АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв Ял хуçалăх микрорайонне çитрĕ

19 октября 2012 г.

Тăван çĕршывăн сенкер тÿпи, уçă сывлăшĕ, уй-хирĕ, улăхĕ-çаранĕ, Атăлĕ-Çавалĕ, юманлăхĕпе шĕшкĕлĕхĕ... Пурнăçра ăру хыççăн ăру иртет, пĕр ăру çухалать, тепри çуралать. Вĕсен пурин те ăс-пуç пуянлăхĕ чĕлхере упранса юлать. Халăх юрри-сăввинче, юмах-халапĕнче, сăмахлăхĕнче кашни çыншăнах Тăван çĕршыв чи хакли пулни уйрăмах уççăн палăрса тăрать.

Шăхасан салинче çулсеренех урам уявне ирттересси йăлана кĕрсе çирĕпленчĕ. Иртнĕ çулсенче Киров, Николаев, Çеçпĕл, Советсен урамĕсен уявне йĕркелесе ирттернĕ. Кăçалхи çул черет "Сельхозтехника" микрорайона çитрĕ. Çак уява ялти культура ĕçченĕсем халăхсем ыйтнипе йĕркелесе пыраççĕ: районти тĕп библиотекăн пай пуçлăхĕпе Л.Егоровăпа Шăхасан салинчи культура çуртĕнчи илемлĕ пултарулăх ертÿçи И.Петрова. Хулара пурăнакан ентешсем çак уява килме уйрăмах кăмăллаççĕ. Куçа илĕртекен илемлĕ тĕрĕллĕ ал шăллисенчен тата ытти япаласенчен курав тата сала, урам историйĕпе унта пурăнакан паллă çынсем çинчен фотостендсем йĕркелетпĕр.

Илемлĕ вырăнта вырнаçнă Сельхозтехника урамĕ. Юнашар – пысăках мар хыр вăрманĕ, инçех мар Кĕçĕн Çавал.

Вун çичĕ сехет тĕлнелле халăх пухăнса çитрĕ. Шăхасан ял тăрăхне ертсе пыракансем уява уçнă май пурне те ăшшăн саламларĕç. Çамрăксене хастар пулма, тăван урам, сала пуласлăхĕшĕн тăрăшма, культура ĕçченĕсене пулăшса пыма сĕнчĕç. Чи маттуррисене тав çырăвĕсем, хисеп хучĕсем, парнесем парса хавхалантарчĕç. Уявра урамри чи ватă тата чи çамрăк çынсене чыслани те кăмăллă пулăм. Çак чыса Анастасия Федоровна Дюкина (21.01.1927) тата кăçал çеç çуралнă Дмитрий Иванов пепке тивĕçрĕç.

Р.Рябчикова Сельхозтехникăн пуян историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Роза Пантелеймоновна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене те, вăрçăра аманса килнисене те аса илчĕ. Вĕсен йышĕнче И.Никонов, А.Гусаров, И.Северов, И.Белорусов. Хальхи вăхăтра пурăнакан ятлă-сумлă çынсен ячĕсене те аса илчĕ, вĕсен шутĕнче педагогсем, медицина ĕçченĕсем. Шăхасан ялĕн тата районăн хисеплĕ гражданинĕ, вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Алексей Егорович Смирнов пурăннă ку урамра. Уява Алексей Егоровичăн Мускав хулинче пурăнакан ывăлĕ Анатолий Алексеевич килсе çитрĕ. Вăл хăй ачалăхне аса илчĕ, ачасене спортпа туслă пулма сĕнчĕ. Анатолий Алексеевич – запасри офицер, Мускав облаçĕнче пурăнать. Кунта пурăнакансене уяв ячĕпе саламларĕ, спортпа туслисене футбол меччи парнелерĕ.

Районти тĕп библиотекăн пай пуçлăхĕ Л.Егорова нумай вулакан Григорьевсен çемйине палăртса хăварчĕ, асăнмалăх пĕчĕк парне пачĕ.

Нумаях та вăхăт иртмерĕ "Парчар" фольклор ушкăнĕ, "Тантăш", Канаш хулинче пурăнакан Александрпа Любовь Макаровсем чуна тыткăнлакан çепĕç юрăсем шăрантарчĕç. Шăхасанти Сельхозтехникăра пурăнакан пĕчĕк артистсем куракансене хăйсен илемлĕ ташшипе савăнтарчĕç. Вĕсем пушă вăхăтра "Форсаж" ташă ушкăнне çÿреме юратаççĕ. Май тупса Шăхасанти культура çуртĕнче ирттерекен конкурссемпе концертсене те хутшăнаççĕ. Ку йышра Эмма Николаева, Настя Захарова, Стелла Ефимова, Валерия Иванова, Света Егорова, Валерия Андреева.

"Сельхозтехникăра" ĕçленĕ шăпчăк саслă хĕрарăмсем "Шăхасан" юрра шăрантарса пĕтĕм кураканăн кăмăлне çĕклентерсе ячĕç. "Тантăш" ушкăна çÿрекенсем – Н.Максимова, Н.Иванова, С.Алексеева, Л.Андреева, В.Михайлова, Л.Кирюкова. Шăхасанти юсавпа техника предприятийĕнчи пултарулăх артисчĕсен йышĕнче арçынсен сассисем та аван янăратчĕç.

Çак коллектив Мускава, Украинăна, Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи чăваш ялĕсене çитнĕ, унти халăха илемлĕ чăваш юрри-кĕввипе савăнтарнă. Ертÿçи – Валентин Николаевич Кузнецов – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ, Чăваш музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ.

Вĕсем "Пусă умĕнче" музыка инсценировкине кулăшла тата пысăк ăсталăхпа кăтартса ял халăхне савăнтарнă. Ăна Валентина Михайлова тата Валентин Кузнецов çырса хатĕрленĕ. Вылякансем, паллах, Шăхасанти предприятисен ĕçченĕсем пулнă. Çак каç янăранă юрăсен кĕввисене пурне те Валентин Кузнецов вырăнти поэтсен Юрий Никитинăн, Чĕкеç Люççин, Юрий Петровăн сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ. "Тăвансем, ĕçер-ха, ĕçсен юрлар-ха! Пурнăç тăршшĕпе пĕрле пурнар-ха" юрра куракансем те пĕрле юрласа ячĕç. "Тантăш" ушкăна питĕ нумай ăшă сăмах каларĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул тата Валентин Николаевича малашне те савăк юрăсем çырма пысăк хавхалану сунчĕç. Çапла вара çак уявра "Парчар" фольклор ушкăнĕ "Тантăш" ансамбльпе улшăнса чăваш халăхĕн илемлĕ юрри-кĕввине янраттарчĕ. Кунта пурăнакансем уяв программине çĕкленÿллĕ туйăмпа пăхрĕç. Илемлĕ кĕвĕ майĕпе куракансем те чăваш ташшине ташлама пуçларĕç.

"Юрăсăр пурăнма пултараймастăп. Тĕрĕ вара чунăма йăпатать", – тет Н. Иванова. "Уйрăмах çумăр çунă вăхăтра ал ĕçĕпе аппаланма кăмăллатăп. Чăш- чăш-чăш… Чÿречене уçса яраттăм та... – ачалăха таврăнать Нина Ильинична. – Шкулта вĕреннĕ чухнех юрăпа туслашнă эпĕ. Хăй вăхăтĕнче Шăхасанти клуб çумĕнче йĕркеленĕ халăх театрне çÿреттĕм. Мĕнле кăна роль калăпламан пулĕ. "Карчăксем качча каяççĕ" спектакль пуласса пĕлсен халăх клуба йышлăн пухăнатчĕ".

Уява йĕркелесе ирттерме пулăшакансене – "Дортехсервис" (Е.Поверный), "Промремстрой" (С.Иванов) тулли мар яваплă пĕрлĕхсене, "Шихазанская СХТ" (Е.Анишин) акционерсен уçă пĕрлĕхне, С. Игошина, Л.Егорова, К.Николаев, Н.Никитина, С.Сергеев предпринимательсене пысăк тав.

И.ПЕТРОВА,

Шăхасанти культура çурчĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика