АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Европа чемпионĕсем çитĕнтернĕ

10 октября 2012 г.

"Канаш ен" хаçатăн 2004 çулхи подшивкине уçрăм та "Раççейри ăмăртусенче çĕнтерчĕç" материал куç тĕлне пулчĕ. Мĕн çырнă-ши ун чухне тесе çиелтен кăна пăхса илем-ха терĕм. "Пирĕн спортсменкăсем çăмăл виçе категорийĕсенче уйрăмах ăнăçлă ăмăртнă. Шăхасан хĕрĕ Алина Анисимова (30 кг), ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулĕн Карăклăри филиалĕн воспитанницисем Карина Макарян (40 кг) тата Анна Максимова (43 кг) пĕрремĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Сăмах май, Анна пĕлтĕр Европăри ăмăртуран çĕнтерÿпе таврăннăччĕ, ку хутĕнче те унпа тан кĕрешекен пулмарĕ. Хĕрсем виççĕшĕ те Раççейри ăмăртусен финалне путевка çĕнсе илчĕç, унта вĕсем Европăри ăмăртăва хутшăнма ирĕк илессишĕн тупăшĕç.

"Агро-Инвест" парнисемшĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта та ăнăçлă кĕрешрĕç пирĕн хĕрсем. 32 кг виçере Таня Арсентьева (Карăклă) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, унăн юлташĕ Алиса Данилова иккĕмĕш вырăна тухрĕ. 70 кг виçере Раççейĕн пĕрлештернĕ командин членĕ Оля Кондратьева чемпион ятне тивĕçрĕ. Ольăпа Зоя халĕ Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче хăйсен ăсталăхне ÿстереççĕ", – тесе çырнă хальхи вăхăтра район администрацийĕн спорт секторĕн заведующийĕ пулса ĕçлекен Владимир Ильин. Владимир Михайлович спорт хыпарĕсемпе куллен паллаштарса тăратчĕ.

Çак хĕрсен ятне тăтăшах илтнĕрен эпир вĕсене куçăмсăр пĕлекен пулса çитнĕччĕ. Хамăр та вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртеттĕмĕр, кÿршĕ районтан килнисем умĕнче мухтанаттăмăр та. Чăн та, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çитĕнÿсем сахал мар турĕç Карăклă тăрăхĕнчи хĕрсемпе каччăсем. Çакă вара, ман шутпа, пĕтĕмпех унти спорт шкулĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешме вĕрентекен Александр Васильев преподавателе тата тренера пула.

Александр Кузьмич хăй кĕрешÿ вăрттăнлăхĕсене Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Ен тава тивĕçлĕ тренерĕ, РСФСФРăн халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ Геннадий Никифорович Смирнов патĕнче алла илнĕ. 1986 çулта 74 килограма çитичченхи виçере ирĕклĕ мелпе кĕрешсе Чăваш Республикин чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ.

Карăклă вăтам шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ качча часах çара илнĕ. Салтак службине вĕçлесе яла таврăннă Александр Шаккăл вăтам шкулĕнче ачасене ирĕклĕ мелпе кĕрешме хăнăхтарнă. Кунта Кузьмич (ăна юлташĕсем çапла чĕнеççĕ) вунă çул пĕр улшăнми ĕçленĕ. Çак вăхăтра мĕн чухлĕ кĕрешÿçĕ вĕрентсе хатĕрлемен-ши вăл; Акă, хамăр тăрăхра кăна мар, Чăваш Енре лайăх пĕлекен Яковлевсенех илер. Паян кун Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ пулса ĕçлекен Олег Яковлев, республикăн физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, вĕсен шăллĕ, районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан пай пуçлăхĕн çумĕ Эдуард Яковлев – пурте ирĕклĕ мелпе кĕрешес ăсталăха алла илнĕ. Тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çитĕнÿсем тунă. Уголовлă шырав пайĕнче нумайранпа ĕçлекен Евгений Филиппов та Александр Кузьмич ирттерекен занятисене юратса çÿренине палăртать. Евгенийпе Никита Смирновсем, Александр Ильин, Руслан Васильев, Дмитрий Федоров, Юрий Медведев, Ольга Кондратьева, Анна Максимова, Лилия Никитина, Надежда Федорова... Юлашки вăхăтра Надя çине-çинех Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем туса савăнтарать. Çакăншăн эпир те мăнаçланатпăр, пĕрремĕш тренерĕн шалти туйăмне палăртма вара сăмах та тупаймăпăр. Шалти ĕçсен органĕсенче тăрăшакан мĕн чухлĕ çынна кĕрешÿ мелĕсене алла илме пулăшнă, спортпа туслаштарнă! Ку список пĕр страницăна вырнаçаймасть. А.Васильев воспитанникĕсем Раççей, тĕнче класлă спорт мастерĕсем пулса тăнă. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе Александр Кузьмич чун-чĕререн савăнать.

Шаккăл шкулĕнче ачасене ирĕклĕ мел кĕрешĕвне вĕрентнĕ хушăрах Канашри педагогика училищин физкультура уйрăмĕнче вĕренсе педагог профессине алла илнĕ. Шаккăлта вунă çул ĕçленĕ хыççăн Геннадий Никифорович ăста тренера районти спорт шкулĕн Карăклăри филиалне чĕнсе илнĕ. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнчен паян кунччен Александр Кузьмич Карăклăра тренер пулса вăй хурать. Ку ĕçре чăннипех те вăй хума тивет. Кĕрешÿ вăл вăй-хал тĕлĕшĕнчен кăна мар, кăмăл-туйăм енчен те çирĕп çынсем кăмăллакан спорт тĕсĕ. Кĕрешÿçĕ пулас тесен чун çирĕплĕхĕ, хăюлăх кирлĕ-тĕр.

Районта, республикăра иртекен Раççей шайĕнчи ăмăртусенче А.Васильева ăмăртăвăн тĕп судйи пулма час-часах шанаççĕ. Ку тивĕçе вăл кашнинчех чыслăн пурнăçлать. Вăлах районăн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен командин аслă тренерĕ тата преподавателĕ. Хăйне яланах лăпкă тытать, пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр лăпланма пултараймасть. Ĕçшĕн чунне пама хатĕр теççĕ ун пек çынсем пирки. "Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илни те çакнах çирĕплетет. Ачасене ăмăртăва илсе каяссипе чăрмав сиксе тухрĕ-и - ку ыйтăва вăл пурпĕрех татса парать. Воспитанникĕсемпе йăваш, çав вăхăтрах вĕсенчен çирĕп ыйтать. Унсăрăн ăмăртура çитĕнÿ тума май çук. Ăмăртусем ытларах канмалли кунсенче иртеççĕ, çавăнпа ăна шăмат кунпа вырсарни кунсенче килте курма йывăртарах.

Кун пек чухне вара çемьере пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Арăмĕ, Любовь Анатольевна, ăна пулăшса та хавхалантарса пырать. Вăл Карăклă ял библиотекинче ĕçлет. Пĕрне-пĕри ÿпкелешсе, кĕвĕçсе-харкашса курманах пуль вĕсем. Васильевсем ялта ыттисемшĕн тĕслĕх çемье пулма кирлĕ. Александрпа Люба хĕрпе икĕ ывăла çутă кун пилленĕ. Ачисем пурте ялти шкултан "ылтăн" медальпе вĕренсе тухнă. Аслисем Анатолипе Татьяна Чăваш патшалăх университетне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Толик – дизайнпа компьютер технологийĕсен факультетĕнче, Таня юридици факультетĕнче вĕренсе професси илнĕ. Паян вĕсем хăйсен профессийĕсемпе ĕçлеççĕ. Пĕри – автоматизациленĕ управлени системисен инженерĕ, тепри – юрист. Кĕçĕнни Андрей кăçал шкул пĕтернĕ. Паян вăл – çÿлерех асăннă аслă шкулăн патшалăх хăй тытăмлăх управленийĕн факультетĕнче пĕлÿ илет. Спортпа туслă.

Нумаях пулмасть вара Александр Васильев ĕмĕрĕн çуррине – аллă çул тултарнине паллă турĕ. Çав тери йышлă тăван-пĕтенĕ, юлташĕсем, ĕçтешĕсем, ăна хисеплекенсем уяв кĕрекине пухăнса менельник ячĕпе чун-чĕререн саламларĕç. Паллах, пурте ăшă сăмах каласа тав турĕç. Пурнăç пурăнса курнă çынна ытлашши нимех те кирлĕ мар: сывлăх, çемьери килĕшÿпе лăпкăлăх, ачасен тăнăçлăхĕ. Çакна кăна сунатăп: мăшăрпала ĕмĕр вĕçне çитичченех çума-çумăн утмалла пултăр.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика