12 октября 2012 г.
Оперативлă лару-тăрăва тишкерни çакна кăтартса парать: çулталăк пуçланнăранпа районта çул çитмен çамрăксем тунă 15 преступление (пĕлтĕр – 5) шута илнĕ. Чылай чухне саккуна хирĕçле ĕçсем тунă çĕре 15-18 çулсенчи шкул ачисем, пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекенсем хутшăнаççĕ.
Çул çитмен çамрăксем преступлени тăвассинчен тата правăна пăсассинчен асăрхаттарас, çулсем çинче аманассине профилактикăлас тĕллевпе сентябрĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 19-мĕшĕччен районта "Полици тата ачасем" акци иртет. Ăна йĕркелесе ирттернĕ çĕре шалти ĕçсен пайĕн тата райадминистрацин çул çитменнисемпе, çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалисчĕсем хутшăнаççĕ. Акци пынă тапхăрта вĕсем Канашри професси училищисенче (унта ял ачисем те сахал мар) право темипе калаçусем ирттереççĕ, уголовлă тата административлă саккунсене, çул-йĕр правилисене ăнлантарса параççĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе "çавра сĕтелсем" йĕркелеççĕ.
Рейдсем вăхăтĕнче çул çитмен икĕ çамрăка обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн административлă йĕркепе явап тыттарнă.
А.ИВАНОВА,
çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор.