26 октября 2012 г.
Васкаса юратнă ĕçе каятăп. Ĕçе çитиччен, урампа утнă май, паян мĕнле культура ĕçĕсене пурнăçа кĕртмелли çинчен тĕплĕн шухăшласа пыратăп: вулавăшра çĕнĕ кĕнекесен куравне уçмалла, хаçат-журнала тирпейлĕн çĕлесе хумалла, ял çамрăкĕсем ÿт-пĕве сиен кăна кÿрекен им-çамсемпе, эрех-сăрапа, пируспа ан туслашчăр тесе вĕсем валли ял çамрăкĕсен канашĕн пуçлăхĕпе электронлă презентаци хатĕрлемелле. Тата ĕнер ял хăй тытăмлăхĕнче: "Ыран районта пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ, пурте ял вулавăшĕнче пухăнатпăр",- тенĕччĕ Ираида Васильевна.
Кĕçех кăсье телефонĕн сасси янăраса кайрĕ. Толя пичче шăнкăравлать. Аслă пичче Канаш больницин кардиологи уйрăмĕнче сипленет иккен. Хăйне çăлса хăварнă тухтăрсене чун-чĕререн тав тăвасшăн. "Юрик, мана çăлса хăваракан сиплевçĕсем çинчен "Канаш ен" хаçатра пĕр тĕрленчĕк çырса пичетлесе кăлараймастăн -ши;" – тет.
Никоноров Анатолий Васильевич хăй вăхăтĕнче Кăшнаруйĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкултан, унтан Канашри механизаци училищинчен лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе тухнă. Виçĕ çул Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ хыççăн, комсомол пуçарăвĕпе, целина уй-хирĕсенче вăй хунă. Вăл Караганда тăрăхĕнчи Осакарский районĕнчи "Родниковский" совхозра машинист-тракторист пулса ырми-канми тăрăшнă. Целина тăрăхĕнчен тăван яла таврăнсан, "Правда" колхозăн уй-хирĕсенче вăтăр çул ытла тракторист, комбайнер ĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пурăннă. Çав çулсенчи унăн ĕçри хастарлăхĕ çинчен Никоноровсен килĕнче упранакан медальсемпе паллăсем, Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем тата нумай хисеп хăйĕвĕсем каласа параççĕ. Вăл шутра ВДНХн бронза медалĕ, 1973, 1978, тăххăрмĕш, вуннăмĕш пилĕкçуллăхсенчи знаксем.
1990 çулта ăна "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ят парса чыс тунă.
Кайран колхозĕ те саланчĕ. Тавах Турра, Анатолий Васильевич 1988 çулта Канашри куçăмлă мар майпа вĕрентекен вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухрĕ. Хут купăса ăста каласа паллă юрăçсенчен те кая мар юрăсем шăрантаракан механизатор тивĕçлĕ канăва каяс умĕнхи çулĕсене, ун хыççăн та темиçе çул Кăшнаруйĕнчи культура çурчĕн пуçлăхăнче вăй хучĕ. Халĕ çав çулсенче культурăна çÿллĕ шая çĕк-ленĕшĕн наградăланă Хисеп грамотисемпе дипломĕсенчен те пысăк курав йĕркелеме пулать.
Эпĕ тепĕр куннех Толя пичче патне васкарăм. Канаш чиркĕвĕнчен инçе мар вырнаçнă сиплев çуртне тупма йывăр мар. Кардиологи уйрăмĕнче сипленекен йывăр çынсем патне хăйсен халачĕпе пыракан тăванĕсемпе юлташĕсене вăхăтлăха кĕрсе тухма ирĕк параççĕ.
Анатолий Васильевич вăтăр çул хушши кĕр енне сулăннă сивĕ кунсенче – сухаçă ĕçĕнче, çуллахи шăрăх кунсенче – тулăх çитĕннĕ тыр-пула пухнă ĕçре хăйĕн сывлăхне шеллемесĕр тăрăшнă. Каламасăрах паллă, ялан тусан ăшĕнче пулнă, ĕçе хĕвелпе пĕрле пуçласа хĕвелпе пĕрле вĕçленĕ.
– Çапла, тырă вырнă вăхăтра канма та май пулман, çитĕннĕ тырра вăхăтра пухса кĕртес тенĕ, çумăра ярас темен. Эсĕ аннÿпе пĕрле çурлапа тырă вырса курман пулĕ-ха; Эпĕ вара мĕн пĕчĕкрен аннепе тырă вырма çÿренĕ, çавăнпах пысăклансан комбайнер пулма ĕмĕтленнĕ. Комбайнпа вырнă чухне те ялан çав кунсене аса илеттĕмччĕ, уй-хир карапне тата та çирĕп те тикĕс тытса пыма тăрăшаттăмччĕ. Пĕр пучаха та çухатас килместчĕ. Çак туйăмсене нихăçан та хамран вĕçертмен, ялан асра тытнă.
Анне кайран та: "Манăн Толя эпир çамрăк чух колхозра мĕн чухлĕ çын вырнă тырра пĕччен вырса пуçтарса çапса тĕшĕлет, юратнă кин вара пĕтĕм таврари çынсем валли тутлă та кăпăшка çăкăр пĕçерет!" – тесе мăнаçланатчĕ.
– Чĕре чирĕпе хăçантанпа асапланатăн вара;
– Темиçе çул ĕнтĕ. Ку çиччĕмĕш хут пулчĕ. Кăçал кăна çу уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен виçĕ хут пулчĕ. Тавтапуç тухтăрсене, вĕсем пулăшнипе кăна пурăнатăп. Çичĕ хутĕнче те Ангелина Геннадьевна Стеклова тухтăр çăлса хăварчĕ. Мана вилĕмрен çăлакансене, уйрăмах, Ангелина Геннадьевнăна, унпа пĕрле ĕçлекен Маргарита Геннадьевна Ивановăна, реанимаци уйрăмĕнчи Андрей Петрович Константинова, çак уйрăмри медицина сестрисене, хамăр ялти Антонина Николаевна Сергеева сиплевçе пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп, вĕсене ырлăх-сывлăх сунатăп...
Çакăн пек шăкăл-шăкăл калаçса ларнă хушăра пичче сывлăхне Маргарита Геннадьевна тухтăр тĕрĕслеме кĕчĕ.
Тĕрĕслев хыççăн эпĕ те ытти чирлĕ çынсем патне васкакан илемлĕ те сăпайлă сиплевçĕпе калаçса илме май тупрăм.
Кĕске калаçуран эпĕ кардиологири инфаркт миокарда чирĕпе кĕрешекен уйрăмра пĕр харăс вăтăр çын сипленме пултарни, Маргарита Геннадьевна çак ĕçре 1990 çултанпа тăрăшни çинчен пĕлтĕм. Вăл та кардиологи уйрăмĕн заведующине Ангелина Геннадьевнăна ырлать.
"Вăл сăпайлă, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен, сăмахпа та, ĕçпе те пурне те ялан пулăшма тăрăшакан тухтăр. Ангелина Геннадьевнăна тахçанах пĕлетĕп, малтан тĕрлĕ сиплев çурчĕсенче ĕçленĕ çулсенче те республикăри канашлусенче яланах пĕрле пулма тăрăшнă, вăл пирĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ", – тет.
Пичче патĕнчен тухиччен пултаруллă Ангелина Геннадьевна сиплевçе те курма тÿр килчĕ. Калаçăва пуçланă пĕрремĕш сăмахсенченех вăл чăнах та ырă чĕреллĕ те сăпайлă çын пулни палăрчĕ. Вăл Чулхула тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ пулсан та манпа тÿрех чăвашла калаçма пуçларĕ.
– Тав тума кирлĕ мар, ку манăн ĕç. Чăваш çĕр-шывĕнче пурăнатăп, çавăнпа чăвашла та пĕлетĕп. Сиплев ĕçĕнче 1972 çултанпах вăй хуратăп, – терĕ кĕскен.
Манăн чĕрере те ырă йĕр хăварчĕç Ангелина Геннадьевнăпа Маргарита Геннадьевна калаçăвĕсем. Çапла çав, сиплевçĕсен эмелпе кăна мар, сăмахпа та сиплеме пĕлмелле.
Ю.НИКИТИН,
обществăлла корреспондент.