12 октября 2012 г.
Районти тата республикăри паллă журналиста, тĕпчевçе Валериан Прокопьевич Прокопьева ахальтен мар "Халăх академикĕ" хисеплĕ ят панă. Валериан Прокопьевич çине тăрса ĕçленипе Чăваш Ен тулашĕнче ĕçлесе пурăнакан вуншар паллă чăваш çинчен çырнă статьясем республикăра тухса тăракан хаçатсенче кун çути курнă. Темиçе çул каялла халăх академикĕ Канаш районĕнчи ятлă-сумлă çынсем çинчен çырнă кĕнекен пĕрремĕш пайĕ пичетленсе тухрĕ. Вулакансем ăна ăшшăн йышăнчĕç.
- Валериан Прокопьевич, иккĕмĕш кĕнеке валли ку таранччен материалсем хатĕрлесе çитернĕ пулĕ, хăçан пичетрен тухасси паллă-мар-и;
- Кĕнекине пилĕк çул каяллах наборласа, калăпласа хунă, пичете ярасси кăна юлнă. Мĕнпур чăрмавĕ - типографи ĕçĕсемшĕн тÿлеме укçа-тенкĕ çукки.
- Çакă районшăн, республикăшăн питех те кирлĕ ĕçе тивĕçлĕ хак паракан спонсорсем нивушлĕ районта тупăнмаççĕ;
- Пуян çынсем патне эпĕ вуншар хут та кайнă пулĕ, анчах усси çук. Сăмахне параççĕ вĕсем, анчах ăна пурнăçламаççĕ. "Чăвашкредитпромбанкăн" управляющийĕ Гурьев Владимир Васильевич патĕнче эпĕ пĕрре кăна мар пулнă, анчах пĕр пус та илеймерĕм. Вăл кашни хутĕнчех укçа паратăп тесе шантаратчĕ. Халĕ вăл пенсире, нумаях пулмасть хулара тĕл пулсан: "Мĕншĕн укçа параймарăн;" - тесе ыйтрăм та: "Лайăхрах ыйтмалла пулнă", - терĕ.
- Мĕне пĕлтерет вăл "лайăхрах ыйтмалла пулнă" тени;
- Тем каласшăн пулчĕ вăл, ăнланмарăм.
- Пирĕн тепĕр банкир пур вĕт-ха, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров...
- Вăл халĕ хатĕрлекен энциклопедие кăларма 50 пин тенкĕ куçарса пачĕ.
- Тĕплĕнрех каласа пар-ха çак энциклопеди çинчен.
- Кĕнеке "Канашский район. Энциклопедия персоналий" ятлă пулать. Уйрăм çынсем çинчен. Эпĕ шутланă тăрăх, унта 1500 çынтан кая мар пулмалла. Камсем - камсем кĕреççĕ-ха унта; Орден илнисем, депутат пулнисем, ученăйсен пысăк ушкăнĕ: наука кандидачĕсем, докторсем, профессорсем тата ыттисем. Искусство çыннисем: художниксем, писательсем, журналистсем, композиторсем, артистсем, эстрада çăлтăрĕсем. Эпĕ шутласа пăхнă тăрăх, районта писательсемпе журналистсем 50 çын ытла. Калăпăр, Йĕпреç районĕнче пурĕ те 8 - 9 çын кăна. Юрă çыракан композиторсем Канаш районĕнче çук. Пĕр композитор пур - Юмансарта çуралса ÿснĕ Александр Осипов. Вăл та пулин композитор-теоретик. Тăвай районĕнчи Тăрмăшран кăна виçĕ паллă композитор тухнă: Николай Казаков, Александр Васильев тата Юрий Григорьев. Художниксем пирĕн тăваттăн. Ку сахал. Чи палли - Сиккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Миттов. Елчĕк районĕ вара художниксемпе пуян. Вĕсем 15 - 20 таранах.
- Валериан Прокопьевич, мĕнле шайра пырать-ха çак энциклопедие хатĕрлесси;
- Пĕр пин ытла çын çинчен статьясем çырса хатĕрленĕ, наборланă, кĕнеке калăплас ĕç пырать. Тата орден илнĕ, спорт вăййисенче чапа тухнă 700 яхăн çын çинчен статьясем хатĕрлемелле. Ку ĕçе раштав уйăхĕ тĕлне вĕçлеме шутлатăп. Кĕнекене типографире пичетлесе кăларма укçа-тенкĕ шырамалла ĕнтĕ çине тăрсах. Перекет банкĕ куçарса панă 50 пин тенкĕсĕр пуçне урăх пĕр пус та çук. Чăваш энциклопедийĕ евĕрлĕ 400 страницăллă энциклопедие пĕр пин экземпляр пичетлесе кăларма вара 700 пин тенкĕ кирлĕ. Ун пек энциклопедие елчĕксем, йĕпреçсем кăларнă. Йĕпреçсем ку кĕнекене район историне те кĕртнĕ, пирĕн вара ку тарана çитсе те Канаш район историне никам та çырса хатĕрлемен. Красноармейскисем кăларнăччĕ пĕр пĕчĕк кĕнеке, хĕрлĕ- чутайсем кăларнă. Ытти районсенче хальлĕхе энциклопеди таврашĕ кăларайман-ха. Пĕтĕмĕшле энциклопеди кăларма, тин çеç каларăм, пирĕн район историйĕ çук.
Уйрăм ялсен историйĕ пур пирĕн. Калăпăр, Атнаш, Шăхасан, Сител, Калиновка ялĕсен историне хăй вăхăтĕнче паллă финансист пулнă, Атнаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Бикалов Александр Димитриевич хăйĕн "Предцивилье" кĕнекинче питĕ лайăх çырса кăтартнă. Вăл питĕ пуян кĕнеке. Унсăр пуçне, Викентий Михайлович Волков пирки ырă сăмах каламалла. Вăл истори учителĕ, Энтриялĕнче шкул директорĕ пулса нумай çул ĕçленĕ, 4 кĕнеке кăларнă. Шкул историйĕ уйрăм, вăрçăра çапăçнисем çинчен уйрăм кĕнеке, ял историйĕ тепĕр кĕнеке, тăваттăмĕшĕ вара - колхозсен историйĕ: Киров ячĕллĕ, "Труд" хуçалăхсем, тата ыттисем те.
Кĕнекесем кăларнисен хушшинче Йăлмаччара пурăнакан Михаил Васильев, Ямаш ялĕнчи Стеклов. Кайăкьялĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш АССР Сывлăха сыхлас ĕç министрĕ пулнă, медицина наукисен докторĕ Николай Григорьев профессор "Моя малая родина" ятлă питĕ чаплă, хулăн кĕнеке кăларнăччĕ. Унта Кайăкь- ял, Вăтапуç ял историсене кĕртнĕ. Ăвăспÿрт Кипечри вăтам шкул учителĕ Павлов Николай Александрович 2009 çулта "Об образовании села Малые Кибечи" ятлă кĕнекене кун çути кăтартрĕ.
- Ялсен историне тĕпчесе уйрăм кĕнекесем кăларас текен пуçаруллă çынсем сахал мар. Укçи-тенкине тупма йывăр...
- Ытларахăшĕ хăйсен укçи-тенкипе кăларать е укçаллă çынсене тупать. Сиккассинче пурăнакан Николай Михайлович Бабанов та хăйĕн укçи-тенкипе кĕнеке кăларчĕ. Анчах унта вăл кивĕлле шухăшлать. Калăпăр, 1921 çулта сиксе тухнă пăлхава вăл эсэрсен пăлхавĕ тет. Сиккассинчи пăлхава ертсе пыраканни ял ĕçтăвком председателĕ хăй пулнă. Ун чухне пăлхава хутшăннисене судсăр-мĕнсĕрех персе пăрахнă. Вĕсен хушшине айăпсăр çынсем те лекнĕ. Списокĕсем архивра пур.
- Валериан Прокопьевич, Сиккассинчи пăлхав çинчен хăв кĕнеке çырас теместĕн пулĕ те;
- Сиккасси пирки те, Энтрияль пирки те кĕнеке кăлармалла. Халăх пĕлтĕр. Энтриялĕнче те Григорьев хушаматлă çынна Çавалра вакка ярса вĕлернĕ. Анчах вăл хаçатсенче çырнă пек комсомолец мар, ВКП(б) членĕ пулнă.
Эпĕ тата акă мĕн шыраса тупрăм: Яманкассинче çуралнă чăваш хĕрарăмĕн ачи Михаил Кузьмин, Тутарти Терпит ялĕнче ÿснĕскер, иртнĕ вăрçăра танк ротин комиссарĕ пулнă. 1941 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Ленинград облаçĕнчи Тихвин хули çывăхĕнче пуçланă атака вăхăтĕнче Кузьмин политрук танкне нимĕçсем тупăран персе тивертсе яраççĕ. Кузьминсăр пуçне, пĕтĕм экипаж вилет. Кузьмин политрук çунакан танкран хăйне хупăрласа илнĕ фашистсене зенитлă тупăран перет, гранатăсемпе аркатать, пистолетри патрон пĕтиччен çапăçать. Çунса вилет пулин те, тăшмана парăнмасть. СССР Верховнăй Совечĕн 1941 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнчи Указĕпе Михаил Кузьмин политрука вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕ звани параççĕ. Унăн тăван енĕ - Яманкасси, мĕншĕн тесен амăшĕ çав ялтан пулнă. Михаил Кузьмин пирки Чăвашри пĕр кĕнекере те, хаçат-журналта та асăнмаççĕ.
Тата çакна каласа хăвармалла: энциклопеди çырса хатĕрлесси - питĕ йывăр ĕç. Çавăнпа мана пысăк пулăшу панăшăн Энтрияль ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсене, Вăтапуçĕнче пурăнакан Юрий Никитин библиотекаре тав тăвасшăн.
Камсем-ха вĕсем, энциклопедие кĕртнĕ паллă çынсем; Канаш районĕнче çуралса ÿснисем, унсăр пуçне - ытти çĕртен килсе вырнаçнă, Канаш районне аталантарма нумай вăй хунă çынсем. Калăпăр, Канаш район ĕçтăвкомĕн председателĕнче чылай çул хушши ĕçленĕ Алексей Степанович Василевский Сĕн-тĕрвăрри районĕнчен. КПСС Канаш райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче нумай çул вăй хунă; Тăвай районĕнче çуралса ÿснĕ Егор Васильевич Роштов тата ыттисем те.
Депутатсем хушшинче икшер хут суйланнисем те чылай. Ухманти Ленин ячĕллĕ колхоза чылай çул хушши ертсе пынă Василий Павлович Павлов икĕ хутчен Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă. "Путь Ленина" колхоз бригадирĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ Мария Зиновьевна та республикăри Аслă Совета икĕ хутчен суйланнă.
Районта СССР халăх депутачĕсем те пулнă. Вĕсен шутĕнче - "Мотор" колхозра ĕне сăвакан Валентина Димитриева, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта шкул директорĕнче ĕçленĕ (халĕ те çавăнтах ĕçлет) Михайлова педагог. Вăл Тури Юнтапара çуралнă. "Канаш" колхозăн тĕп агрономĕнче ĕçленĕ, РСФСР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Галина Васильевна Ларионова та СССР халăх депутачĕ пулнă. Сухайкассинче çуралнă, Канаш хулинчи 5-мĕш шкулта учительницăра ĕçленĕ Андреева хушамачĕ те энциклопедие кĕрет. Çакă интереслĕ: пĕр Сухайкасси ялĕнчен кăна виçĕ çын СССР халăх депутачĕ пулнă! Пĕри депори машинист, тепри колхоз бригадирĕ, каярахпа колхоз председателĕ пулнă Никитина, виççĕмĕшне малтан асăнтăмăр.
Ученăйсене илес пулсан, эпĕ шыраса тупнă тăрăх, наука докторĕсемпе профессорсем пирĕн районта 50 ытла. Наука кандидачĕсен шутне пĕлместĕп.
- Калăпăр, эсĕ ку энциклопедие çырса пĕтертĕн, укçа тупса пичетлесе кăлартăн, малашнехи плансем тата мĕнле;
- Районăн пысăк энциклопедине тумалла. Унта кашни ял историйĕ, шкулсене хăçан уçни, колхозсем хăçан пуçланса кайни, хăçан хупăнни, миçемĕш çулта клуб туса лартни, урамсен, çырма-çатрасен, таврари вăрмансен, ращасен ячĕсем пулмалла. Элĕксем район энциклопедине топонимика кĕртсе питĕ пуян кĕнеке кăларнă. Ку вăл пирĕн ачасене, мăнуксене, вĕсен ачисене, пĕр сăмахпа каласан, пулас ăрусене кирлĕ. Эпир хамăр тавралăх историнчен ытларах Авалхи Египет е Авалхи Рим историне пĕлетпĕр.
Чи малтан ялсен историне çырма пуçланă çын вăл - Ушанар шкулĕнче учительте ĕçленĕ Лукьян Иванович Иванов. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлерĕ, Шупашкарти, Хусанти, Чĕмпĕрти архивсене çÿрерĕ, хăй виличчен кĕнеке кăларса хăварчĕ. Чăваш Республикинчи ялсене ушкăнсем çине пайласа тухрĕ, ытти облаçсенчи, республикăсенчи чăваш ялĕсем çинчен те çырчĕ, анчах кĕнекине кăларса ĕлкĕреймерĕ. Канаш районĕнчи ялсем хăçан, мĕнле пуçланса кайни çинчен Лукьян Иванович çырса хатĕрленĕ кĕнеке тин кăна иккĕмĕш хут пичетрен тухрĕ.
