АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саламлама пысăк хăнасем килнĕ

26 октября 2012 г.

Ачча ялĕн ятлă-сумлă çыннисенчен пĕри В.Ефимов 75 çул тултарчĕ.

Владимир Ефимович 1937 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче хăй çут тĕнчене килни çинчен сассине панă. Вăл Ефимпа Мария Ивановсен çемйинче çуралнă. Пĕр тăвансем çиччĕн пулнă. Паянхи куна тăваттăшĕ пурăнать.

1944 çулта Володь пуçласа парта хушшине ларнă. Питĕ йывăр вăхăт пулнă ун чухне, хăрушă вăрçă кĕрленĕ. Начар тумпа çÿренĕ, тăраниччен апат çиеймен, киле панă ĕçсене кĕнекери йĕркесем хушшине çырнă. Уроксем хыççăн фронтран килекен хыпарсене хăвăртрах пĕлес тесе килĕсене çил пек вĕçтернĕ. Пĕчĕклех амăшĕпе пĕрле хирте ĕçленĕ: утă çулнă, тырă вырнă, сухаланă, акнă. Çичĕ класс вĕренсе пĕтерсен çамрăк каччă "Советская Армия" колхозра ĕçлеме тытăннă, малтан тракторист, кайран комбайнер пулăшуçи пулса. Хăлхи начар илтнипе ăна салтака илмен.

1962 çулта Ачча ялĕнче туй кĕрленĕ. Владимир кÿршĕ Кушăк ялĕн хĕрне Нинăна качча илнĕ. Çулталăкран ывăл çуралнă. Ăна ял Советĕнче Александр тесе çыртарнă. Çакăн хыççăн тата 6 ача Ефимовсене аттепе анне теме тытăннă. Вĕсем – Валентина, Ираида, Людмила, Любовь, Сергей тата Андрей. Пурне те вĕрентсе кăларса ура çине тăратнă. Кирпĕчрен купаласа пысăк çурт хăпартнă, хуралтăсем тунă. Мăшăрĕ, Нина Платоновна, 2007 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă.

Çулсем иртнĕçемĕн Владимир Ефимовичăн хăлхисем илтесси начарлансах пынă. Çавăнпа та унăн тракторист ĕçне пăрахма тивнĕ. Ăна инвалидлăх панă. Апла пулин те вăл кĕрĕк арки йăваласа ларма килĕшмен – сĕт-çу фермине выльăх пăхма кайнă. Çулла кĕтÿ кĕтнĕ, хĕлле куритесене утă-улăм валеçнĕ. Çав çулсенче ĕне сунă дояркăсенчен Владимир Ефимович ĕçленĕ чухне ĕнесем сĕт лайăх антарнă тенине халĕ те илтме пулать. Тăрăшулăхне, хастарлăхне Хисеп грамотисемпе палăртнă. 1997 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан Владимир Ефимович лаша туяннă. "Хам чĕрĕ чухне лаша тытăпах, кайран вара пĕтĕмпех ачамсенчен килет", – тенĕ ветеран. Вăл Сергей ывăлĕпе Ольга кинне хуçалăх ĕçĕсене тума, мăнукĕсене воспитани пама пулăшать. Ачисем аякра пурăнаççĕ пулин те, ашшĕ патне килсех тăраççĕ.

Владимир Ефимовича 75 çул тултарнă ятпа саламлама Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров, район тата хула администрацийĕсен пуç-лăхĕсем В.Софроновпа Р.Мясников, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Аввакумов пынă. Вĕсем хăйсемпе пĕрле республикăн патшалăх наградине илсе килнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче, шăпах Владимир Ефимович çуралнă кун, кăларнă 115-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕç-семшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Ачча ялĕнче пурăнакан В.Е.Ефимов пенсионера "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Пысăк хăнасем Владимир Ефимовича çак ята çирĕплетекен ĕнентерÿ хутне тата кăкăр çине çакса çÿремелли палла панă, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, ачисенчен, мăнукĕсенчен ыррине кăна курма суннă.

Л.ПАНТЕЛЕЙМОНОВА,

библиотека заведующийĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика