12 октября 2012 г.
Утмăл çул каялла Энтриялĕнче пурăнакан Иванпа Лидия Александровсен çемйинче ывăл ача çуралнă. Çамрăк мăшăр арçын чăмаккине Юрий тесе çыртарнă. Йыш хушăнсах пынă. Çичĕ ачана çитнĕ: тăватă ывăлпа виç хĕр. Пысăк çемьере ачасем туслă, ĕçе юратса ÿсеççĕ. Аслисем кĕçĕннисене пăхаççĕ, пулăшаççĕ. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсем те кал-кал пулса пыраççĕ. Çиччĕн тан пĕр-пĕр ĕçе пуçăнсан хăш вăхăтра пĕтернине те сиссе юлаймастăн.
Пиллĕкмĕш класс хыççăн каникул кунĕсене Юра колхоз уй-хирĕнче ирттернĕ. Вăл лашапа улăм, утă, тырă турттарнă. Хăш чухне ăна стройкăна пичкепе ял хĕрринчи пĕверен шыв кÿме янă. Ашшĕ шоферта ĕçленине кура çамрăк ача техникăпа интересленнĕ. Çиччĕмĕш класа çитсен машина çÿретме вĕреннĕ. Ывăлĕн кăмăлне тултарса хăш чухне Иван Александрович ăна "ГАЗ-51" автомашинин рульне тыттарнă, хушăран мĕн те пулин тиесе килме ирĕк панă. Мĕн тери савăннă çакăншăн Юра.
Вуннăмĕш класа куçсан Юрий ашшĕпе пĕр тăванĕн ывăлĕпе, Геннадипе, комбайн çине ларнă. Çамрăк ачана комбайнер пулăшуçин ĕçĕсене туса пыма шаннă. Нимĕнле ĕçрен те ютшăнман йĕкĕте ĕççи вĕçленнĕ ятпа ирттернĕ савăнăçлă пухура колхоз правленийĕ парне парса хавхалантарнă. Çакă унăн пурнăçĕнчи пĕрремĕш награда пулнă. Хумхануллă, евĕклĕ самант ун пурнăçĕнче ĕмĕрлĕхех асра юлнă, ĕçлекен çынна хисепленине чĕрипе туйса илнĕ.
Шкулта тăрăшса вĕреннĕ Юра. Пур предметпа та лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Уйрăмах ăна математика, физика, хими предмечĕсем килĕшерех панă. Алла вăтам шкул вĕренсе пĕтернине пĕлтерекен аттестата илсен пĕлĕвне институтра ÿстерме шутланă. Ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе Чăваш ял хуçалăх институчĕн алăкне уçса кĕнĕ, ял хуçалăха механизацилессин факультетне вĕренме илме ыйтса хут çырнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса студентсен ретне тăнă. Тепĕр пилĕк çултан Энтрияль çамрăкĕ механик инженер дипломне илнĕ. Вĕренÿпе практика вăхăтĕнче хăйне лайăх енчен кăтартнăскере тăван колхозах ĕçлеме йышăннă.
Çапла вара 1975 çулхи çурла уйăхĕнче Ю.Александровăн ĕç кĕнекинче вăл ĕç сыхлавĕн инженерĕн должноçĕнче ĕçлеме тытăннă тесе çырăннă. Икĕ çултан Юрăна салтака илнĕ. Ăна çар машини шанса панă. Часах сержант пакунĕсем çакнă. Çарпа политика вĕренĕвĕнчи çитĕнÿсемшĕн кăкăр çине çакмалли паллăсемпе наградăланă, командирсем тав тунă. Тăван тăрăха таврăнсан колхоз правленине кайнă. Тăван çĕршыв умĕнчи çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă çамрăка хуçалăхăн тĕп инженерне лартнă.
Çăмăлах пулман çак пысăк "лава" туртса пыма. Мĕншĕн тесен Киров ячĕллĕ колхоз районта чи пысăккисенчен пĕри пулнă. Тăхăр яла пĕрлештернĕ вăл, трактор бригадисем – пиллĕк, механиксем – вуннăн, 88 трактор, 37 комбайн, 42 автомашина, ытти ял хуçалăх агрегачĕсем – 250. Вăт мĕнлерех техника енчен пуян пулнă иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çак хуçалăх. Юрий Ивановича вĕсен ĕçĕсене йĕркелесе пыма пĕртте çăмăл пулман. Хуçăлса ÿкмен вăл, вăйĕ çитнĕ таран тăрăшнă, хăйĕнпе пĕр шухăшлисен йышне ÿстерсе пынă, вĕсемпе пĕрле малаллах талпăннă. Çине тăни ăнăçусем кÿнĕ. 1987 çулта Ю.Александрова колхз председателĕн çумĕн пуканне сĕннĕ. Кăштах туртăнкаласа тăнă хыççăн килĕшнĕ. Паянхи кунчченех ĕçлет вăл çак должноçра.
Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативне, колхоза çапла ят панă, хуçалăхра кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтермелли ыйтусене татса панă хушăрах Юрий Иванович строительство, газификаци, ĕç сыхлавĕн тата вăрман хуçалăхĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăрать. Вăл пĕлсе ертсе пынипе, тăрăшнипе кооператив территорине кĕрекен ялсене пĕр-пĕринпе асфальтлă çулсемпе, пĕтĕмпе 20 çухрăм, çыхăнтарнă, Энтриялĕнче сысна ферми, Атнаш, Çĕнĕ Пинер, Калиновка ялĕсенче культура çурчĕсем, Атнашра ача сачĕ тунă. Çак çитĕнÿсене пысăк тÿпе хывнăшăн 1991 çулта Ю.Александрова Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă. 2006 тата 2007 çулсенче хуçалăхăн чи лайăх специалисчĕ тесе йышăннă. Шăхасанта, Атнашра, Калиновкăра пурăнакансенчен Ю.Александров çинчен ырă сăмах сахал мар илтме пулать. Çапла хисеп тума сăлтавĕ пысăк: Юрий Иванович çак ялсене кăвак топливо пытăр тесе нумай тăрăшнă – кашни килтех тенĕ пек çут çанталăк ырлăхĕпе усă кураççĕ. Производство объекчĕсем, ăшă гаражсем, 11 котельнăй çĕкленнĕ. Кăçал 500 тонна тырă вырнаçмалăх склада хута янă. Çак çитĕнÿсем пирки ĕç кĕнекине çырăннă Хисеп грамотисем, преми парса хавхалантарнине пĕлтерекен приказсем пит лайăх пĕлтереççĕ.
Юрий Ивановичăн мăшăрĕ, Зоя Николаевна, тивĕçлĕ канăва çĕвĕçре ĕçлесе тухнă. Ĕçри тăрăшулăхне Хисеп грамотисемпе палăртнă, парнесем панă. Александровсем виçĕ ача çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Асли, Николай, Çĕрпÿри ял хуçалăх механизацийĕн техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Кĕçĕнни, Алексей, Чăваш ял хуçалăх академийĕнче механик инженер специальноçне алла илет. Килес çул çĕртме уйăхĕнче тăван киле дипломпа таврăнĕ. Людмила медицина пĕлĕвĕ илнĕ, больницăра медсестра пулса ĕçлет. Юратнă ашшĕпе амăшне ачисем чи хисеплĕ ятсене тивĕçтернĕ – асаттепе асанне, кукаçипе кукамай. Мăнуксем вĕсен улттă.
В.АЧЧА.