АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача ăçта çÿренине пĕлмеллех

19 октября 2012 г.

Çулталăк пуçланнăранпа çул çитмен çамрăксем саккуна хирĕçле тунă 15 ĕçе шута илнĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта ачасем 5 преступлени тунине регистрациленĕ пулнă. Вĕсенчен 5 преступлени йывăррисен шутне кĕреççĕ, йывăрах маррисем - 8. Обществăлла вырăнта йĕркене пăсасси самаях ÿснĕ. Шута илнĕ мĕн пур преступленирен ачасене тивекен преступноç шайĕ 6,7 (пĕлтĕр – 2,3 проц.) процентпа танлашать, республикăра – 4,6 процент.

Преступлени тунă çĕре пĕтĕмпе 11 ача хутшăннă, ÿсĕмсем тăрăх илес пулсан 16-17 çулти çамрăксем ытларах пуçтахланаççĕ. Çул çитмен 3 çамрăк саккуна хирĕçле ĕç тунă чухне ÿсĕр пулнă.

Ачасем тунă преступленисен шучĕ ÿсни мĕнпе çыхăннă-ха; 2012 çулта учета илнĕ фактсенчен 7-шне пĕлтĕр тунă, анчах уголовлă ĕçсене суда кăçал тин ярса панă. Кунсăр пуçне 2 преступление пирĕн районта пурăнман ачасем тунă. Çулталăк пуçланнăранпа ушкăнпа 4 преступлени, ачасем çитĕннисемпе пĕрле 4 преступлени тунă. Çаратнă (10 факт), улталаса укçа туртса илнĕ (2) тĕслĕхсем ытларах пулнă.

Январь-сентябрь уйăхĕсенче 19 ачана (пĕлтĕр – 32) районти шалти ĕçсен пайĕнче учета илнĕ, 21 (28) çамрăка учетран кăларнă. Çул çитмен 16 çамрăка тата 176 ашшĕ-амăшне административлă йĕркепе явап тыттарнă. Çавăн пекех ачасене сăра-эрех сутнăшăн 3 çынна, пирус сутнăшăн 2 çынна штраф тÿлеттернĕ.

Паян районти полици органĕсенче йĕркесĕр 23 (иртнĕ çулта 18) çемье учетра тăрать. Çав çемьесенче 52 ача çитĕнет. Отчетлă тапхăрта 4 çемьене профилактика учетне тăратнă. Ашшĕ-амăш правинчен хăтарма 6 материал хатĕрленĕ, суд вĕсене пурне те тивĕçтернĕ.

Ачасем усал ĕçсем ан туччăр, çапкаланса ан çÿреччĕр тесе полицин ытти подразделенийĕсемпе, вĕрентÿ, сывлăх сыхлав учрежденийĕсен ĕçченĕсемпе пĕрле ачасемпе шкулсенче тăтăшах калаçу сехечĕсем ирттеретпĕр, ашшĕ-амăш пухăвĕсенче вăл е ку саккуна пăссан ачасене, ашшĕ-амăшне мĕнле яваплăх тивни çинчен ăнлантаратпăр пулин те, хăшĕсем пирĕн сăмахсене хăлхана та чикменни куç кĕрет. Ача воспитани çемьере илет. Çавăнпа та вăл мĕнле çын пуласси, унăн кăмăл-сипечĕ, чи малтанах, çемьере никĕсленет. Ача преступлени турĕ тĕк ытларах чухне айăпа шкул, урам çине йăвантарма пăхаççĕ. Çук ĕнтĕ, кунта, паллах, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхе çухатмалла мар. "Эпĕ ĕçре пулнă та, ача мĕн туса çÿренине ăçтан пĕлес;" – тенине те илтме хăнăхрăмăр эпир. Ачана çамрăклах ĕçе явăçтарсан, мĕнле те пулин кружока е спорт секцине çырăнтарсан унăн преступлени тăвасси мар, урăх интерес мала тухать.

Л.АНТОНОВА,

çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика