19 октября 2012 г.
Юн кун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем – "Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнче йышăннă 596-606 номерсемлĕ Указĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă задачисем", "Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2012 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче алă пуснă "Чăваш Республикинче пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантармалли хушма мерăсем çинчен" Указа тишкерни". Халăхпа калаçма Шупашкартан Раççей Федерацийĕн социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмĕн управляющийĕ Г.Рогачева тата Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Канашĕн членĕн Л.Лебедевăн пулăшуçи М.Федотов килчĕç.
Яланхи пекех информкун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче кÿртĕм инструктаж ирттернипе пуçланчĕ. Район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ В.Алантьева, район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров, хула тата район халăхне ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Б.Семенов, Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова, ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ М.Кошкин ял тăрăхĕсене тухса каякан ушкăнсене темăсене çутатнă чухне районăн кăтартăвĕсемпе пĕлсе усă курма майсем туса пачĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова тата социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмĕн управляющине Г.Рогачевăна Шăхасан ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртĕнче вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем кĕтсе илчĕç. Чи малтанах Владислав Васильевич тин кăна суйланнă ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Русскова çĕнĕ ĕçре ăнăçусем сунчĕ, йывăрлăхсенче çĕнтерессе, çивĕч ыйтусене вăхăтра татса парасса, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ.
– Раççей Президенчĕ В.В.Путин кăçалхи майăн 7-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ Указсене халăха тĕплĕн ăнлантарса пани питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, пирĕн вара çав Указсене пурнăçа кĕртес енĕпе мĕнле ĕçсем тунине халăх патне çитерсех тăмалла, – пуçларĕ хăйĕн сăмахне райадминистраци пуçлăхĕ.
Тем вăхăт каялла район больници специалистсем çитменнипе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕччĕ. "Земство тухтăрĕ" программа пурнăçа кĕнĕренпе ĕç-пуç самаях лайăхланчĕ, коллектива 28 çамрăк врач хушăнчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа больница 53 компьютерпа, тĕрлĕ сывату хатĕрĕпе пуянланчĕ. Районта пĕтĕмĕшле практика врачĕн 10 офисĕ ĕçлет. Раштав уйăхĕнче Карăклăра 11-мĕшне уçма палăртнă.
Федерацин вĕрентĕве модернизацилемелли программипе килĕшÿллĕн уйăрса панă укçа-тенкĕпе районти 11 шкулта юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Музыка инструменчĕсем, спорт инвентарĕ, вĕренмелли кĕнеке чылай килнĕ. Ача сачĕсенче хушма ушкăнсем уçăлаççĕ. 2012-2013 çулсенче Шăхасан вăтам шкулĕн кивĕ çуртне çĕнетсе 80 ача вырнаçмалăх ача сачĕ хута яма планланă. Катек шкулĕнче шкул çулне çитмен 40 ача валли тĕксе çурт тума тытăнаççĕ.
"Çамрăк çемье", "Çамрăк специалист", "Пурăнмалли çурт", "Çĕрĕшнĕ çурт" программăсем яланах ĕçре. Çав программăсем ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшаççĕ. В.Софронов патшалăх ял çыннисемшĕн, вăрçă тата ĕç ветеранĕсемшĕн, салтак арăмĕсемшĕн тăрăшнине тĕслĕхсемпе, цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Юлашки вăхăтра ял хуçалăх продукчĕсем туса илекенсем çине тимлĕх уйăрасси куç кĕретех. Юристсен тÿлевсĕр пулăшăвне парасси пирки те сăмах хускатрĕç. Ку енĕпе Юстици министерстви ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Районăн тĕп библиотекинче хулапа район прокуратурин ĕçченĕсем кашни уйăхăн виççĕмĕш кĕçнерни кунĕнче граждансене йышăнаççĕ. Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультечĕн студенчĕсем граждансене университетăн Канашри филиалĕнче правопа çыхăннă ыйтусене татса пама, тĕрлĕ документ хатĕрлеме пулăшассине йĕркеленĕ.
Раççей Федерацийĕн социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмĕн управляющийĕ Г.Рогачева пĕрлехи информаци кунĕн темисене республика шайĕпе уçса пачĕ.
Ыйтусем те нумай пулчĕç. Вĕсенчен ытларахăшĕ çулсем тăвассипе, вĕсене тата тротуарсене юсаса тăрассипе, çĕнĕ урамсене электричество кĕртессипе çыхăннă.
В.Софроновпа Г.Рогачева Çĕнĕ Ачча ял библиотекинче вырăнти халăхпа тĕл пулчĕç.
В.АЧЧА.