АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусене лайăхлатмалла

17 октября 2012 г.

Район администрацийĕн акт залĕнче районти шкулсенчи физкультура учителĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Ăна райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров ертсе пынă.

Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе, 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче шкул ачисен спартакиадине йĕркелесси тата ирттересси çинчен, социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В.Ильин тухса калаçнă. Паянхи кун тĕлне спортăн икĕ енĕпе ăмăртусем пулнă: Çĕнĕ Шелттем ялĕнче В.Краснов парнисене çĕнсе илессишĕн хăвăрт утакансен ăмăртăвĕ тата çăмăл атлетсен кĕрхи кросĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх вăтам пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче Чакаç тата Вăтапуç вăтам шкулĕсем малта, виççĕмĕш вырăнта – вăтакаскипечсем. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ параканнисем хушшинче малти виçĕ вырăнта – Ăвăспÿрт Кипеч, Шелттем тата Шаккăл шкулĕсем. Канашлăва хутшăннисем спартакиада программине залра футболла выляссине кĕртме йышăннă. Тĕл пулусене кăçалхи раштав уйăхĕнче ирттерме палăртса хăварнă.

Калаçу шкулсенче вĕренекенсене Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕн бассейнне илсе çÿресси, вĕсене вĕренÿ управленийĕ çирĕплетнĕ графикпа ишме вĕрентесси çине куçнă. Ку ыйтупа ФСК директорĕ Ф.Спиридонов сăмах илнĕ.

Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн методисчĕ В.Федоров 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче пирĕн çамрăк спортсменсем шкул ачисен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пынă спартакиадинче тунă кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Юлашки çулсенче шкулсен командисем республикăра ирттернĕ ăмăртусенче кăтартусене начарлатнине палăртнă. Уйрăмах хоккейла, футболла выляссипе, çăмăл атлетикăпа. Виктор Александрович каланă тăрăх, спартакиадăра иккĕмĕш çул 11-мĕш вырăнпа çырлахатпăр. Ку енĕпе районти спорт шкулĕсенчи преподаватель тренерсен самаях тар тăкма тивет.

Канашлу вĕçĕнче Пĕтĕм Раççейри "Наци кросĕ – 2012" чупавра мала тухнисене кубоксемпе дипломсем панă. Вĕсем – Энтрияль тата Хучел, Чакаç тата Атнаш, Вăтапуç тата Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕсен командисем.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика