24 октября 2012 г.
Сентябрĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 19-мĕшĕччен районти пур вĕрентÿ учрежденийĕнче те "Полици тата ачасем" акци иртрĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен вара "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" икĕ уйăхлăх акци иртет.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче те ачасене кулленхи тимлĕхре тытас тĕллевпе "Çул çитмен çамрăк", "Условник" операцисем йĕркелетпĕр.
Çулталăк пуçланнăранпа çул çитменнисене преступлени тунă çĕре явăçтарнă 1 факт тупса палăртнă. Ку ĕç Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче пулса иртнĕ. Ниçта та ĕçлемен арçын ачана саккуна хирĕçле ĕç тума хистенĕ. Аслă Мами ялĕнче вара амăшĕ ачине тăтăш хĕненине палăртнă.
Ачасем йĕркене пăснă тĕслĕхсем нумайланни пурне те пăшăрхантарма кирлĕ. Чи малтанах, ашшĕ-амăшне. Вĕсем чылай чухне ачисем вăхăта ăçта, кампа тата мĕнле ирттернине те пĕлмеççĕ. Йĕркесĕр çемьесенче çитĕнекеннисем кăна мар, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнаканнисем те пуçтахланма кăмăллани палăрать. Акă, сăмахран, Вăтакас Кипеч шкулĕн вĕренекенĕ ашшĕпе тата амăшĕпе пĕрле пурăнать. Анчах килти лару-тăру лăпкă мар, ашшĕпе харкашнисем час-часах пулаççĕ. Кил пуçĕ ниçта та ĕçлеменни, ĕçкĕпе туслă пулни çемьери пурнăçа йывăрлатать. Çитĕннисем арçын ачан пурнăçĕпе интересленмеççĕ. Ăна хĕнени те пĕрре кăна мар пулнă. Çавăнпа та арçын ача уроксене тăтăш сиктернĕ. Тимлĕх уйăрни, юратни ачана кăна мар, çитĕннине те питех те кирлĕ-çке. Паллах, хăв никама та кирлĕ маррине туйса-ăнланса илсен кама çăмăл пултăр. Кунта та çаплах. Арçын ача 2011 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа çине-çинех темиçе преступлени тунă. Кашнинчех мĕн те пулин вăрланипе полици сотрудникĕсен аллине лекнĕ. Кивĕ тата Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕсенче те çакăн пек преступленисенех уçса палăртнă. Çул çитмен виçĕ çамрăк ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çуккипе вăрă ĕçне пикеннĕ.
Улталаса укçа туртса илесси те вăй илсе пырать çамрăксем хушшинче. Кун пекки Шăхасанти "Ивушка" магазин умĕнче пулнă. Унта Шăхасан ачисем ашкăннă. Уçырма вăтам шкулĕнче пĕр ача аслисем курман вырăнта хăйĕнчен кĕçĕнреххине хĕненĕ, унран пусмăрласа 200 тенкĕ укçа туртса илнĕ.
18 çула çитмен çамрăксем автотранспорт хатĕрĕпе çула тухса инкек курнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Акă, кăçалхи çулла Çĕрпÿ районĕчи Чурачăк ачи ВАЗ-21011 автомашинăпа çур çĕр тĕлнелле Асхва ялĕ çывăхĕнче аварие лекнĕ, пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Скутерпа инкеке лекекенсем мĕн чухлĕн тата!
Ашшĕ-амăшĕ, çитĕннисем, хăвăр çутă кун пилленĕ ачăрсене кăштах та пулин тимлĕх уйăрма пулатех пулĕ ĕнтĕ. Сирĕн ачăрсем вĕт-ха вĕсем. Вĕсен пуласлăхĕ нивушлĕ шухăшлаттармасть сире; Воспитани, вĕрентÿ, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ачăрсемпе тимлĕрех пулăр-ха. Ача лайăха курсан ырă енне туртăнать, начаррине курсан – япăхланать.
Л.АНТОНОВА,
çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор.