АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх мĕнле пуласси сирĕнтен нумай килет

10 октября 2012 г.

"Вĕрентекенĕн çиелтен пăхма сăпайлă ĕçĕ – историн чи аслă ĕçĕсенчен пĕри", – тенĕ вырăссен паллă педагогĕ Константин Ушинский. Педагогсем хăйсен вĕренекенĕсене питĕ хаклă пĕлÿ параççĕ, вĕсен çынлăх пахалăхĕсене çирĕплетеççĕ, тăван ен чечеклентĕр тесе тавралăха, ĕçе юратма вĕрентеççĕ. Эрне кун Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулăн акт залĕнче Пĕтĕм тĕнчери вĕрентекен кунне халалласа уяв ирттерчĕç.

Мероприятие вăтам классенче пĕлÿ илекен ачасен хорĕ вĕрентекен çинчен хывнă юрăпа пуçларĕ. Микрофон умне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов тухрĕ. Вăл зала пухăннă шкул директорĕсене, учительсене, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене чĕререн ырă та ăшă туйăм çуратакан уявпа саламласа çирĕп сывлăх, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу, маттур та ăслă вĕренекенсем, çемйисенче лăпкăлăх тата тăнăçлăх, иксĕлми телей тата ырлăх сунчĕ.

Чылай педагогăн ĕçне район шайĕнче кăна мар, республикăпа Пĕтĕм Раççейри шайра хакланă. Райадминистраци пуçлăхĕ вĕрентÿпе воспитани парассинче палăрнисене наградăсем пачĕ. Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн директорĕ Владимир Ефимов, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Наталия Никитина, Шăхасан шкулĕн физикăпа математика учителĕ Валерий Никитин, Уçырма вăтам шкулĕн физкультура тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен учителĕ Петр Николаев, Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Судякова, Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Надежда Феофанова Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕн ятне тивĕçрĕç. Уçырма вăтам шкулĕн математика учительне Нина Ивановăна, Шăхасан шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенне Людмила Тарасовăна тата аслă поварне Надежда Егоровăна Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç.

Ÿсекен ăрăва тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Уçырма, Вăтакас Кипеч, Шăхасан тата Ямаш шкулĕсенче ĕçлекен педагогсене Татьяна Кузнецовăна, Ираида Максимовăна, Тамара Никитинăна тата Альбина Димитриевăна Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине парса хавхалантарчĕç. Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумне Светлана Ивановăна та вĕренÿпе методика ĕçĕсене йĕркелессинчи, вĕрентÿ ĕçченĕсене практика пулăшăвĕ парассинчи ÿсĕм-семшĕн, вĕренÿ учрежденийĕсемпе эффективлă тата тухăçлă ĕçленĕшĕн çак наградăнах пачĕç.

Район администрацийĕн Хисеп грамотине илнисем – Мăкăрти пуçламăш шкул-ача сачĕн, Вăтакас Татмăш, Çĕнĕ Чалкасси, Энтрияль, Катек шкулĕсен учителĕсем Людмила Алендеева, Раиса Архипова, Наталия Никифорова, Ирина Петрова, Валентина Пушкова, вĕренÿ управленийĕн методисчĕ Светлана Николаева, централизациленĕ бухгалтерин тĕп бухгалтерĕн çумĕ Татьяна Алхова.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн грантне илессишĕн ирттернĕ конкурсра çĕнтернисене дипломсемпе наградăларĕç. "Ертÿçĕ-лидер", "Чи лайăх вĕрентекен", "Хушма вĕрентĕвĕн чи лайăх педагогĕ", "Шкул умĕнхи вĕрентÿ учрежденийĕн чи лайăх педагогĕ" номинацисен çĕнтерÿçисем – Вырăскас Пикшихри "Шанчăк" ача сачĕн заведующийĕ Елена Орынко, кунти вăтам шкулăн биологĕ Рэмма Тимофеева, Ачасен пултарулăх центрĕн педагогĕ Наталия Иванова, Шăхасанти "Хĕлхем" ача сачĕн воспитателĕ Альбина Михайлова.

– Вĕрентекен ĕçĕ кăткăс та йывăр, питĕ яваплă. Эсир ачасене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, харпăр хăй тĕллĕн тĕплĕн шухăшласа татăклă йышăну тума, тăван киле, атте-аннене, тăван тăрăха, çĕршыва юратма вĕрентетĕр. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсене паянхи кун уйрăммăн тав тăвас килет. Эсир çĕршывăн, республикăн нумай ăрăвне воспитани панă, – терĕ хăйĕн саламĕнче вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев.

Юрий Серафимович Ямаш, Пайкилт, Вăрăмпуç, Энтрияль шкулĕсен вĕрентекенĕсене Николай Алексеева, Елена Васильевăна, Алевтина Викторовăна, Татьяна Игнатьевăна вĕрентÿ тата воспитани парас ĕçри курăмлă çитĕнÿсемшĕн вĕренÿ управленийĕн Хисеп грамотине пачĕ. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн районти уйрăмĕ, вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕ професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ĕçре палăрнине грамотăсемпе наградăларĕç.

Янкăлч вăтам шкулĕн директорĕ Светлана Васильева ĕçтешĕсене хăйĕн уява халалланă сăввине хăпартланса вуласа пачĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсен ячĕпе Сиккасси шкулĕнче истори вĕрентнĕ Галина Талля тухса калаçрĕ, хăйсене хисеп туса чĕннĕшĕн тав турĕ, учитель ĕçĕнчи кулăшла пулăмсене аса илсе залра ларакансен кăмăлне çĕклерĕ.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем "Юратсан юрлас килет" музыкăллă камит лартса пачĕç. Икĕ сехете яхăн ăшă кулă тăчĕ. Сцена ăстисене вăрахчен алă çупса, чечек çыххисем парса тав турĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика