АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » И, мĕн пуян, тăванăм?

17 октября 2012 г.

"Сывлăх пуян. Сывлăх çул памасăр ăçта каян;" – тенĕ Митта Ваçлейĕ сăвăç. Сывлăх пулсан çын ĕçлет те, савăнать те... Çĕр çинче хăйĕн тивĕçне туйса пурăнакан çын пуриншĕн те тăрăшать: ашшĕ-амăшне хисеплет, çынна ырă тума манмасть, сывлăхне çирĕплетет.

Кирек мĕнле пурăнсан та, кашни çыншăн чи хакли вăл – сывлăх.

Шăхасанти культура çуртĕнче ĕçлекенсем, Л.Сергеевăпа И.Петрова, мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн тĕрлĕрен ĕç йĕркелесе пыраççĕ.

Çемье уявне халалласа йĕркеленĕ спорт фестивальне ачасемпе ашшĕ-амăшĕ физкультурăпа спорт комплексне йышлă пухăнчĕç. Ăна халалланă мероприятисене пур çĕрте те ырласа кĕтсе илеççĕ, вĕсем çемьене çирĕплетме пулăшаççĕ, паянхи çемье ыйтăвĕсемпе общественноçа ытларах кăсăклантарма, унти лару-тăрăва лайăхлатма хушма мерăсем йышăнма хистеççĕ.

Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕнче те çак куна халалласа спорт çемйисен фестивалĕ пысăк хавхаланупа иртрĕ. Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ф.Спиридонов уява хутшăнакансене Çемье кунĕ ячĕпе саламларĕ, вĕсене ăмăртура ăнăçусем сунчĕ. Хĕрÿ те хаваслă тупăшу пурне те илĕртрĕ. "Динамит" команда (Матросовсен çемйи) чи хастарри пулчĕ: тĕл перессипе, чупассипе, пĕр-пĕрне пулăшассипе палăрчĕ. Иккĕмĕш вырăна Кирилловсен туслă çемйи тухрĕ. Виççĕмĕш вырăнта – Васильевсен çемйи.

Мĕнле уяв юрă-ташăсăр пултăр! Иккĕмĕш класра вĕренекенсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе ашшĕ-амăшне савăнтарчĕç, спорт фестивальне хутшăнакансене сăвă вуласа саламларĕç.

Çакăн пек ăмăртусем çынсене пĕрлештереççĕ, малашлăха шанма хавхалантараççĕ.

Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен вăтам шкулта кĕçĕн классенче вĕрентекен И.Н.Крылова:

"Сывлăх кунĕ – кашниншĕн чăн-чăн уяв. Шкул ачисем те ăна чăтăмсăррăн кĕтрĕç. "Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье" эстафетăн пĕл-терĕшĕ пысăк. Вăл çемьесене пĕтĕçтерет, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшать".

Сергей Иванович Матросов, çĕнтерÿçĕ çемье пуçĕ:

– Пире çемьесен ăмăртăвĕ питĕ килĕшрĕ. Конкурссем çав тери хаваслă иртрĕç. Эпир çĕнтерессе шаннăччĕ паллах. Тăрăшни сая каймарĕ. Тавах уява йĕркелесе ирттерекенсене. Эпир савăнмаллипех савăнтăмăр.

И.ПЕТРОВА,

Шăхасанти культура çурчĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика