24 октября 2012 г.
Канаш районне 1927 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Вăл Чăваш Республикин варринче вырнаçнă. Унта 108 ял, 42 пин ытла çын пурăнать. Вĕсенчен 97 проценчĕ – чăвашсем. Район центрĕ – Канаш хули.
Канаш – кашниншĕн илĕртÿллĕ хула. Унта каяс килсех тăрать. Канашри лавккасенче хăвна мĕн кирлине яланах тупма пулать. Нумай хутлă илемлĕ çуртсем, чечек клумбисем, канупа культура паркĕ, хула тата ял хуçалăх пасарĕсем, чукун çул тата автобус вокзалĕсем, культура керменĕ куçа илĕртеççĕ. Мĕн чухлĕ халăх, тĕрлĕ тĕслĕ машинăсем. Кĕскен каласан, унта пурнăç вĕресе тăрать.
Хамăр районта пулса иртекен çитĕнÿсем чуна хăпартлантараççĕ. Уйрăмах çĕ-нĕрен те çĕнĕ шкул çурчĕсем çĕкленни. Юлашки çулсенче Ухманта, Шăхасанта, Аччара, Шаккăлта çĕнĕ шкулсем туса лартрĕç. Кăçал эпĕ ăс пухакан Атнаш шкулне те тĕпрен юсарĕç. Халĕ эпир çĕнĕ спорт залĕнче сывлăха çирĕплететпĕр. Кашни эрнерех Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕн бассейнĕнче шывра ишсе савăнатпăр, кунта ирттерекен тĕрлĕ ăмăртăва хаваспах хутшăнатпăр. ФСКра эпир хамăр районти ытти шкулсенче вĕренекенсемпе паллашатпăр, çĕнĕ туссем тупатпăр.
Ялти пурнăç самаях улшăнчĕ. Кашни киле тенĕ пекех çут çанталăк газĕ ăшăтать, чылайăшĕнче шыв пăрăхпа кĕрет, вĕри шыв та пур, интернет ĕçлет. Чирлесе ÿксен медицина пуктĕнче пулăшу параççĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче сывалма пулать. Канăва культура çуртĕнче, библиотекăра усăллă ирттерме пур услови те пур. Вăрçă ветеранĕсене, салтак арăмĕсене, тăлăхсене патшалăх тÿлевсĕрех çурт лартса парать е хваттер илме пулăшать. Тин кăна аслă шкултан вĕренсе тухнисене те пулăшусăр хăвармаççĕ. Пултаруллă, ăслă çамрăк специалистсем ялтах юлччăр тесе тивĕçлĕ пурнăç условийĕсем туса пама тăрăшаççĕ.
Канаш ене çÿле çĕклекенсем те сахал мар. Вĕсене каласа та пĕтереес çук. Анатолий Кипеч пек ăсчахсем, çыравçăсем, общество деятелĕсем, Светлана Асамат пек юрăçсем,сăвăçсем, композиторсем. Совет Союзĕн Геройĕ Антон Петров пек хаяр вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă çар çыннисем. Вĕсемпе эпир мăнаçланатпăр, мухтанатпăр, вĕсенчен ырă тĕслĕх илетпĕр.
Çеçпĕл Мишши хăех мĕне тăрать тата! Çулсем иртнĕçемĕн унăн ячĕ хăватлансах пырать. Пултарулăхĕпе чăвашра кăна мар, ытти çĕрте те интересленеççĕ,тĕлĕнеççĕ. Авалхи чăвашсем тĕшмĕшлĕ çынсем пулнă, нумай турра ĕненнĕ. Вырăсла вĕсене язычниксем тенĕ. Сăмах вăйĕпе чир-чĕртен сыватнă, сурансене сипленĕ, усал-тĕсĕлтен тасатнă, пуç çавăрнă, йăла-йĕркесем ирттернĕ. Чăвашсем хушшинче чăн-чăн чĕлхеçĕсем пулнă, вĕсенчен пĕри – Çеçпĕл Мишшин кукашшĕ. Вăл шыв, вут, çĕр, тимĕр чĕлхисене пĕлнĕ. Çак ăслă арçын калмаксем, сăвапсем, кĕлĕсем каланă. Кукашшĕн чĕлхине ăша хывнăран мар-ши Мишша сăввисем ытла та хăйне евĕрлĕ янраççĕ, вĕсенче хальхи çыннăн калаçăвĕнче усă курман сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсем тĕл пулаççĕ. Сăмахран, инçе çинçе уйра уяр карталанса чăлтăртатать, енчен енне çупса чупать, е тата, кăвак çутăран шăратнă ака пуç туртийĕ хушшипе хĕвел вылять.
Çеçпĕл чăваш халăхне парнелесе хăварнă сăвăсенче хамăр тăван чĕлхен чăн-чăн пуянлăхĕ, илемлĕхĕ, вăйĕ курăнать. Унăн хайлавĕсем вара вĕрÿ-суру чĕлхи пекех чăваш çыннисене ирсĕр кивĕ йăласенчен хăтăлма, çĕннишĕн çунма вĕрентеççĕ. Çеçпĕл сăввисене хумханмасăр вулама çук, вĕсем чуна хускатаççĕ, мĕншĕн тесен пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр хăйĕн сăввисене пысăк туйăмпа шăрçаланă, кашни сăввинчех чăн сăмах каланă. "Эпир телейлĕ çынсем, мĕншĕн тесен пирĕн Çеçпĕл пур", - тенĕ Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Н.В.Федоров.
Атнаш – Канаш районĕн пĕчĕк пайĕ, Шăхасантан инçех мар вырнаçнă, юнашарах Çавал шывĕ лăпкăн юхать. Ялăм пĕчĕк пулин те, вăл тăван республика, çĕршыв чапĕшĕн ĕçлекен ятлă-сумлă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри – Василий Филиппович Каховский. Чăваш археологине, чăваш халăхĕн этника историне, чăвашсен Вăтам Ази тата Урал тăрăхĕнчи халăхсем хушшинчи этнокультура çыхăнăвĕсене тĕпченĕ ăсчаха Раççей тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ.
Пирĕн ялта Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Евдокимов çут тĕнчене килнĕ. Сцена çинче вăл 150 роле яхăн калăпланă. СССР художниксен Союзĕн членĕн Николай Николаевăн, паллă ÿнерçĕн Геннадий Захаров пейзажистăн ячĕсем инçете кайнă. Çак çынсем – Атнаш ялĕн чапĕ. Вĕсем ку ялта çуралса ÿснĕ, малашне пурăнмалăх кунта вăй илнĕ, Атнаш урамĕсемпе утнă, уçă сывлăшĕпе сывланă, Атнаш çăл куçĕсенчен таса та сиплĕ шыва ĕçнĕ, улăх-çаран тăрăх çарран чупнă, Çавалта шыва кĕнĕ, тăван тавралăх илемĕпе киленнĕ.
Атнаш шкулĕнче Каховский пек тарăн пĕлÿ илес тесе çунакансем те, Евдокимов артист пек хавхаланса выляс, Захаров пек ăста ÿкерес, Олег Самана пек юрлама пултарас текенсем те пур. Сăвă-калав çырма кăмăллакансем те сахал мар.
Женя ИВАНОВ,
9-мĕш класра вĕренекен.