24 октября 2012 г.
Хуçалăхсен тата Статуправленин Канашри филиалĕн даннăйĕсем тăрăх районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ. 11880 гектар çинчен 23633 тонна çапса илнĕ. Гектарăн вăтам тухăçĕ – бункер виçипе 20,1 центнер. Кĕрхи тулă гектартан – 9,5, кĕрхи ыраш 10 центнер тухнă, çурхи тулă, урпа, сĕлĕ – 20-шер центнер ытла. "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн гектар тухăçĕ чи пысăкки – 25,4 центнер. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн çак кăтарту – 24,7, "АСК – Канаш" пĕрлĕхĕн – 21, "Цивиль" хуçалăхăн – 19,2, "Ямашевская" агрофирмăн – 19, "Хучелĕн" – 18,6 центнер. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче И.Лукияновпа И.Протасовăн – 24,2-шер центнер. А.Кондратьев гектартан 21,3, В.Никонов 21, Э.Шамуков 18,5 центнер пухса кĕртнĕ. 15 центнертан сахалрах илнисен шутĕнче – "Родина" тата
"Путь Ленина" ял хуçалăх производство кооперативĕсем, "Родник", "Мария" тата "Агробизнес" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем.
Çĕр улми 685 гектар лартса хăварнă. Çав шутран 280-ăшне фермерсем. Гектарăн вăтам тухăçĕ – 210 центнер. "АСК Канаш" çулсерен тухăçлă çĕр улми çитĕнтерет. Кăçал гектартан 299,8 центнер пухса кĕртнĕ. Çак кăтарту "Победит" пĕрлĕхĕн – 280 центнер, О.Шпаков хресчен (фермер) хуçалăхĕн – 250 центнер, Г.Самаринăн – 220, А.Маловăн – 200, "Цивиль" хуçалăхăн – 210 центнер.
Районта пахча çимĕç анисем – 17 гектар. Купăстасăр пуçне пурне те пухса кĕртнĕ. Киров ячĕллĕ кооператив 159 гектар, "Родина" – 40, Ю.Сергеев хресчен (фермер) хуçалăхĕ 30 гектар куккурус ÿстернĕ. Асăннă икĕ хуçалăхра силос культурине пуçтарса кĕртнĕ, Ю.Сергеев хуçалăхĕнче çак ĕçе пуçăнман та-ха.
Килес çулхи тухăç валли районта кĕрхи культурăсем акма 5811 гектар планланă. Кĕр аки 3419 гектар (планăн 59 проценчĕ) çинче тунă. Республикăн çак енĕпе кăтартăвĕ – 69 процент. "Цивиль", "Хучель", "Победит", "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, Киров ячĕллĕ, "Путь Ленина" ял хуçалăх производство кооперативĕсем, Э.Шамуков, И.Протасов тата И.Лукиянов хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 100 проценчĕпех вăхăтра акса хăварнă. "Янишево", "Воланд", "Восток", "Родина", "Родник", "Маяк" тата "Аталану" пĕрлĕхсем пĕр гектар та акман. Çĕртме 10100 гектар çинче тунă. Ку – палăртнин 63 проценчĕ. Ку енĕпе "Цивиль", "Восход", "Хучель", "Ямашевская агрофирма", "Агат" пĕрлĕхсем тата Киров ячĕллĕ кооператив лайăх ĕçлеççĕ.
Кăçал пушă выртакан 3609 гектар çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă. Анчах та çак ĕçе хальлĕхе 404 гектар çинче кăна тунă-ха. Ку ĕç малалла пырать. Асхва, Вăтакас Кипеч, Ăвăспÿрт Кипеч, Ухман, Шаккăл тата Ямаш ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи çĕрсем хуçисене кĕтеççĕ. Тупăнаççех ĕнтĕ вĕсем.
Кĕрхи культурăсем акмалли плана пурнăçламаннине кура килес çул çурхи культурăсене 11700 гектар акма тивет. Пĕтĕмпе 2450 тонна вăрлăх хатĕрлемелле. Паянхи кун тĕлне планăн 94 процентне хывса хăварнă. Вăрлăха "Россельхозцентр" патшалăх учрежденине тĕрĕслеме тăратассине вăраха ямалла мар. Хальлĕхе "Агробизнес", "Родина", Ямашевская", "АСК Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенчен, В.Никонов, Ю.Сергеев, А.Кондратьев, Э.Шамуков хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен пĕр пĕрчĕ те пырса кĕмен-ха.
В.АЛЕКСЕЕВ.