АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтака кайма ят тухнă

10 октября 2012 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пынипе кĕрхи призыв комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Чи малтанах вăл призыв кампанийĕнчи улшăнусемпе паллаштарчĕ. Иртнĕ кĕркунне Раççей Çарĕн ретне республикăран 1,5 пин çамрăка салтака илнĕччĕ, кăçал 1 пин качча ăсатмалла. Салтака кайма ят тухнисен 60 проценчĕн специальность пулмалла, 20 проценчĕн – аслă вĕренÿ заведенийĕн дипломĕ.

Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов пĕлтернĕ тăрăх, Президент полкне службăна яма 15 качча суйласа илнĕ, вĕсенчен 4-шне çар комиссариачĕн Канашри уйрăмĕ урлă, 2-шĕ – пирĕн районтан. Всем – Катекри А.Смоловпа Çĕнĕ Чалкассинчи В.Федотов.

Призыв комиссийĕн ларăвне медкомисси витĕр тухнă 17 çамрăка чĕннĕ. Кăçал вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕçленĕ, спортпа мĕн пĕчĕкрен туслă, аслă вĕренÿ заведенине кĕме пултаракан каччă И.Иванов Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăрас ĕмĕтĕнчен пĕр шит та чакманни çав тери тĕлĕнтерчĕ. Вăл ашшĕ пекех тинĕс пехотинецĕ пуласшăн. Епле ырă тĕслĕх.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика