АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вунă ыйту пăхса тухрĕç

19 октября 2012 г.

Ытлари кун район депутачĕсен Пухăвĕн XXII ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ-Пуху председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ. Кун йĕркинче – 10 ыйту.

Ĕçе пуçăнас умĕн районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Арсентьева юпан 14-мĕшĕнче иртнĕ срок тухичченхи суйлав пĕ-тĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхне суйламалли бюллетене çичĕ кандидата кĕртнĕ. Чи нумай сасă пухса В.Руссков çĕнтернĕ. Владимир Дмитриевича Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнине çирĕплетекен вăхăтлăх ĕнентерÿ хучĕ пачĕç. Çĕнĕ ертÿçе район пуçлăхĕ И.Иванов, райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, залра ларакансем саламларĕç.

Депутатсем район Уставне улшăнусем кĕр-трĕç, тара тытаканăн (ĕç параканăн) представителĕн полномочийĕсене пурнăçласа тăракан патшалăх служащийĕн хăйне хăй мĕнле тытмалли тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи интерессен конфликтне майлаштармалли комисси туса хумалли йĕркене, муниципалитет должноçĕсене тата муниципалитет службин должноçĕсене йышăнакансен шалу виçисене, администрацири должноçсен шалăвĕ çумне укçан хавхалантармалли виçесене, районăн муниципаллă служба должноçĕсен реестрне çирĕплетрĕç.

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн сектор заведующийĕ В.Чернов муниципалитетăн специализациленĕ çурт-йĕр фондĕнчен служба хваттерĕ уйăрса памалли тата служба хваттерĕсене çав фондран кăлармалли йĕркен положенийĕ çинчен каласа пачĕ. Пуху ăна çирĕплетнине пĕлтерсе йышăну кăларчĕ.

В.Чернова райадминистрацин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн сектор заведующийĕн должноçне лартнă пирки район администрацийĕн административлă комиссийĕн составĕнчен кăларчĕç. Ун вырăнне çак пайăн тĕп эксперт специалистне В.Федорова çирĕплетрĕç.

Депутатсен Пухăвĕн "Канаш районĕн 2013 çулхи бюджечĕ тата планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи тапхăрĕ çинчен" проекчĕн йышăнăвне чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче халăхпа итлеме йышăнчĕç. Итлев 17 сехет те 10 минутра пуçланать.

Агропромышленность комплексĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕн çумне Ю.И.Александрова "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" тата "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕх механизаторне В.А.Семенова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ятсем пама тăратрĕç.

Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ А.Левый пай 9 уйăхра мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетрĕ.

Лару евĕклĕ самантпа вĕçленчĕ. Активлă депутатсенчен пĕрне, Шаккăл ял тăрăхĕнчен суйланă В.Васильева юбилей ячĕпе район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем И.Ивановпа В.Софронов саламларĕç, парне пачĕç. Депутатсем, Пухăва чĕннисем вĕсен ăшă сăмахĕсене алă çупса çирĕплетрĕç.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Вырăскас Пикшихри культура çуртĕнче ирттерме палăртрĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика