АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виççĕмĕш кварталта çапла ĕçленĕ

10 октября 2012 г.

Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр шав малалла шăвать. Акă, юпа уйăхне те кĕтĕмĕр. Ку тапхăрта тăхăр уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси йăлара. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăру çинчен район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп зоотехникне С.Васильева каласа кăтартма ыйтрăм. Акă мĕн пĕлтерчĕ Сергей Павлович:

– Пĕтĕмпе чĕрĕ виçепе 355,6 т аш-какай сутнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче лару-тăру çăмăл мар, кашни хуçалăхра тенĕ пекех аш-какай туса илесси чакнă, çакна мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ сахалланса пынипе сăлтавламалла, сыснасем вара районта пачах юлман тесен те йăнăш пулмĕ. Çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх йышне чакармасăр ытти çулхинчен ытларах аш-какай туса илекенсем те çук мар районта. Сăмахран, "Нектар", "Восход" тата "Хучель" пĕрлĕхсем ку енĕпе уйрăмах палăрнă. Тăхăр уйăхра пĕтĕмпе туса илнĕ аш-какай виçинче мăйракаллă шултра выльăх ашĕ – 66,0 процентпа, сыснан – 9 процентпа, чăх-чĕп ашĕ 27 процентпа танлашнă.

Пĕтĕмпе 4129,5 т сĕт суса илнĕ (106 процент). Пĕлтĕрхи çак тапхăра илсен районти хуçалăхсенчен чылайăшĕ сăвăм шайне ÿстернĕ, вĕсене асăнса хăварни ытлашши пулмĕ: "Путь Ленина", "Цивиль", "Нектар", "Канаш" "Восход", "Хучель", "Сормовский" пĕрлĕхсем, Киров ячĕллĕ кооператив тата ыттисем. Районта "Исток" хуçалăх çеç халăхран сĕт пуçтарассипе ĕçлет.

Тăхăр уйăхра районĕпе кашни ĕнерен вăтамран 3112 кг сĕт суса илнĕ (иртнĕ çулхинчен 287 кг ытларах). Чи пысăк кăтарту Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри ĕне ферминче, унта кашни ĕне пуçне 4870 кг сĕт сунă, "Канаш" пĕрлĕхĕн сĕт-çу комплексĕнче – 4232 кг, Киров ячĕллĕ ЯХПКн Шăхасанти ĕне ферминче – 3794 кг, "Цивиль" пĕрлĕхсенче – 3496 кг. Хальхи вăхăтра сĕт рынокĕнче лару-тăру йĕркеленсе пыни сисĕнет, сĕте вăтам хакпа туянаççĕ. Сăвакан ĕнесен йышне чакарса лартма васкамалла мар. Сĕт сутса кирек хăçан та хавшанă хуçалăх экономикине йĕркене кĕртме пулать. Кăçал çĕртме, утă тата çурла уйăхĕсенче сĕт панăшăн хуçалăхсем патшалăхран хушма пулăшăва та тивĕçрĕç.

Усă куракан çĕр лаптăкĕсен 100 га пуçне 267,9 ц сĕт суса илнĕ, çакă пĕлтĕрхи шайран кăшт пысăкрах. 22,1 ц (иртнĕ çул – 37,2 ц) аш-какай туса илнĕ. Киров ячĕллĕ тата "Канаш" хуçалăхсен аш-какай туса илессипе кăтарту районта чи пысăкки. Сĕт туса илессипе малти вырăна Киров ячĕллĕ ЯХПКра тата "Восход", "Канаш" пĕрлĕхсенче тăрăшакансем йышăнаççĕ.

– Выльăх-чĕрлĕх йышĕ çулсерен чакса пырать, çакна мĕнпе сăлтавламалла;

– Район администрацийĕ тата АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай çирĕп мерăсем йышăнаççĕ пулин те, выльăхсен йышĕ районта чаксах пырать. Ĕç укçи, налук парăмĕсене татас тата техника валли саппас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянас тĕллевпе ертÿçĕсенчен чылайăшĕ сăвакан ĕнесене сутаççĕ. Ĕнесен йышне чакарнине хуçалăх ертÿçисем çавăн пекех фермăсенче ĕç вăйĕ çитменнипе те сăлтавлаççĕ. Фермăсенче выльăх йышĕ пĕтсен, хуçалăх арканасси те инçех мар.

Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районта мăйракаллă шултра выльăх 3350 пуç шутланнă (пĕлтĕр тăхăр уйăхра – 3320 пуç). Выльăх-чĕрлĕх йышне районта чылайăшĕ чакарса пырать пулин те çав вăхăтрах пĕлтĕрхи шайра тытса пыракансем те пур: "Цивиль", "Нектар", "Канаш", Киров ячĕллĕ ЯХПК, "Восход", "Исток", "Родина" тата "Хучель" пĕрлĕхсем.

Иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне районта 1402 ĕне пулнă, кăçал 1242 пуç çеç юлнă. "Пинер" хуçалăх ĕнесен йышне палăрмаллах чакарнă. "Цивиль" тата "Канаш" хуçалăхсене ырăпа асăнса хăварас килет, унта ăратлă ĕнесен хисепĕ хушăнсах пырать.

Кăçал тăхăр уйăхра 1067 пăру илнĕ, пĕлтĕр çак кăтарту 1173 пуçпа танлашнă. Тăхăр уйăхра 100 ĕне пуçне 64 пăру илнĕ, пĕлтĕр – 64 пуç. "Нектар", "Канаш", "Восход", "Родник", "Агат" хуçалăхсенче 100 ĕне пуçне 70 ытла пăру илме пултарнă.

Районта мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 479 грампа танлашнă (пĕлтĕр 452 грамм). "Путь Ленина", "Нектар", "Канаш", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче çак кăтарту 500 грамран та иртет. Выльăхсен талăкри ÿт хушаслăхĕ 600 грамран та пысăкрах пулсан, çак отрасль тинех тупăш кÿме пуçлĕ. Кунта вăкăрсене еплерех пăхнинчен нумай килет, паллах, вĕсене тăрантаракан апат витаминсемпе пуян тата тĕрлĕрен пулмалла.

Сыснасем районта çулсерен чакса пыраççĕ, хальхи вăхăт тĕлне вĕсен йышĕ 222 пуç шутланать. Пĕлсе ĕçлесен сыснапа та тупăш илме пулать.

– Паянхи кун мĕн енĕпе ытларах тимлетĕр;

– Халĕ пирĕн умри тĕп тĕллевсенчен пĕри – выльăхсене хĕл кунĕсенче тытмалли тапхăра тĕплĕн хатĕрлесе çитересси. Витесене юсаса йĕркене кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. Ку енĕпе "Восход", "Цивиль" пĕр-лĕхсенче тата Киров ячĕллĕ, "Урюм" ЯХПКсенче уйрăмах пысăк ĕç туса ирттернĕ. Витесене дезинфекциленĕ, шуратнă. Выльăхсене хĕллехи тапхăра куçарсан вĕсен кашнин умĕнчех шыв çителĕклĕ пулмалла. Çав вăхăтрах тăварпа пурă пирки те манса каймалла мар. Апат рационĕ чухăн тата унта витаминсем сахал пулнăран выльăх-чĕрлĕх продукцине чылай чухне кирлĕ шайра илейместпĕр.

А.МЯСНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика