АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн курни-илтнипе кăмăллă пулчĕç

12 октября 2012 г.

Районта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунне ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Хальхинче тăватă тăрăхра иртрĕ.

Карăклă ял тăрăхĕнче тĕпрен юсанă пĕве илемĕпе киленчĕç. Ялти культура çурчĕн илемлĕх пултарулăх коллективĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çĕнĕ вырăна куçнă çĕрте пулчĕç. Хĕрлĕ хăйăва савăнăçлă лару-тăрура касрĕç. Кунта хăтлă та тирпейлĕ. Юнашарах – библиотека, культура çурчĕ. Вырăнти шкул пурнăçĕпе унăн директорĕ Р.Шемякова паллаштарчĕ. Кунта 174 ача пĕлÿ илет. "Хĕвел" ача садĕнче ăшă кулăпа çиçекен ачасем çине пăхса кăмăлĕсене çĕклерĕç. Кунĕ хĕвеллĕ те ăшă пулнăран вĕсене картишĕнчи вăйă площадкине илсе тухнăччĕ. Çу каçа садикра нумай ĕç тунă: шыв провочĕпе санитари узелне улăштарнă, шыва электричествăпа ăшăтмалли хатĕр вырнаçтарнă, медицина пÿлĕмĕ уçнă. 2014 çулта хушма ушкăн уçма палăртнă.

Малалла çул Шаккăл тăрăхне выртрĕ. Пĕрремĕш чарăну Кивĕ Ахпÿрт ялĕнчи фельдшер пунктĕнче пулчĕ. Кунта 35 çул ĕçлекен М.Кузьмина ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, медицина пулăшăвĕпе 290 çынна тивĕçтереççĕ, тĕрлĕ чир ересрен асăрхаттару ĕçĕсем тă-ваççĕ, ял халăхĕпе калаçусем ирттереççĕ. Çĕнĕ Ахпÿртре 81 çулти Н.Хрисанова патне кĕрсе тухрĕç. Наталья Григорьевна – салтак арăмĕ, ăна валли ялта çурт тăваççĕ. Шаккăл вăтам шкулĕнче ĕç-пуçсем мĕнле пыни çинчен физкультура учителĕ А.Миронова каласа пачĕ, хăйĕн икĕ воспитанникĕ олимп резервĕсен училищине сбора кайма тивĕç пулнине савăнăçлăн пĕл-терчĕ. Шкулăн акт залĕнче калаçу культура çурчĕсен малашлăхĕ пирки пычĕ.

Уçырма ял тăрăхĕнче çветтуй çăлкуç патĕнче, райпон çĕнĕ лавккинче, культура çурчĕн тĕпрен юсанă курав залĕнче, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче пулчĕç, унти ĕçсемпе интересленчĕç.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунĕ Хучел ял тăрăхĕнче вĕçленчĕ.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика