АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янкăлча Иркутск енчен те килсе кураççĕ

24 октября 2012 г.

Янкăлч шкулĕнчи музейăн пархатарлă ĕçĕсем çинчен эпĕ чылай илтнĕ, анчах унта çитсе курма ниепле те вăхăт тупаймарăм. Кăçал юпа уйăхĕн пĕр хĕвеллĕ кунĕнче çитрĕм-çитрĕмех Янкăлч шкулне. Тепĕр темиçе минутранах урок вĕçленчĕ, вара мана музей директорĕпе, химипе биологи учителĕпе Иванова Калиса Михайловнăпа паллаштарчĕç.

- Вăтам шкулта музей улттăмĕш çул ĕçлет ĕнтĕ, - терĕ Калиса Михайловна, калаçăва пуçласа. - Экскурсоводсем пулма эпир кадет класĕнче вĕренекен чи пултаруллă çамрăксене суйласа илтĕмĕр. Паян сире музейпа Люда Русскова, Катя Егорова, Таня Николаева, Виктор Филиппов, Дима Виноградов тата Миша Подилкин кадетсем паллаштарĕç.

Чăнах та, кадет формине тăхăннă яшсемпе хĕрсем мана музей çинчен вырăсла питĕ тĕплĕн, интереслĕ, хавхаланса каласа пачĕç. Вĕсене итлеме питĕ кăмăллă пулчĕ. Кайран вĕсене Калиса Михайловнăпа пĕрле сăн та ÿкертĕм. Анчах экскурсие тăван чĕлхепе, чăвашла ирттернĕ пулсан лайăхрах пулмĕччĕ-ши; Вырăссем килсен - вырăсла, чăвашсемпе - чăвашла. Тăван чĕлхене те манса каяс марччĕ... Юрĕ-ха кун çинчен...

- Калиса Михайловна, калăр-ха, çак музея уçасси мĕнрен пуçланса кайрĕ;

- Шкул юбилейне ирттерме - вăл 2006 çулта 125 çул тултарчĕ - хамăр ентеш, Раççей Геройĕ Николай Федорович Гаврилов тăван шкула вертолет парнелерĕ. Вертолечĕ пур - музейĕ çук. Вара пĕтĕм коллективпа шухăшласа, калаçса шкулта музей уçас терĕмĕр. Пĕр вĕрентÿ класне пушатса евроюсав турăмăр, экспонатсем валли витринăсем туянтăмăр.

- Класран музей тума укçа-тенкĕ чылай кирлĕ вĕт-ха. Ăçтан тупкаларăр;

- Николай Федорович хăй питĕ нумай пулăшрĕ. Витринăсене ачасемпе пĕрле илемлетрĕмĕр, пуянлатрăмăр, экспонатсем пуçтартăмăр. Ку пирĕн ĕçлекен музей. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче музейĕн 5 çулхи юбилейне паллă турăмăр.

- Пăхатăп та, сирĕн музей экспонатсемпе пуян. Манăн çакна пĕлес килет: Янкăлч ялĕ хăçан тата мĕнле пуçланса кайни çинчен калакан материалсем пур-и кунта;

- Пур. Кĕскен акă мĕн каласа пама пултаратăп: Янкăлч ялĕ 1553 çулта пуçланнă. Ваттисем каланă тăрăх тата архивсенче упранакан документсемпе килĕшÿллĕн Якутла Етлеев текен Хусан леш енчи чăваш юлташĕсемпе пĕрле çав çул кунта куçса килнĕ. Кунти вăрманлă хитре вырăн тутар чăвашĕсене кăмăла кайнă пулĕ çав. Пирĕн истори учителĕ пурччĕ - Николай Константинович Муратов. Пире те вĕрентнĕ-ха вăл. "Вăрман касса уй туса пурăнма пуçланă пирĕн яла пуçлакан çынсем", - тесе каласа панине паян кун та ас тăватăп. Хусан енчен куçса килнипе пулас, пĕрремĕш урамне те вĕсем "Хусан çи урамĕ" тесе ят панă. Ку урам халĕ те пур: "Хусан çи урамĕнче пурăнатпăр", - теççĕ унтисем. 1600 çулсенче Татмăш енчен çынсем куçса килме пуçланă. Вĕсем çырма леш енче пурăннă. Икĕ урамран пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ял пулса кайнă. 1891 çулта шкул уçнă ялта.

- Музейĕн пĕрремĕш экспоначĕ, вертолетсăр пуçне, мĕн пулчĕ-ха, Калиса Михайловна;

- О-о-о, ку питĕ интереслĕ япала - вымпел. Ăна пирĕн Героя Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2004 çулта "С уважением и благодарностью за работу Николаю Федоровичу Гаврилову" тесе хăй алă пусса панă.

- Экспонатсем кунта сирĕн темĕн чухлех. Мĕн çинчен каласа параççĕ-ха вĕсем;

- Музейри экспонатсене темиçе пая пайланă. Николай Гаврилов кашни çулах раштав уйăхĕнче Шупашкарта спорт ăмăртăвĕсем ирттерет. Пĕрремĕш пайра çак ăмăртусем çинчен калакан экспонатсем: наградăсем, парнесем, вымпелсем, тĕрлĕрен литература. Иккĕмĕш пайра шкул историне 1891 çултан пуçласа паянхи кун таранах каласа паратпăр. Малтан вăл чиркÿпе прихут шкулĕ пулнă. Унта пĕр учитель кăна вĕрентнĕ - Ефим Федорович Федоров. Шкула çывăхри ялсенчен 26 ача çÿренĕ...

- Чарсах ыйтам-ха: хăш-хăш ялсенчен çÿренĕ-ши;

- Таçтан та. Акă, республикăри питĕ паллă çын, академик, профессор, Чăваш Республикинчи сывлăха сывлас ĕç министерствине чылай çул хушши ертсе пынă Николай Григорьевич Григорьев Кайăкьялĕнчен çуран, çăпатапа çÿренĕ. Кун çинчен вăл хăй каласа панăччĕ кунта тĕл пулăва килсен. Тепĕр профессор Илья Егорович Илларионов та çав енченех. Куратăр-и, ĕлĕк çăпатапа çÿренĕ çынсем халĕ академик, профессор... Ачча, Çĕнĕ Ачча, Тури Юнтапа, Катек, Мăкăр, Чакаç, Вăрăмпуç, Пĕршенер, Анаткас Татмăш, Вăтакас Татмăш, Сивçырма, Савка... Ял ячĕсене асăнса та пĕтереес çук. Шăхасан шкулĕ чи ватă шкулсенчен пĕри, ăна 1819 çулта уçнă, пирăн шкул та ваттисен шутĕнче. Пирĕн шкула вăтам шкул шутне 1938 çулта кĕртнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче, 1942 çулта, 20 ача вăтам шкул пĕтерни çинчен аттестат илнĕ. Пирĕн шкулта 600 ача вĕреннĕ вăхăтсем те пулнă.

- Халĕ вара миçе ача вĕренет;

- Халĕ ача сахал, çĕре яхăн кăна. Ялсем ватăлса кайрĕç, çамрăксем хулана талпăнаççĕ, ача сахал çуратаççĕ.

Пирĕн шкулта вĕреннĕ паллă çынсемпе эпир мухтанатпăр, савăнатпăр. Шкула пĕр питĕ паллă директор ертсе пынă - физика учителĕ Смирнов Владимир Петрович. Хăй вăл Татмăшран, ăна паян кун та ырăпа кăна асăнаççĕ. Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене ăна ахальтен паман ĕнтĕ. Ун чухне ялта электричество пулман пирки вăл шкула движокпа çутă памалла тунă.

- Сирĕн тата тепĕр директор та пулнă вĕт-ха - Иванов Александр Иванович. Кунта киличчен вăл Сиккассинчи вăтам шкул директорĕ пулнă.

- Çак шкул çуртне тутараканни шăпах вăл пулнă та ĕнтĕ. Ун чухне шкул çурчĕсене лартма çăмăл пулман. Ăçта та пулин туса пĕтермен шкул пулнă пулсан, унта ĕçлеме Александр Ивановича янă. Малтан вăл Сиккассинче шкул тутарнă, унтан пирĕн патăмăрта, кайран - Вăтакас Кипечре. Пурнăçне те вăл çавăнтах вĕçлерĕ. Александр Иванович питĕ тăрăшуллă çынччĕ.

Музейăн тепĕр пайĕнче эпир Николай Гаврилов пурнăçĕ çинчен тĕплĕн каласа паратпăр. Шкулта вĕреннĕ чухнех вĕл хăйĕн пултарулăхĕпе, маттурлăхĕпе палăрса тăратчĕ. Спортпа питĕ интересленетчĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн вăл тÿрех Сызраньти çар авиаци училищине вĕренме кĕрет. Унăн икĕ шăллĕ, Сашăпа Сергей, каярахпа çак çар училищинченех вĕренсе тухаççĕ. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те подполковник.

Николай Федорович училищĕрен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухать, ăна Вăтам Азири пĕр республикăна яраççĕ. 2002 çулта вăл Раççей Геройĕ званине илме тивĕç пулать. Эпир ăна Афганистанра службăра тăнă вăхăтра тунă паттăрла ĕçшĕн çак звание панă пулĕ тесе шутланă. "Çук, - терĕ пире Николай Федорович шкула килсен, - урăх ĕçшĕн". Кашни килмессерен вăл пирĕн пата мĕнле те пулин интереслĕ япала илсе килет. Пирĕншĕн япали мар, хăй килни, ачасемпе тĕл пулни мĕне тăрать.

Тата тепĕр пая куçар-ха. Кунта эпир ялти паллă çынсем çинчен каласа паратпăр. Вĕсем хушшинче тава тивĕçлĕ ял ĕçченĕсем. Сăмахран, тава тивĕçлĕ зоотехник - Васильев Николай Васильевич. Вăл шкултан 1952 çулта вĕренсе тухнă. Нумай çул хушши КПСС парти Канаш райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче вăй хунă, районти "Мотор" колхоза ертсе пынă. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕç пулнă. Пĕррехинче районти ветерансемпе пĕрле вăл та пирĕн шкула килнĕччĕ. Хăй çинчен калакан материалсене кунта курсан вăл питĕ савăннăччĕ.

- Кунта сирĕн Василий Кроватьев комбайнер та пур-çке. Эпĕ ун çинчен тахçан "Коммунизмшăн" хаçатра материал çырнине те ас тăватăп.

- Василий Иванович халĕ тивĕçлĕ канура. Эпир унпа пĕр класра вĕреннĕ. Питĕ маттур механизатор пулнă.

Пирĕн ялтан тепĕр паллă çын - Краснов Юрий Ефремович тухнă. Районти "Гвардеец" колхоза хăй вăхăтĕнче питĕ чапа кăларчĕ, унтан район администрацине нумай çул ертсе пычĕ. Юрий Ефремович Хусанти химипе технологи институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Пурнăçне вара ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Питĕ пултаруллă çынччĕ. Шел, пурнăçĕ питĕ кĕске пулчĕ.

Ефремов Геннадий Алексеевич пирĕн шкултан 1974 çулта вĕренсе тухнă. Вăл Шупашкарти агрегат завочĕн хисеплĕ ветеранĕ, "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ металлургĕ" хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă.

Тава тивĕçлĕ çынсем çинчен каламалли нумай пирĕн. Кунтан вĕренсе тухнă Алексеев Сергей Владимировича 2009 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ят панă. Халĕ Сергей Владимирович республикăри шыçă чирĕсене сиплекен больницăра хирурги уйрăмне ертсе пырать.

Краснова Антонина Николаевна - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕ.

Васильева Зоя Андреевна - тава тивĕçлĕ суту-илÿ ĕçченĕ. Ĕмĕрĕпех ялти лавккара ĕçлесе, çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерсе Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне илме тивĕç пулнă. Тĕрлĕрен хисеп паллисем те унăн темĕн чухлех: "9-мĕш пилĕк çуллăх ударникĕ", "Коммунизмла ĕç ударникĕ", "Совет потребкоопераци отличникĕ". Ăна паян кун та ял халăхĕ хисеплет.

Феофанов Юрий Алексеевич - предприниматель, вăл та тава тивĕçлĕ ĕçсемпе мухтавлă. Малтан вăл Шупашкарта промышленность тракторĕсем кăларакан заводра ĕçлерĕ, халĕ резина атă, калуш кăларакан предприяти тытса тăрать. Спортсмен.

Мария Мироновна Гаврилова - пирĕн Геройăн тата икĕ подполковникăн амăшĕ. Хăй вăхăтĕнче Мария Мироновна ял Совет ĕçтăвкомĕн секретарĕ, председателĕ, колхоз бригадирĕ пулнă. Вăл 1973 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ илме тивĕçлĕ пулчĕ. Ял халăхĕ унпа тивĕçлипе мухтанать.

Сергеев Иван Сергеевич пирĕн шкултан 1957 çулта вĕренсе тухнă, нумай вăхăт хушши Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхне ертсе пынă. Ăна Раççейăн тата Чăваш Республикин "Тава тивĕçлĕ вăрманçи" ятсем панă. Анчахрах вăл пирĕн патăрта тĕл пулура пулчĕ, эпир ăна "Раççейре тава тивĕçлĕ вăрманçăсем миçе-ши;" - тесе ыйту патăмăр. "Улттăн, - терĕ, - çав ултă çынран виççĕшĕ пурăнаççĕ".

Тата тепĕр тава тивĕçлĕ çын вăл - Архипов Анатолий Николаевич, Шупашкарти юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕ.

- Калиса Михайловна, сирĕн пата ютран килсе куракансем çук-и;

- Такам та килет. Сăмахран, иртнĕ эрнере кăна Пенза облаçĕнчи вĕрентÿ министерствин делегацийĕ килсе кайрĕ. Делегаци членĕсем пирĕн шкулпа музей çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас енĕпе мĕнле ĕçленипе паллашрĕç, музея кĕрсе тĕлĕнчĕç. Нумаях пулмасть Иркутск тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем килсе кайрĕç. Вĕсем пирĕн музейпа паллашса тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. "Кун пек пĕчĕк ялта та лайăх музей пур", - терĕç.

- Янкăлча мĕнле лекнĕ-ха таçта инçетре пурăнакан чăвашсем;

- Вĕсен асламăшĕсем çакăнта, Янкăлчра çуралса ÿснĕ. Халĕ хăйсем те пенсире, ку таранччен те Чăваш çĕршывне килсе курман. Тата мĕн тĕлĕнтерчĕ пире: вĕсем виççĕмĕш космонавт Андриан Григорьевич Николаев çинчен нимĕн те пĕлмеççĕ. Илтмен те терĕç.

Ытти районсенчен ачасем нумай килеççĕ, пирĕн районти шкулсенчен пуринчен те тенĕ пекех кунта пулса курнă.

- Республикăри шкулсенче сирĕнни пек музейсем нумаях мар пулмалла...

- Кунта эпир хамăр шкултан вĕренсе тухнă паллă çынсем çинчен каласа паратпăр. Йĕри-тавраран килекен çынсене çакă питĕ интереслĕ пулмалла. Ачасем музея курма килсен малтан музей гимнне юрлаттаратпăр. Унтан музей экспоначĕсемпе тĕплĕн паллаштаратпăр, каярахпа шкула парнеленĕ вертолета кăтартма илсе каятпăр. Унăн кабининче те выставка пур. Унта мĕнле-мĕнле вертолет пулни çинчен пĕлме пулать. Сăмахран, пушар сÿнтерекенни, васкавлă пулăшу параканни, вертолет-госпиталь тата ытти те. Унтах парашют пур - тĕрлĕрен парашют çинчен каласа паратпăр. Кунта килекенсем пурте тенĕ пекех вертолет умĕнче сăн ÿкерттереççĕ, вара сывпуллашса тухса каяççĕ.

- Калиса Михайловна, сирĕн директор Çурçĕр полюсне кайса килни çинчен те илтнĕччĕ...

- Ун пекки пулнă. 2007 çулта. Ун чухне шкул директорĕ пулса Егоров Николай Егорович ĕçлетчĕ. Халĕ вăл кадетсемпе ĕçлет-ха, пĕр выпуск кăларчĕ те ĕнтĕ. "Çĕрле 11 сехетре, - каласа паратчĕ пире Николай Егорович, - Мускавран шăнкăравлаççĕ". Николай Гаврилов Герой иккен. "Николай Егорович, не желаешь на Северный полюс полететь;" - тесе ыйтать тет. "Разве можно;" - тесе калатăп тет. "Нужно!" - тесе хуравлать тет лешĕ. Ку тепĕр кунне районти вĕрентÿ управленине каять. Управлени пуçлăхне Юрий Серафимович Алексеева пулас çул çÿрев пирки пĕлтерет: "Унта кайма кăçатă кирлĕ мана". "Манăн унтти пур, çавна тăхăнса кай", - тет Юрий Серафимович.

Мускавран малтан самолетпа, Çурçĕр полюсне çити вертолетпа каяççĕ. Унта кайса килсен Николай Егорович хăйĕн çул çÿревĕ çинчен пире питĕ тĕплĕн каласа панăччĕ. Полюса кайса килнĕ унттине вĕрентÿ пайĕн пуçлăхне пама каять пирĕн директор. "Ку унттине урăх тăхăнмастăп, пăтаран çакса хуратăп та, тăтăр çакăнса экспонат пек", - терĕ тет Юрий Серафимович. Çав çулах Николай Гаврилов Николай Егоровича Çурçĕр полюсне кайса килни çинчен сертификат илсе килсе парать. Вуласах парам-ха: "Настоящий сертификат подтверждает, что Егоров Николай Егорович достиг Северного полюса в составе юбилейной экспедиции авиации ФСБ России при участии Международного фонда поддержки ветеранов Арктики и Антарктики "Полюс" 22 апреля 2007 года". Халĕ çак сертификат пирĕн музейра упранать.

- Тата мĕнле интереслĕ экспонат çинчен каласа пама пулать;

- Пирĕн музейра питĕ тĕлĕнмелле япала - хрустальтен тунă шăнкăрав упранать. Вăл "Известие о Беслане" ятлă. Ăна Николай Гаврилов хăйĕн юлташĕпе, Юрий Торшинпа, вĕренÿ çулĕ пуçланнă кун - 2007 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче парнелерĕ. Эпир ун чухне шăпах кадет класне уçнăччĕ - Канаш районĕнчи пĕрремĕш кадет класĕ. Мĕншĕн парнелерĕ-ши çак шăнкăрава пире Раççей Геройĕ; Ку хрустальтен ăсталанă иккĕмĕш шăнкăрав. Пĕрремĕшĕ, Николай Федорович хăй каласа панă тăрăх, ФСБн истори музейĕнче упранать. Виççĕмĕш шăнкăравне Беслана сентябрĕн 1-мĕшĕнче илсе кайса панă. Пĕлетĕр пулĕ, 2004 çулта Çурçĕр Кавказра Беслан хулинче сентябрĕн 1-мĕшĕнче 1-мĕш шкулта пулнă теракт çинчен пĕлтерекен шăнкăрав ку. Ун чухне террористсем шкулăн спорт залне 1200 çынна хупса хунă. Вĕсене хăтарма хутшăннисен хушшинче Николай Гавриловпа Юрий Торшин та пулнă. Çак экспонатпа эпир класс сехечĕсем ирттернĕ, ун çинчен ытти çĕртен килекен шкул ачисене те каласа паратпăр. Питĕ хумхануллă самант ку.

Пирĕн пата Николай Федорович нихăçан та пушă алăпа килмест. Унăн мăшăрĕ те пирĕн шкула Санкт-Петербургри музейсем çинчен питĕ пуян дисксем парнелерĕ. Унта мĕн тĕрлĕ музей кăна çук пулĕ. Эпир çак дисксемпе уроксенче усă куратпăр. Паян та информаци сехетĕнче 10 минут хушши пĕр музея "кĕрсе тухрăмăр".

Музейра конкурссем, куравсем ирттеретпĕр. Сăмахран, нарăс уйăхĕнче çĕршыв хÿтĕлевçисене чысласа "Манăн тăвансем - çĕршыв хÿтĕлевçисем" темăпа фотоконкурс ирттертĕмĕр. Икĕ лайăх ĕçе музейра хăварас терĕмĕр.

Тата тепĕр интереслĕ курав ирттертĕмĕр кунта. Юнашар ларакан Сивçырма пĕчĕк ял кăна пулин те, вăл мухтавлă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри - Яковлев Михаил Яковлевич генерал-лейтенант, халĕ Мускавра пурăнать, тивĕçлĕ канура. Тата тепĕр интереслĕ çемье пур унта - Федоровсен çемйи. Арăмĕ те, упăшки те пирĕн шкултан вĕренсе тухнă. Халĕ вĕсем çамрăк çынсем те мар, Валентина Михайловна халĕ те пуканелле "выляма" юратать. Шкула выставкăна вăл ăсталанă 20 ытла пукане илсе килтĕмĕр: кашнин расна чăваш тумтирĕ, чăваш тĕрри, пуçа тăхăнмалли тĕрлĕрен тухья. Вăт çавăн пек тĕлĕнмелли ăстасем пур пирĕн таврара.

- Упăшки мĕнпе интересленет;

- Вăл та творчествăллă, пултаруллă çын. Вăл ĕлĕкхи-авалхи укçасене, наградăсене, значоксене пуçтарать. Пире вĕсем çав альбома виçĕ кунлăха пачĕç. Ачасем савăнсах паллашрĕç нумизматика экспоначĕсемпе, килекен хăнасем те питĕ интересленчĕç.

Ку ялтах пĕр тăван Петровсем - Валерий Васильевичпа Вячеслав Васильевич пурăнаççĕ. Вячеслав Петров - "Восход" ООО ертÿçи, Валерий Петров тивĕçлĕ канăва тухиччен районти милици уйрăмĕнче следстви пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Вĕсем музея укçа-тенкĕпе те, экспонатсем енĕпе те питĕ пулăшаççĕ. Валерий Васильевичăн кĕçĕн ывăлĕ Андрей пире снаряд ванчăкĕ илсе килсе пачĕ. Ăна вĕсем килти пусса тасатнă чухне тупнă. Çак снаряд ванчăкĕпе тĕпчев ĕçĕ ирттертĕмĕр те, республикăри конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Мĕн пĕлтĕмĕр-ха эпир; Иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче Янкăлч ялĕ патĕнче полигон пулнă. Унта вăрçă уй-хирĕсенчен вăхăтлăха тухнă çар чаçĕсем çамрăксене çара кайма хатĕрлесе ученисем ирттернĕ иккен.

Валерий Васильевичсемех музея тепĕр экспонат - мамонт шăмми илсе килсе панă. Вĕсем ăна кĕтÿ кĕтме кайсан Вăрăм шывĕнче тупнă. Республикăри музей лабораторийĕнче тĕрĕслеттерсен пире çак шăмă "осколок бедренной кости древнего мамонта" тесе заключени панă.

- Калиса Михайловна, сирĕн музей, чăнах та, экспонатсемпе питĕ пуян. Эсир кунта куравсем, конкурссем, тĕл пулусем ирттерсе çамрăксене воспитани парас енĕпе питĕ пархатарлă ĕç тăватăр. Малашне те сире çак ĕçе тивĕçлĕ шайра тытса пыма ăнăçу сунатăп.

- Тавах ырă сăмахшăн.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика