăрханă. Хальхинче те чăрсăр шухăш çуралнă. Çуртăн иккĕмĕш хутне хăпаракан кинемейĕн сумки Егоров аллине куçнă. Кинемей лавккара икĕ буханка ыраш çăкăрĕ, сысна пуçĕ, пĕр кĕленче шурă эрех туяннă. Сумка тĕпĕнче 600 тенкĕ выртнă.
Нарăс уйăхĕнче Егоров тусĕпе лавкка çумĕпе иртсе пынă чухне шалта тавар туянакансем çуккине асăрханă. Куçĕсем тĕлне каснă маска тăхăнса магазина вăркăнса кĕнĕ. Прокопьевăпа Березкина сутуçăсене (хушамачĕсене урăхлатнă) çĕçĕпе тата пистолет евĕр япалапа хăмсарнă, вĕлерессипе хăратнă. Шикленсе ÿкнĕскерсене айккинелле тĕртсе янă та касса аппаратĕнчи 15740 тенке кăларса илнĕ. Часах магазина кĕмелли алăк хыçĕнчи тĕттĕмре курăнми пулнă.
Пуш уйăхĕнче Егоров каллех "ухутуна" тухнă. Хальхинче вăл Зинина текен (хушаматне улăштарнă) ват хĕрарăмăн страховани полисне, больницăна кайса сывлăхне тĕрĕслеттермелли хутне, кĕсье телефонне, 110 тенкĕ укçине, пуç турине, куç кĕскине, сăмса тутрине тата ытти вак-тĕвекне туртса илнĕ. Çак пĕтĕм япалана 164 тенкĕлĕх хакланă.
Суд Егорова тĕрмене 7 çула лартма , 30 пин тенкĕ штраф пама йышăну кăларнă.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.