АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтĕрхинчен нумайрах çуралнă

24 октября 2012 г.

Район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пай кăçалхи тăхăр уйăхра тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Январь- сентябрь уйăхĕсенче çынсен кун-çулĕпе çыхăннă 1126 çыру ĕçĕ пурнăçланă: 382 (пĕлтĕр – 333) ача çуралнине, 103 çĕнĕ çемье (2011 çулта – 139) чăмăртаннине, 67 çемье (иртнĕ çулта 61) арканнине, 65 (68) ашшĕ хăйсен ачине йышăннине, 1 ачана усрава илнине, 6 çын ашшĕ-амăшĕ хунă ята ылмаштарнине тата 502 (пĕлтĕр – 499) çын пурнăçран уйрăлнине регистрациленĕ.

Раççей гражданинĕн чи пĕрремĕш докуменчĕ – ача çуралнине ĕнентерекен хут. Ăна кăçал 381 ашшĕ-амăшĕ алла илчĕ. Çапла вара пирĕн йыш çакăн чухлĕ пепкепе пуянланчĕ, пĕл-тĕрхинчен 49 ача нумайрах çуралчĕ. Икĕ çемьере йĕкĕрешсем ÿсеççĕ.

Канаш çĕрĕ çинче 103 хутчен туй кĕрлерĕ. Иртнĕ çул кун пек савăнăçлă туй-çуй уявĕ ытларах пулнăччĕ.

Çемьесем арканни, шел те, савăнтаракан пулăмах мар. Пĕр-ик çул пĕрле пурăннисем анчах мар, 10-20 çул пурăнса ача-пăча çуратса ÿстернисем те уйăрма ыйтса заявлени çыраççĕ.

66 арçыннăн ашшĕ туйăмĕ вăранни, паллах, ырă шанăç кÿрет. Ачан ашшĕ те, амăшĕ те çумра пулсан вăл ырăрах, çепĕçрех пулать, хăйне те канлĕ туять. Çапла майпа районта тулли мар çемьесен шучĕ кăштах кăна чакрĕ.

Çын тĕрлĕрен пулать. Пĕрне, ав, ашшĕпе амăшĕ панă ят килĕшмест. Кун пеккисем час-часах пулаççĕ. Кăçал, сăмахран, кунашкал шухăш 6 çыннăн пуçне пырса кĕнĕ. Вĕсем хăйсем ку таранччен çÿренĕ ятсене ылмаштарса çĕнĕрен документ илчĕç.

Вилекенсен йышĕ çуралакансемпе танлаштарсан çав-çавах пысăк. Районти ЗАГС пайĕ кăçал 502 çын пурнăçран уйрăлса кайнине шута илнĕ. Питĕ пысăк цифра вĕт-ха ку. Вилĕм сăлтавĕ тĕрлĕрен: чирлесе вилнисем те, инкеке лексе те, эрехе "ытараймасăр" вилекенсем те йышлă.

Тăхăр уйăхра пĕтĕмпе документсене улшăнусем кĕртме ыйтнă 184 заявление пăхса тухнă, 1263 справка, граждан тăрăмĕн акчĕсене регистрациленине ĕнентерекен хута 583 çынна тепĕр хут çырса панă.

Граждансене вăл е ку ыйтупа консультаци парассине те пысăк тимлĕх уйăратпăр.

И.СЕРГЕЕВА,

районти ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика