АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн вĕсен ĕçне малалла тăсасчĕ...

26 октября 2012 г.

Тăван ен культури урокĕнче Елизавета Макаровна Александрова вĕрентекен "Тăван çĕршывăм – Канаш ен" темăпа калаçу пуçарнăччĕ. Канаш ен кунта çуралса ÿснĕ, мухтава тивĕçлĕ çынсемпе хитре. Яманкасси ялĕ те Канаш тăрăхнех кĕрет-çке. Пирĕн хамăрăн та паллă çынсем пур. Çак урокра вĕрентекен калаçни асра юлчĕ.

"Манăн Сиккасси çĕ-рĕнчи педагогика çулне уçса паракансем Лариса Ильинична Биккинăпа Антонина Дмитриевна Абаськина пулчĕç. Пĕри Яманкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта, тепри Сиккасси вăтам шкулĕнче ĕçлетчĕç. Вăл вăхăтра учительсен методика пĕрлешĕвĕн занятийĕсем тухăçлă иртетчĕç. Лариса Ильинична хăйĕн çав тери лăпкă та ĕнентерÿллĕ калаçăвĕпе тыткăна илетчĕ. Антонина Дмитриевна уроксенче тĕрлĕ ĕç тутарса ĕлкĕрнипе тĕлĕнтеретчĕ.

Университет пĕтернĕ хыççăн мана Сиккасси шкулне вĕрентме ячĕç. Çĕнĕ çĕрте çĕнĕ юлташ тупăнчĕ. Вăл хайхи Лариса Ильинична вĕрентнĕ Галина Семеновна çамрăк учительница пулчĕ. Математика вĕрентетчĕ. Класра 30 ытла ачаччĕ. Дисциплина тытатчĕ. Ачасем шăп ларатчĕç. Тăрăшса ĕçлетчĕç.

Юлташ пурри, хамран аслăрах çынсем ăс парса пыни мана шкул ĕçне хăнăхма пулăшрĕç", – тенĕччĕ ун чухне Елизавета Макаровна.

Эпĕ кашни кунах Лариса Ильиничнăсен тĕлĕнчен иртсе çÿретĕп-çке. Пĕррехинче хăюлăха пухса хăйĕнпе калаçса пăхма шутларăм. Ăшă кăмăлпа, тараватлăн кĕтсе илчĕ мана çÿçне кĕмĕл тĕс çапнă ватă хĕрарăм. Пурнăç çулĕ пичĕ çинче аванах йĕрленнĕ çав. Вăхăт хăйĕннех тăвать иккен.

Сĕтел хушшине лартрĕ. Чей ĕçнĕ май кăмăллă калаçу пуçланчĕ. Пĕр сăмахне сиктермесĕр тимлесе итлерĕм.

– Санăн кукамуна та эпĕ вĕрентнĕ, – пуçларĕ Лариса Ильинична. – Хам çинчен мĕн калас; Çиччĕ тултарсан пĕр пĕчĕк пÿрте вĕренме çÿреттĕмĕр. Пĕрремĕш вĕрентекен Екатерина Александровна Карпатова пулнăччĕ. Иккĕмĕш класра вара Павел Владимирович Владимиров вĕрентетчĕ. Улттăмĕш класс пĕтерсен (эпĕ ун чухне 12-ре пулнă) вăрçă пуçланчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче шкула салтаксене вырнаçтарнăччĕ. Пире колхозăн конюхĕсем пурăнакан пÿртре вĕрентетчĕç. Шутсăр сивĕччĕ хĕлле. Саккăрмĕш класа Сиккассинчи вăтам шкула вĕренме кайрăм. Кайран Канашри педучилищĕре ăс пухрăм.

Пурнăç çăмăл килмен: çăкăр сахал панă. Пÿрте хутса ăшăтма вутне хамăрах хатĕрленĕ. Каникул вăхăтĕнче пурте ĕçе тухнă, октябрь уйăхĕнче кăна шкулта вĕрентме тытăннă.

Яманкасси ачисем питĕ юрататчĕç. Шкул хапхи умне тухса кĕтсе илетчĕç. Уроксем хыççăн киле çитичченех ăсатса яратчĕç. "Пирĕн учительница пекки Мускав ялĕнче те, Канашра та çук", – тетчĕç.

Виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн Канашра учительсен институчĕ уçăлчĕ. Унта икĕ çул вĕрентĕм. Мăкăр ялне ĕçлеме ячĕç. Пĕр хитре çар çыннипе паллашрăм. Питĕ чипер офицерччĕ. Качча тухса Украинăна пурăнма куçрăмăр. Упăшкана çар ĕçĕнчен хăтарнă пирки (сокращени) Патăрьелне таврăнтăмăр. Мăшăрăм пысăк ĕçре тăратчĕ. Анчах вăл сарăмсăр вилчĕ. Икĕ ачапа (асли виçĕ çултаччĕ, кĕçĕнни çулталăк çурăра) тăрса юлтăм.

Хамăн тăван яла таврăнтăм. Çавăнтанпа шкулта 48 çул ĕçлерĕм. Тăватă-пилĕк çул завуч та пулнă. 60 çулта шкул ĕçне пăрахрăм. Вăрçă çулĕсенче ĕçленĕшĕн мана медальсем парса чысланă, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ, – лăпкăн калаçать ватă учитель.

Лариса Ильинична каласа пани чуна тиврĕ. Вăл вăхăтра ачасем тăрăшса вĕренни, тирпейлĕ пулни (ачасем хăйсем тĕрленĕ кĕпесемпе çÿренĕ) шухăшлаттарчĕ.

Галина Семеновна патне те тулли кăмăлпах вĕçтерсе çитрĕм. Кăмпа пĕçерет иккен. Вăрманта (кукамайпа вăрмана çÿреме эпĕ хам та юрататăп) темиçе хутчен те тĕл пулнăччĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва тухни нумаях та мар-ха. Сиккасси вăтам шкулĕнче математикăна вĕрентнĕ. Мĕншĕн çак предмета суйласа илнĕ-ха вăл; Кун çинчен кулса каласа пачĕ. Пахчари ĕçсем пĕтмен пирки хĕрача пĕррехинче урок тăвайман. Учитель (Филипп Михайлович Михайлов шкул директорĕ) "1" (пĕрре) лартса панă, дневника амăшне кăтартма хушнă. Филипп Михайлович хăйĕн куккăшĕ – амăшĕн пиччĕшĕ – пулнине тин пĕлнĕ вăл. Питĕ намăс пулнă çакăншăн. Вара хăйне хăй пурпĕрех математика учителĕ пулатăп тесе сăмах панă.

Чăнах та, Галина Семеновна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Пĕр çул Шелттемре ĕçленĕ хыççăн Сиккасси шкулне куçнă. Çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и – ниме пăхмасăр ĕçе васканă. Пĕр мероприятие те хутшăнмасăр юлман.

Мĕн аса илет-ха унăн юлташĕ, чăваш чĕлхине вĕрентекен Е.Александрова;

– Пĕррехинче вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн районти комитечĕ йĕлтĕрпе чупакансен эстафетине ирттерчĕ. Эпĕ чылай кая юлса çитрĕм. Ман эстафета патаккине Семеновнăна памаллаччĕ. Мана пĕр чаплă йĕлтĕр сырнăскер хăваласа çитсе иртсе кайрĕ. Ну, пĕтет ĕнтĕ Семеновна, ун йĕлтĕрĕ те кивĕскер çеç, тесе кулянатăп. Мĕнле тапса сикрĕ – тăман çеç вĕçсе юлчĕ. Лешĕнчен самантрах иртсе кайрĕ, финиша малтан çитсе командăна çăлса хăварчĕ.

Вăйлă спортсменах пулнă пуль вăл. Лаша утланса çÿренине хам та курнă. Галина Семеновна ĕçсĕр тăма пултараймасть. Çĕлеме, çыхма шутсăр ăста. Павловсем выльăх-чĕрлĕх те нумай тытаççĕ. Пахчара та, пÿртре те илемлĕ чечексем ÿстереççĕ.

Математикăпа мĕн те пулин пулаймасть пулсан тÿрех Галина Семеновна патне çул тытатпăр. Вăл нихăçан та хирĕç мар, пулăшма яланах хатĕр.

Пĕлтĕр пирĕн шкулта йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту пулчĕ. Вăрманта хам умра пĕр ватă хĕрарăм вашлаттарса пынине курах кайрăм. Кам пулчĕ вара ку; Хам хĕр тантăшăн асламăшĕ пулах кайрĕ.

Антонина Дмитриевна Абаськина Сиккасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхине тата литературине вĕ-рентнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура, кăçал вăл 80 çул тултарчĕ. Çăмăл пулман унăн пурнăçĕ. Хăрушă вăрçă ăна ашшĕсĕр хăварнă. Хура-шур нумай тÿснĕ салтак ачи. Кил-çурчĕ те çунса кайнă. Амăшĕн ачисене пĕччен ура çине тăратмалла пулнă. Çук, çапса хуçайман ăна пурнăç синкерĕ. Институт вĕренсе пĕтерсе мĕн чухлĕ çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ панă, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшнă.

Канаш енĕм, манăн çуралнă сăпкам. Эп унăн сиплĕ шывне ĕçсе ÿсетĕп, таса сывлăшне сывлатăп. Эпĕ асăннă çынсем маншăн тĕслĕх пулса тăчĕç. Вĕсен ырă ятне ярас марччĕ. Вĕсен ĕçне малалла тăсасчĕ. Педагог профессине алла илесчĕ. Тăвалла çул çăмăлах пулмĕ, анчах малаллах талпăнасчĕ.

К.БИКМУХАМЕТОВА.

10-мĕш класс.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика