АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулчченхи вĕрентĕвĕн пĕлтерĕшĕ ÿссех пырать

10 октября 2012 г.

Ачасем шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕнче илекен пĕлÿ каярахпа вĕсемшĕн çирĕп никĕс пулса тăрать. Садика çÿрекен ача (çемьери хутшăнусене ăçта пурăннине шута илмесĕр) унта çÿремен хăйпе тантăшсенчен палăрмаллах уйрăлса тăрать. Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ ĕç пурнăçлать: пĕрремĕшĕнчен, вăл "социаллă сейф" пулса тăрать. Ачасем куллен тивĕçлĕ воспитани илеççĕ, хăйсене хăрушсăрлăхра туяççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕренеççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, шкула кайма хатĕрленеççĕ. Шкулта паракан пуçламăш хăнăхусене алла илеççĕ.

Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти 21 ача садĕнче, пуçламăш пĕлÿ паракан 6 шкул-ача садĕнче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 6 вĕренÿ учрежденийĕнчи 8 ушкăнра ачасем шкулчченхи пĕлĕве илеççĕ. Пĕтĕмпе вара 75 ушкăн уçнă, вĕсенчен 58-шĕ ача сачĕсенче, 8 ушкăнĕ – пуçламăш шкул-ача сачĕсенче, тĕп тата вăтам шкулсенче кĕскетнĕ вăхăтпа 9 ушкăн ĕçлет. Паянхи кун 1412 ача садика çÿрет.

1,5 çултан пуçласа 6,5 çула çитмен ачасене шкулчченхи пĕлÿ парасси 2009 çулпа танлаштарсан палăрмаллах ÿснĕ. Виçĕ çул каялла садикпа тивĕçтересси 53 процентпа танлашнă пулсан, паян çак кăтарту районта 58 процент (республикăра – 48,5 процент).

Сиккассинчи "Хурăн", Шăхасанти 1-мĕш номерлĕ "Хĕлхем", Уçырмари тата Карăклăри "Хĕвел" ача сачĕсене уйрăмах нумай ача çÿрет.

Паян ача садне кайма черетре 219 ача тăрать. Шăхасанти "Хĕлхем", Уçырмапа Карăклăри "Хĕвел", Вырăскас Пикшихри "Шанчăк" садиксенче ачасене садика вырнаçтарассипе ыйту çивĕч тăрать. Çакă, чи малтанах, ку тăрăхсенче ачасен йышĕ пысăк пулнине пĕлтерет. Килес вĕренÿ çулĕнче шкула каймалли 534 ача садикра пуçламăш пĕлÿ никĕсне илет.

Районта шкулчченхи вĕрентĕвĕн çĕнĕ формисем тухăçлăн пурнăçланаççĕ. Кĕскетнĕ вăхăтпа ĕçлекен ушкăнсем шкулсенче кашни çулах хушăнса пыраççĕ. Çакăн евĕр ушкăнсене 150 ача çÿрет. Садика çÿремен ачасем çинчен пĕлтерекен базăна пухса хатĕрленĕ. Вырăскас Пикшихри, Чакаçри, Ухманти, Шăхасанти "Хĕлхем" ача сачĕсенче ачасен калаçăвне тĕрĕс йĕркелессипе ятарлă специалистсем ĕçлеççĕ. Педагогикăпа психологи комиссийĕ палăртнă тăрăх, кун пек ачасен йышĕ, шел пулин те, нумайланса пырать. Çавăнпа та логопедсен пулăшăвĕ питех те кирлĕ.

Кăçал ачасене шкулчченхи вĕрентÿпе тивĕçтерес тĕллевпе Уçырмари, Вăтакас Кипечри, Çеçпĕлти садиксенче хушма ушкăнсем уçăлчĕç. Çулталăк вĕçлениччен тата 4 ушкăн уçма палăртатпăр.

2012-2013 çулсенче Шăхасан вăтам шкулĕн кивĕ çуртне юсаса çĕнетсе унта 80 ача вырнаçмалăх ача сачĕ хута яма палăртнă. 2013-2014 çулсенче Катек вăтам шкулĕнче 40 ача вырнаçмалăх садик пристройне туса пĕтермелле. Çакăн пек ĕçех 2016 çулта Вăрăмпуçĕнчи тĕп шкул çумĕнче туса ирттермелле, вăл 20 вырăнлă пулмалла. Çĕр лаптăкĕсемпе çыхăннă ыйтусене татса панă, вĕсем строительство ĕçĕсем пурнăçлама юрăхлă. Кашни çулах 4-5 ушкăн уçса пырсан 2015 çул тĕлне ачасене шкулчченхи вĕрентÿпе тивĕçтересси 75 процентпа танлашмалла.

С.НИКОЛАЕВА,

районти вĕренÿ управленийĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика