26 октября 2012 г.
Ку вăхăтра ял çыннин тĕп ĕçĕ вăл – выльăх-чĕрлĕх витисенче ăшă çителĕклĕ упранса юлтăр тесе тăрăшасси. Пирĕнтен хăшĕ-пĕри выльăх сивве тÿсет тесе шутлать. Анчах выльăх та этем пекех сивве, витĕр вĕрекен çиле, выçă пулнине тÿсеймест.
Выльăх витисене хĕлле валли хатĕрлесе çитереймен пулсан çак ĕçе халех вĕçлеме тăрăшăр: шăтăк-çурăка пи-тĕрĕр, чÿречесен кантăкĕсене икшер хут лартăр.
Çак уйăхра чылайăшĕ кил-хуçалăхра хăйсен ĕнисене сума пăрахаççĕ. Кун пек чухне выльăха ытлашши тăрантармалла мар, çав вăхăтрах выçă та тăратмалла мар. Пăру выльăх хырăмĕнче тĕрĕс-тĕкел аталантăр тесессĕн ĕнене лайăх пахалăхлă апатпа тăрантармалла. Апата кунне виçĕ хутчен, яланах пĕр вăхăтра памалла. Ăшă шыв çеç ĕçтермелле, умĕнче тăвар пулмалла. Ытла сивĕ тата ытла ăшă шыв пăрушăн сиенлĕ.
400-500 килограмм таякан ĕнен талăкри рационĕнче 9-11 кг паха утă, 10-13 кг сĕтеклĕ апат (выльăх кăшманĕ, турнепс) 1,5 кг концентрат пулмалла. Çавăн пекех тăварпа пурă пирки те манмалла мар (50-60 гр.). Минераллă апатсем ĕнене те, пăрăва та аталанма кирлĕ.
Н.НИКОЛАЕВА,
Тăрăнти ветучасток заведующийĕ.