Эпĕ тата акă мĕн каласшăн: Шăхасан ялĕнчен паллă çынсем чылай тухнă. Вĕсен хушшинче наука докторĕ Василий Николаевич Николаев, академик, чылай çул хушши Шупашкарти кооператив институтне ертсе пычĕ, хими наукисен докторĕ Кольцов Николай Иванович, ун çинчен хаçатсенче çырсах кайман, Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕнче ĕçленĕ, медицина наукисен докторĕ Макарова Надежда Васильевна профессор. Çакна та каласа хăвармалла: Шăхасан шкулĕнчен паллă историксем йышлăн тухнă пулин те, унăн историне ку таранччен те тĕпчесе çырман. Ку вăл республикăри чи ватă шкул, ăна 1819 çултах уçнă...
- Хăвăн çак шкул историне çырас кăмăл çук-и;
- Пурччĕ. Тытăнса пăхас терĕм, анчах шкул енчен те, районти вĕрентÿ пайĕ енчен те мана пуçлăхсем укçа-тенкĕпе тивĕçтерессе шантармарĕç. Ун чухне Шăхасан ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕ пулнă Александр Николаевич Егоров вара 30 пин тенкĕ тупса пама пулнăччĕ... Малашне сведенисем пухма çултан çул йывăрланса пырать, мĕншĕн тесен ваттисем вилсе пыраççĕ, вĕсен аса илĕвне çырса юлакансем çук. Ку шкула малтанхи вăхăтра сахалтан та 15 - 20 ялтан, Кăшнăруй таран, ачасем çÿренĕ.
- Шкулăн пĕрремĕш директорĕ кам пулнă-ши;
- Каменский хушаматлă пачăшкă. Çак шкула Хусанти вĕрентÿ округĕ тытса тăнă. Ку республикăри чи ватă шкултан такам та вĕренсе тухнă пулĕ. Кунта нумай çул ĕçленĕ Смирнов учитель каланă тăрăх, наука докторĕсем кăна 20 ытла. Хăш-пĕр чухне хаçатсенче йăнăш çырни те пулкалать. Сăмахран, ку шкулта Иван Мучи çыравçă вĕреннĕ теççĕ. Иван Мучи, Шупашкар районĕнче çуралнăскер, ку шкулта пĕр кун та вĕренмен. Çеçпĕл Мишши, Хумма Çеменĕ, Григорий Луч, Степан Аслан, Сергей Павлов çыравçăсем Шăхасан шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Композиторсенчен Степан Максимов кунта çÿренĕ, питĕ чаплă юрăç, консерватори пĕтернĕ Чăваш халăх артисчĕ Юрий Прокопьев та ку шкулта пĕр çул вĕреннĕ. Кунти шкултан вĕренсе тухнă çынсем республикăра кăна мар, çĕршыври тĕрлĕ отрасльре те вăй хураççĕ. Шкул историйĕ питĕ пуян, анчах, шел пулин те, ăна тĕпчесе никам та ку таранччен кĕнеке кăларман.
- Валериан Прокопьевич, тĕпчев ĕçĕсене архивсене çÿремесĕр тума май çук. Хусанти архивсене çитсе курман-и;
- Пулнă унта та. Эпир Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ май, 1917 çулчченхи документсем пĕтĕмпех Хусанта упранаççĕ. Ял историне çыракансем документсене ăçта шырамаллине пĕлмеççĕ. Вĕсене шырама Мускаври "Архив древних актов" текен архива çитмелле.
Тата тепĕр интереслĕ япала каласа парам-ха. Ешкилт çынни, Канадăра пурăнаканскер, унта карликсен театрне йĕркеленĕ.
- Яла килкелесе каять-и;
- Килкелесе каять. Ун çинчен мана Александр Аслутăн шăллĕ Иван Николаевич Николаев каласа панăччĕ. Тата тепĕр çын çинчен тĕплĕн пĕлместпĕр эпир. Матьшÿ ялĕнче çуралнă, Çеçпĕлте шкул пĕтернĕ Андреев полковник Варшавăра Договор тунă çĕршывсен чемпионатĕнче йĕл-тĕрпе чупса чемпион ятне илнĕ. Ун ятне пирĕн халăх пĕлмест те. Ăна та хамăн энциклопедине кĕртетĕп.
- Валериан Прокопьевич, ĕçĕ нумай сирĕн. Çапах та Канаш район энциклопедине çывăх вăхăтрах алла тытса курасчĕ.
- Çапла пултăрччĕ.
В.ЛАПИН.