12 октября 2012 г.
Вăтапуç çывăхĕнчи хырлăхра "Гвардеец" колхоз председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă, "Чăваш Республикин ял хуçалăхăн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ Ю.Е.Краснова асăнса çуллахи биатлон енĕпе ăмăрту ирттернĕ. Юрий Ефремович 1948 çулхи нарăсăн 29-мĕшĕнче Янкăлч ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта, Хусанти химипе технологи институтĕнче вĕреннĕ. Хусанти тĕрĕс машинăсем тăвакан заводра технолог инженер, "Восток" колхозра хăрушсăрлăх техникин инженерĕ пулса ĕçленĕ, Совет Çарĕнче службăра тăнă. Янкăлч вăтам шкулĕнче ачасене машина çÿретме вĕрентнĕ, район ĕçтăвкомĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕнче, пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнă. 1984 çулта КПСС Канаш райкомĕ ăна "Гвардеец" колхоза ертсе пыма янă. Часах хуçалăх республикăра малта пыракан хуçалăхсен ретне тăнă. 1989 çулта Ю.Краснова районăн ĕç тăвакан комитечĕн председательне лартнă. Вăл пурнăçран 2008 çулта уйрăлса кайнă.
Биатлонистсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Вăтапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Трофимов, Г.Н.Смирнов ячĕллĕ спорт шкулĕн тренерĕ, йĕлтĕр чупăвĕн спорт мастерĕ, тĕнче чемпионатне тата кубокне хутшăннă О.Безуглова, кунти С.Алексеев тренер, йĕлтĕрпе чупса тĕнчери тата Раççейри ăмăртусене хутшăнса мала тухнă Г. Егорова, "Космонавт" лагерь директорĕ, биатлон енĕпе СССР спорт мастерĕ В.Никитин, Йĕпреç поселокĕнчи ачасен спорт шкулĕн тренерĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ В.Пашков, районти РОСТО (ДОСААФ) организацийĕн директорĕ В.Владимиров ăнăçлă старт, çитĕнÿ суннă.
Çуллахи биатлон ăмăртăвĕнче медальсен 12 комплекчĕшĕн кĕрешнĕ. Вăтапуç ял тăрăхĕн спортсменĕсем 6 "ылтăн", 10 "кĕмĕл", 6 "бронза" çĕнсе илнĕ. Карăклă тата Асхва ял тăрăхĕсен 3-шер биатлонисчĕ иккĕмĕш вырăна тухнă. Йĕпреçсен, сухайкассисен, ухмансен – икшер медаль, Канаш хулипе Уçырман – пĕрер.
Ăмăртăва Итали тĕп хули Милан çывăхĕнче пурăнакан Марта Голлота та хутшăннă. Хастар та çирĕп чунлă хĕрарăм дистанцие лайăх кăтартупа вĕçленĕ.
Пăшаллă йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне йĕркелекенсем – Вăтапуç вăтам шкулĕн физрукĕ В.Сергеев тата ял тăрăхĕн специалисчĕ И.Петрова, спонсорĕсем – Л.Краснов, А.Лапшин, В.Васильев, А.Павлов, А.Трофимов. Ăмăртăва хутшăннă спортсменсене, судьясене, тренерсене, курма килнисене чăваш эстрада юрăçисем илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.
А.ВИТАЛЬЕВ.